28 октября 2009 г.
Николай Федоров президент Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци ведомствисен территорири органĕсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ. Республика пуçлăхĕ çĕнĕ Указпа паллаштарнă, унпа килĕшÿллĕн Чăваш Енре 2010 çул Вĕрентекен çулталăкĕ пулĕ тесе пĕлтернĕ.
Республика пуçлăхĕ ял хуçалăхĕнчи усă курман çĕрсене çаврăнăша кĕртес ыйтусем пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнă, власть органĕсен ертÿçисенчен пăрахăçа кăларнă лаптăксен ÿрĕк-сÿрĕк хуçисем тĕлĕшпе мерăсем халех йышăнма ыйтнă.
Канашлура Чăваш Енĕн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн ытти çивĕч ыйтăвне пăхса тухнă.
ЧР ПА пресс-служби.