АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кашлаччăр Алентей йăмрисем

21 октября 2009 г.

 Василий Степанович Алентей халăхшăн ырми-канми тăрăшнипе, чăваш литературине вĕресе тăракан пурнăç авăрĕнчи хăй пекех хастар сăнарсемпе пуянлатнипе çутă йĕр хăварнă, нумай-нумай çул иртсен те юлташĕсен, ĕçтешĕсен, унăн хайлавĕсене юратса вулакан çамрăк ăру асĕнче ĕçченлĕх, ырă кăмăллăх, мал ĕмĕтлĕх тĕслĕхĕ вырăнне юлакан çын. Чăваш халăх çыравçи 20 çул пирĕн хушăра çукки çав тери тунсăхлаттарать, вăл çитменни питĕ сисĕнет. Çавăнпах ĕнтĕ ĕçтешĕсем, вулаканĕсем çыравçă çуралнă тăрăха килсех тăраççĕ, вил тăприне пуç таяççĕ, чĕрĕ чечексемпе чыслаççĕ.

Октябрĕн 16-мĕшĕнче те Вăрмар районĕнчи Кĕтеснер ялĕн масарĕ çинче Василий Степанович ячĕпе хăнасем йышлăн пухăнчĕç. Вĕсен йышĕнче - тĕп хуламăртан, район центрĕнчен килнĕ тус-йышĕ, çыравçăн çывăх çыннисем, район шкулĕсенче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕсем, шкул ачисем, ял халăхĕ. Чăваш Республикин профессионал писательсен союзĕн председателĕ С.Л.Павлов, В.Алентей ентешĕ, чăвашсен ку чухнехи паллă çыравçи А.П.Казанов, район администрацийĕн культура пайне ертсе пыракан Ю.А.Максимов, Кĕтеснер ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.П.Данилов, писателе астăвакансем унăн пурнăçĕн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ тапхăрĕсем çинчен каласа пачĕç. В.Алентее халалласа район хаçатĕнче ирттернĕ конкурс çĕнтерÿçисем хăйсен сăвви-калавне вуларĕç. Çыравçă çуралнăранпа 90 çул çитнĕ тĕле унăн вил тăпри çывăхĕнчи ватă лаштра улмуççи те тулăх парне хатĕрленĕ, кашнинех сĕткенпе тулса çитнĕ улмисене сĕнчĕ. Чăваш халăх писателĕн хĕрĕ Нина Васильевна Александрова мăшăрĕпе тата икĕ ывăлĕпе пĕрле пухăннисене тутлă кукăльпе сăйласа ăшăтрĕ.

Василий Степанович вулаканăн кăмăлне ял чĕлхипе, сăнĕпе, характерĕпе тыткăнлать. Унăн хайлавĕсенче хăй çуралса ÿснĕ Кĕтеснер тăрăхĕнчи йăмрасен кашлавĕ, çăл куçсен юрри, çыннисен хастарлăхĕ. Пирĕн литературăра чăваш ялĕн пурнăçне ÿкерекен çыравçăсем унччен те пулман мар-ха. Анчах мĕн пĕчĕкрен ял ĕçне кÿлĕннĕ, унти çынсем хушшинче пулнă Алентей ыттисем асăрхаманнине курнă, çĕр ĕçченĕн пурнăçне тарăнрах ăнланнă. Пурнăç çыравçăн чăтăмлăхне, çирĕплĕхне чылай тĕрĕсленĕ. Вăрçă вут-çулăмĕнчен нумай наградăпа, анчах урине çухатса тухнă писатель çĕнĕрен çĕнĕ, хастартан хастар сăнарсемпе савăнтарнă. Ху тÿснине, курнине çырнипе таçтан илтнĕ е пÿрнерен ĕмсе кăларса çырни хушшинче уйрăмлăх пысăк çав. Çавăнпах ĕнтĕ Василий Степанович калăпланă сăнарсем ĕнентерÿллĕ, яланлăхах асра юлаççĕ.

Паллă çыравçа, çĕршыв умĕнчи тивĕçе чи мала хунă ĕçпе вăрçă ветеранне чыслама пухăннисем ял варринчи тÿрем вырăнта унăн ячĕпе аллея уçрĕç, йывăçсем лартса хăварчĕç.

Алентей кунĕ Кĕтеснер вăтам шкулĕнче татах та хĕрÿленсе кайрĕ. Ку шкулта ентеш-çыравçа çамрăк ăру асра тыттăр, хисеплетĕр тесе тăрăшни лайăх курăнать. Вăл писателĕн пурнăçне халалланă стендсенчен пуян. Кунта Алентей ячĕпе выставкăсем, конкурссем, викторинăсем, ăмăртусем час-часах йĕркелеççĕ. Хальхинче районти тавра пĕлÿ музейĕн пуçлăхĕ В.Е.Цыфаркин çыравçăн шкул программине кĕртмен, анчах тивĕçлĕ хайлавĕсене тишкерчĕ, музейри Алентей пурнăçĕпе çыхăннă çĕнĕ экспонатсемпе паллаштарчĕ, «Хĕрлĕ ялав» хаçатăн тĕп редакторĕн ĕçĕсене вăхăтлăха туса пыракан В.В.Толматов конкурсра палăрнисене парнесемпе чысларĕ. Писателĕн хĕрĕ Н.В.Александрова пухăннисене ăшшăн тав турĕ, ашшĕн архивĕнче тупăннă материалсене шкул библиотекине парнелерĕ.

Çакă питех те савăнтарать: ял çыннисем хăйсен ентешне, халăх писательне вăхăтран-вăхăта, паллă кунсенче çеç мар, яланах асра тытаççĕ. Вĕсен шухăш-кăмăлне педагогика ĕçĕн ветеранĕ Анатолий Иванов çырнă сăвă та лайăх палăртать. Акă мĕнле йĕркесем халаллать вăл сумлă çыравçа.

Василий Алентей тесессĕн

Тухаççĕ куç умне хирсем.

Утать çыравçă Кĕтеснерĕн

Нар сăрчĕ еннелле хуллен.

Мĕн чухлĕ çын ĕмĕт тытатчĕ

Ухса курма Нар тăррине.

Пĕр Алентей кăна хăпарчĕ

Олимпăн çÿллĕ тÿпине.

Хăш-пĕрисем чирпе пуль юлчĕç,

Тÿсĕм паман пуль теприне.

Анчах та Алентей шав утрĕ

Суран çапсан та урине.

Çак тÿперен вăл йăлт куратчĕ

Ял-йыш мĕнле пурăннине,

Хăмла пахчи, йăмра турачĕ

Çуркуннепе хумханнине.

Пур çемьене те кĕрсе курчĕ,

Сăнарĕ çыннăн пурнăçне.

Ĕçчен çын евĕр вĕлле хурчĕ

Вăй-хал пиллерĕ ун ĕçне.

Ан тив! Пире вăл мул памарĕ,

Асфальт хывмарĕ ял патне.

Пире вăл урăхла чысларĕ -

Çĕклерĕ Кĕтеснер ятне.

Йăмри шавлать, хăмли ши кайрĕ,

Калас килет чуна уçса:

Паян та пур «Тăрна сассийĕ»,

Халь те пурнать çав «Хветуççа».

Шупашкарти К.В.Иванов ячĕллĕ Литература музейĕнче те халăх çыравçине Василий Алентее сума суса асăну каçĕ иртрĕ. Владимир Долгов-Кавалсем тавра пĕлÿçĕ, Чăваш халăх поэчĕ Порфирий Афанасьев, Чăваш халăх писателĕ Денис Гордеев, Раиса Сарпи сăвăç, Полина Константинова юрăç, тăванĕ-хурăнташĕ, шкул ачисемпе студентсем тата ыттисем Василий Степанович чăннипех те саманапа тан утса пыракан сăмах ăсти пулнине палăртрĕç. Вулакансене вара эпир В.Алентейĕн кĕçĕн хĕрĕн - Шупашкарти 53-мĕш шкулта ĕçлекен Елизавета Васильевна Карташова аса илĕвĕпе паллаштарасшăн.

«Ярославский урамĕнчи йывăç çурт. Хăй евĕр илемпе чуна тыткăнлакан картиш - чи малтанах çакнашкал ÿкерчĕкпе асра юлнă ача чухнехи çулсем. Ирхине вăранса каяттăм та аттене питĕ курас килнипе тÿрех ун ĕç пÿлĕмĕ еннелле куç ывăтаттăм. «Аçу ĕçлет, шăпăрт çÿре, ан чăрмантар, тархасшăн», - тетчĕ яланах анне. Тÿсĕмсĕррĕн кĕтме тытăнаттăм вара атте пушанасса, вăхăт çав тери вăраххăн шăватчĕ. Текех кĕтме чăтăм çитес çук, кĕретĕп тесе шутласа тăнă хушăра алăк яри уçăлатчĕ те атте курăнса каятчĕ. Эпĕ сиккипе ун патне ыткăнаттăм, вăл мана чĕрçи çине лартатчĕ те пурте çавра сĕтел тавра вырнаçса тухаттăмăр, апатланма тытăнаттăмăр. Час-часах ушкăнпа çĕнĕ калав е повесть сыпăкĕсене вулаттăмăр. Атте куçĕсем питĕ ырăччĕ, кăмăллăччĕ, ăшăччĕ, темччен пăхса лараттăм вĕсене.

Эп вун иккĕре чухне, анне вилсен, пĕтĕм йывăрлăх ун çине тиенчĕ. Вăл ачисемшĕнех тек çемье çавăрмарĕ. Пирĕн пата тăтăшах писательсем килетчĕç, картишĕнче пĕренесем çине ларса калаçу пуçаратчĕç. Эпир те унтах чупса çÿреттĕмĕр, нихăçан та хăваласа ямастчĕ вăл пире. Хăнасем умĕнче манран час-часах сăвăсем вуласа пама ыйтатчĕ...»

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика