АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » 2010 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен пенсионерсене мĕн кĕтет?

23 октября 2009 г.

Аслă ăрури вулакансем çитес çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен пенси саккунĕсем мĕнле улшăнасси çинчен каласа пама ыйтаççĕ. Вĕсен ыйтăвĕсене тивĕçтеретпĕр.

Пенси пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçерен сахалрах пулсан хушма тÿлев кĕтет.

Çакна Федерацин 2009 çулхи июлĕн 24-мĕшĕнчи ФЗ 213-мĕш номерлĕ «Раççей Федерацийĕн уйрăм саккун акчĕсене улшăнусем кĕртесси тата Раççей Федерацийĕн уйрăм саккунĕсен акчĕсем «саккун акчĕсен положенийĕсем» федерацин «Раççей Федерацийĕн Пенси фондне, Раççей Федерацийĕн Социаллă страхлав фондне, пурне те тивĕçлĕ медицина страхованийĕн федераци фондне тата пурне те тивĕçлĕ медицина страхованийĕн территорири фончĕсене хывакан страхлав тÿлевĕсем çинчен» саккунне йышăннине пула вăйне çухатни çинчен» саккунĕпе çирĕплетнĕ.

Сăмахран, саккун 2010 çултан пуçласа пенси çумне федерацин е регионăн социаллă хушма тÿлевне, пенси шайĕ регионти пенсионерăн пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçене çитеймест пулсан, палăртать.

Тĕслĕхрен, ĕçлемен пенсионерăн пурлăх тивĕçтерĕвĕн пĕтĕмĕшле калăпăшĕ пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçерен пĕчĕкрех, вăл çав кăтарту федераци кăтартăвĕнчен иртмен регионта пурăнать пулсан, РФ Пенси фондĕнчен ăна федераци бюджечĕн укçи-тенки шутĕнчен пенси çумне хушма тÿлев памалла тăваççĕ.

Енчен те пенсионерăн пурлăх тивĕçтерĕвĕн пĕтĕмĕшле калăпăшĕ РФ субъектĕнче пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçерен сахалрах, унта вара вăл федераци кăтартăвĕнчен пысăкрах пулсан, ăна регионăн социаллă хушма тÿлевне памалла тăваççĕ. Асăннă социаллă хушма тÿлеве тивĕçлĕ регионти халăха социаллă хÿтлĕх паракан органсем тÿлеççĕ.

Пенси фончĕн территорири органĕсем тата халăха социаллă хÿтлĕх паракан регионти органсем пенсионерăн пурлăх тивĕçтерĕвĕн шайне хăйсем патĕнчи пур сведение тĕпе хурса палăртаççĕ. Раççей Федерацийĕн Пенси фондĕнчен пенси илсе тăракансемшĕн хушма тÿлеве пенси ĕçĕсен материалĕсем тата пенсионер регион шайĕпе илекен тÿлевсем тăрăх параççĕ. Çакă пенсионерсене хушма тÿлев илсе тăмашкăн вĕсен тупăшĕсем çинчен пĕлтерекен информацие пуçтарассинчен хăтарать. Социаллă хушма тÿлеве илсе тăма пенсионерăн нимĕн те тумалла мар _ Пенси фончĕ тата социаллă хÿтлĕх органĕсем асăннă хушма тÿлев виçине хăйсемех шутласа параççĕ, 2010 çулхи январĕн 1-мĕшĕччен çав информацие сирĕн пата çитереççĕ.

Çакна асра тытăр: социаллă хушма тÿлеве ĕçлемен пенсионерсене çеç параççĕ. Асăннă тÿлеве илсе тăракан пенсионерăн ĕçе вырнаçнă чухне çакăн çинчен Пенси фондне пĕлтермелле. 2010 çулта тивĕçлĕ канăва тухакансене социаллă хушма тÿлевсене пенси тÿлемелле тунă хыççăнах памалла тăвĕç.

Мĕн вăл валоризаци?

Валоризаци - граждансен 2002 çулхи пенси реформиччен тивĕçнĕ пенси прависен укçана куçарнă хакне çĕнĕрен ÿстерни. Ăна 2002 çулхи январĕн 1-мĕшĕччен страхланă пĕтĕм çын тĕлĕшпе туса ирттереççĕ. Ансатрах каласан, валоризаци хальхи пĕтĕм пенсионера, çавăн пекех 2002 çулччен кирек хăш тапхăрта ĕçленĕ май пенсие тухса пыракан çынсене пырса тивет. Пенси фончĕн кăтартăвĕсен никĕсĕнче граждансен 2002 çулхи январĕн 1-мĕшĕччен шутласа палăртнă пенси капиталĕ çинчен сведенисем упранаççĕ «аса илтеретпĕр: пенси расчечĕн капиталĕ вăл - страхланă çыншăн РФ Пенси фондне пырса кĕнĕ страхлав тÿлевĕсемпе ытти укçа-тенкĕн пĕтĕмĕшле калăпăшĕ тата 2002 çулхи январĕн 1-мĕшĕччен укçана виçсе шутланă пенси прависем, ĕç пенсийĕн страхлакан пайĕн виçине палăртмалли никĕс шăпах çав калăпăш пулса тăрать».

2002 çулччен ĕç стажĕ пухма ĕлкĕрнĕ граждансен пурин те пур вăл, виçипе çеç уйрăлса тăрать. Пенси расчечĕн капиталĕ 2010 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 10 процент пысăкланать. Унсăр пуçне пенси капиталĕ 1991 çулчченхи пĕтĕмĕшле ĕç стажĕн кашни тулли çулĕшĕн пĕрер процент хушăнать. Кунта нимĕнле чикĕ те çук. Тĕслĕхрен, 1991 çулчченхи ĕç стажĕ 25 çулпа танлашать тейĕпĕр, 2002 çулхи январĕн 1-мĕшĕчченхи сирĕн пенси расчечĕн капиталĕ пĕтĕмпе 35 процент ÿсет.

Халичченхи, хальхи тата пуласси

2002 çулччен Раççейре пенсие икĕ саманта тĕпе хурса шутласа палăртнă - пĕтĕмĕшле ĕç стажне тата тивĕçлĕ канăва каяканăн уйăхри вăтам ĕç укçин виçине кура. Çак ĕç укçи çын пенсие тухичченхи палăртнă тапхăрта йĕркеленнĕ: е юлашки 2 çул хушшинче, е пĕтĕм ĕçлĕ кун-çулăн кирек хăш 60 уйăхĕ тăршшĕнче. Çапла вара пенси илмелли правăна унчченхи, реформăчченхи, йĕркепе стаж тăрăх тата ĕç укçи тăрăх палăртнă. Шăпах вĕсем пенси виçин никĕсĕ шутланнă. 2002 çулта çĕнĕ тытăм вăя кĕнĕ «вăл та пенсионерсен пурлăх шайне лайăх енне улăштарайман». Ку тĕслĕхре пенси виçине стажпа ĕç укçи тăрăх палăртмаççĕ, вăл ĕçе илекен ĕçченшĕн унăн пайăр счечĕ çине куçарса пынă страхлав тÿлевĕн калăпăшĕнчен йĕркеленет. Эппин, гражданинăн ĕç укçи мĕн чухлĕ пысăкрах тата организаци уншăн страхлав тÿлевне мĕн чухлĕ вăрахрах тÿлет, пенси расчечĕн капиталĕн виçи çавăн чухлĕ пысăкрах пулать. Хăй йĕркипе пенси виçине палăртакан пенси расчечĕн капиталĕ кĕтекен тÿлев тапхăрĕ çине пайланать. Çакă паллă: 2002 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа ватлăхпа паракан ĕç пенсийĕн кĕтекен тÿлев тапхăрне 12 çулпа «144 уйăхпа» çирĕплетнĕ тата вăл 16 çул таран «192 уйăх» кашни çулах 6 уйăха çити пысăкланать «тивĕçлĕ çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа», кайран вара 19 çул таран «228 уйăх» кашни çулах çулталăк чухлĕ ÿсет «тивĕçлĕ çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа».

Страхлав принципĕ çинче йĕркеленнĕ пенси правиллĕ граждансем, урăхла каласан, 2002 çул хыççăн ĕçлеме пуçланисем, пенси çулне çитеймен-ха. Çав хушăрах 2002 çулхи пенси реформи хыççăн пенси прави унчченхи тытăмра йĕркеленнĕ граждансен пенсине çĕнĕ йĕркепе палăртаççĕ _ стажа тата ĕç укçине шута илсе. Паллах, çак правасене шута илмелле пулнă. Анчах вĕсене 2002 çултан пуçласа пенси прависене витĕм кÿрекен пайăррăн палăртакан çынсен страхлав тÿлевĕсемпе пĕрлештерме тивнĕ. Кивĕ тата çĕнĕ правасене пĕрлештерес тесе 2002 çулччен пенсие тухнă пĕтĕм пенсионер тата 2002 çулччен ĕçлеме пуçланă çынсем тĕлĕшпе çакна расчетлă пенси капиталне кĕртме пенси прависене конвертаци туса ирттернĕ.

Страхланă çынсен пенси правине 2002 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне ватлăхпа паракан пенсин расчетлă виçине тĕпе хурса хаклаççĕ. Ăна маларах вăйра пулнă пенси саккунĕсен нормисем тăрăх ĕç пенсийĕн виçине шутласа кăлармалли йĕркепе «страхланă çын 2002 çулхи январĕн 1-мĕшĕччен ĕçлесе илнĕ ĕç укçине тĕпе хурса» палăртаççĕ. Аслă ăрури граждансен пенсийĕсене ÿстерессине тивĕçтерес тĕллевпе патшалăх пенси прависен укçапа палăртнă хаклăхне çĕнĕрен пăхса тухма шутланă.

Укçа-тенкĕрен ытла шăв-шав пысăкрах

Валоризацие пула пенси капиталĕ уйăхне вăтамран 1431 тенкĕ ÿсет. Вăл 80 çултан аслăрах çынсене ытларах усă кÿрет - вĕсен уйăхра 1700 тенкĕ таран хушăнать.

60 çула çитмен пенсионерсем пенси çумне вăтамран 700 тенкĕ таран хушма тÿлев илĕç; 61 çултан пуçласа 70 çул таран - 1300 тенкĕ; 71 çултан пуçласа 80 çул таран - 1600 тенкĕ ««вăтамран» тенине шута илмелле. Сăмахран, хăшĕ-пĕрин, 61 çултан пуçласа 70 çула çитичченхи пенсионерсен хушма тÿлев 1300 тенкĕрен пĕчĕкрех пулнине, теприсен - 1300, виççĕмĕшĕсен 1300 тенкĕрен ытларах пулнине пĕлтерет».

РФ Пенси фончĕн территорири органĕ пенси ĕçĕ ăçта вырнаçнине тĕпе хурса илсе тăракан пенсие пенси ĕçĕн докуменчĕсем тăрăх çĕнĕрен шутласа парать. Енчен те сирĕн 2002 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне пенси прависене хакланă чухне стаж тата ĕç укçи çинчен калакан хушма документсем пур пулсан е эсир пенси прависене урăх вариантпа хаклас тетĕр пулсан сирĕн, РФ Пенси фончĕн территорири органне каймалла.

Сăмахран, гражданинăн ĕç стажĕ - 34 çул. Вĕсенчен 33 çулне вăл совет тапхăрĕнче ĕçленĕ. Пенсие ватлăхпа 1992 çулта тухнă, çавăнтанпа ĕçе урăх вырнаçман. 2010 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа унăн пенси расчечĕн капиталĕ 10 процент ÿсет, унсăр пуçне совет тапхăрĕнчи ĕç стажĕшĕн 33 процент хушăнать. Малтанхи пенси капиталĕн пĕтĕмĕшле ÿсĕмĕ 43 процентпа танлашать. Шăпах ăна шута илсе ватлăхра паракан ĕç пенсийĕн страхлав пайне çĕнĕрен шутласа палăртаççĕ.

Тепĕр тĕслĕх. Хĕрарăма 1985 çулта ватлăхпа паракан ĕç пенсийĕ памалла тунă. Пенси илмелли документсем тăрăх пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ унăн 41 çулпа танлашнă. Вăл пĕтĕмĕшле ĕç стажне çирĕплетекен хушма документсем тăратнă: 2002 çулхи январĕн 1-мĕшĕччен малтанхи тапхăршăн 10 çул, 1991 çулхи январĕн 1-мĕшĕччен ĕçленĕ 5 çула кĕртсе. 2010 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа унăн пенси расчечĕн капиталĕ 10 процент ÿсет, унсăр пуçне совет тапхăрĕнчи ĕç стажĕшĕн 46 процент хушăнать. Малтанхи пенси капиталĕн пĕтĕмĕшле ÿсĕмĕ 56 процентпа танлашать. Шăпах ăна шута илсе ватлăхра паракан ĕç пенсийĕн страхлав пайне çĕнĕрен шутласа палăртаççĕ.

Ю.ВОЛОХОВ, юрист.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика