21 октября 2009 г.
Çичĕ çул та иртрĕ пуль унтанпа. Анчах та çав кĕске кăна калаçу хушăран аса килет-килетех. «Тăван Атăлăн» çĕнĕ номерне, редакциренех çырăнса илсе тăраканскерне, кун каçа ĕçре уçса пăхма ерçейменрен киле кайнă май троллейбусра пăхса пыраттăм. «Мĕн интересли пур-ши? Кам çырнине çак каçах вуласа тухмалла-ши?» - тесе тĕллĕн-тĕллĕн чарăнкаласа та илкелетĕп... «Çак журнал вара халĕ те тухать-и?» - илтĕнсе кайрĕ çумрах. Пуçа çĕклесе пăхрăм та - вăтам çулсенчи чипер те таса сăнлă хĕрарăм. «Мĕншĕн тухмалла мар тет-ха унăн?» - тĕлĕннине пытармасăр тÿррĕн ыйтрăм эпĕ. «Ара, тахçанах курман та. Ача чухне аннесем яланах çырăнса илетчĕç-ха. Юлашки вăхăтра ăна хулара мар, ялта та асăрхаман, çавăнпа тухма та пăрахнă пуль тесе...»
Ача чухне... Çапла, вăл вăхăтра ялта «Тăван Атăл» çырăнса илекен çемье питĕ йышлăччĕ. Пирĕн килте ăна, тĕслĕхрен, пухса пыратчĕç. Тахçанхи кивĕ номерĕсем маччара халĕ те упранаççĕ. Тин тухнă чăвашла кĕнекесене атте туянсах тăратчĕ. Уяв пек кĕтеттĕмĕр те черетленсе вулаттăмăр. Тиражĕсем пысăкчĕ.
«Кам пĕлет, тен, тепĕртакран пĕр-пĕр тăмсай вĕр çĕнĕ чăваш кĕнекине уçкаласа ларакан çынна курсан: «Ку чĕлхепе кĕнекесем халĕ те пичетленеççĕ-и вара?» - тесе ыйтĕ. Хăйĕн ухмахлăхне пурнăçран юлни мар, малта пыни тесе хаклĕ, ахăртнех. Капла ан пултăр тесен мĕн тумалла?
Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсен пуçламăшĕ... Правительство çуртĕнче культура комитечĕн ларăвĕ пырать. Унта мана «Хыпар» хаçатăн корреспонденчĕ пулнă май хутшăнма тÿр килнĕччĕ. Чăваш чĕлхине патшалăх статусĕ парас пирки сÿтсе явнă май пĕр чиновник хальхи литературăра ним интересли те çук тесе каппайланма хăйрĕ. «Вуламастăр вĕт-ха эсир. Хăвăр нимĕн те вуламастăр», - хирĕçлемесĕр тÿсеймерĕ Чăваш халăх писателĕ Анатолий Емельянов. Çак сăмахсем чĕренех кĕрсе ларчĕç: ÿпкеве ăста писатель чунтан каланăран кăна мар, вăл çырнă романсем халăхра анлă сарăлнине, очеркĕсем çивĕч те хăюллă пулнине пĕлсе тăнăран. Ун чухнех, интернет хăй каррине сарма ĕлкĕричченех, килес самана литературăна сиен кÿме пуçлани палăрма тытăнчĕ: çыраканĕ пур - вулаканĕ çук, пур пулсан та тивĕçлипе хаклаканнине тупма хĕн.
Ятарласах интернета кĕрсе пăхрăм Анатолий Емельянов пирки мĕн çыраççĕ-ши тесе. Пĕчĕк статья темелĕх те çук «Википедире» çырнине: «Пурнăçĕ», «Ĕçĕсем» ятлă 3-4 йĕркеллĕ сыпăксем кăна. Ăçта, хăçан çуралнине кăтартнă, анчах та вилни çинчен пĕр сăмах та. «Нумай пулмасть «Юлашки çыран» роман çырнă» тенине вуласан вăл чĕрĕ тесе те калăн. Чăваш ялавĕпе илемлетнĕ сайтри текст вара «Писатель проживает в Чебоксарах» тенипе вĕçленет. Вăт кала интернетра тем те вуласа пĕлме пулать тесе! Чĕрĕ хутшăнăва, куллен тухса тăракан хаçат-журнала тишкернине мĕн çиттĕр!? «Тăван Атăлтах» акă «Ушкăн-ушкăн аса илÿ» автобиографиллĕ очеркĕнче Лаврентий Таллеров çапла хыпарлать: «Кĕрешÿçĕ-писатель пулнă Анатолий Емельянов. Паян та кĕрешÿçĕсен ретĕнче. Иртерех уйрăлса кайрĕ. Шел, питĕ шел». Анатолий Викторовича асăнса питĕ интереслĕ япаласем çырса пĕлтернĕ. Чăннипех те ăста çинчен каланă чăн-чăн ăста сăмах. Ахальтен мар ĕнтĕ Лаврентий Таллеров пирки Геннадий Максимов «Самант» журналта «Чи юратнă писатель» тесе хăпартланать. Пĕр-пĕрне хакласа, пĕр-пĕринчен вĕренсе пымалла çыравçăсен. Шухăша тĕпе хурса пурăнсан кăна пирĕн литература малалла аталанĕ. Тата, паллах, вулакансемпе куçа-куçăн тĕл пулма пăрахмасан, писательсем паянхи пурнăç таппинчен юлманнине аса илтерсех тăрсан.
Çак тĕллевпех Шупашкартан Комсомольски районĕнчи Нĕркеçе çул тытрĕç чăваш писателĕсемпе журналисчĕсем. Лаврентий Таллеровăн: «Пит аслă ялах мар Нĕркеç. Апла пулин те эпĕ, ача, «Нарспири» йĕркесене хамăр ялпа çыхăнтарса хавасланаттăмччĕ», - тесе аса илни пур. Маншăн, аякри çыншăн, Нĕркеç чăннипех те Аслă ял. Виçĕ çыравçă çут тĕнчене килнĕ кунта: Чăваш халăх писателĕ Лаврентий Таллеров, Хветĕр Агивер тата Геннадий Максимов, тин кăна «Çĕрĕллĕ хура кушак» ятпа иккĕмĕш кĕнекине кăларнăскер. Нĕркеç малашне те тăван литературăна талантлă ăстасем парнелĕ-ха.
Культура керменĕ умне пухăннă халăх хăнасене хапăлласа: «Çăкăр - тин пиçнĕ хĕвел», - тесе çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕ. Каламалли сăмахĕ пурин те нумай: килнисен те, кĕтсе илекенсен те. Вăраха пычĕ пулин те, шăпчăк сассиллĕ çуллахи каç пек хăвăрт иртсе кайрĕ сентябрь уйăхĕнчи тĕл пулу.
Чăваш Республикинчи профессионал писательсен союзĕн ертÿçи тата «Хресчен сасси» Издательство çурчĕ» патшалăх унитари предприятийĕн директорĕ - тĕп редакторĕ Сергей Павлов Геннадий Максимова çĕнĕ кĕнеке тухнă ятпа саламларĕ: «Паянхи пурнăç çине хăй пек пăхма вăтанмасăр, вылямасăр, кашни сăмахне шутласа çырать. Чĕлхи питĕ хăйне евĕрлĕ. «Хура чăнлăх» хăратмасть ăна». Пушă алăпа килмен Сергей Лукиянович - библиотекăна çĕнĕ кĕнекисене парнелерĕ. Чăваш халăх артисчĕ Иван Христофоров юрланине халăх Нĕркеçле хыттăн алă çупса кĕтсе илчĕ. Николай Егоров профессор сăмахĕ те хавхалану кÿчĕ: «Хамăр ăспа, хамăр чĕлхепе кăна пурăнма пулать иккен». Светлана Асамат, Марина Карягина, Арсений Тарасов, Татьяна Ильина, Валентин Абрамов саламĕсем те чун-чĕрене çунатлантарчĕç. Каçал енре çуралса ÿснĕ политик Петр Краснов вара нумайăшне тĕлĕнтерсех пăрахрĕ: вăл хăйĕн 15 çулта çырнă сăввине вуласа пачĕ.
Нĕркеçсем те парăмра юлмарĕç, «талантсăр мар Кĕтне таврашĕ» сăмахсене тÿрре кăларчĕç. Учительсем те, вĕренекенсем те питĕ пултаруллă иккен ку тăрăхра. Валерий Карпов артист Маня аппа «Геннадий Максимов амăшĕ» ячĕпе юрă шăрантарчĕ. Мария Прокопьевнăна, ывăлĕн уявне килнĕ сăпайлă чăваш хĕрарăмне, пĕтĕм халăх ура çине тăрса, алă çупса тав турĕ. Кашнин чĕринчех çав самантра чуна ăшăтакан тăванлăх туйăмĕ хускалчĕ, çакăн пек тĕл пулусем татах та, татах та кирлине ăнланса илме пулăшрĕ.
Сăн ÿкерчĕксенче -
уяв саманчĕсем.
Р.Гурьянова.