30 сентября 2009 г.
Тĕнчери экономика кризисĕ мĕнпур çĕршыври çĕрме пуянсен хапсăнчăклăхне, çав шутра пирĕн «улпут-хуçасен» çăткăнлăхне те чакарчĕ. Ксюша Собчак хăйĕн бриллианчĕсене хыврĕ, Роман Абрамович туй туса тăкакланмарĕ, Михаил Прохоров тухса çÿремелли кордебалечĕпе Франци курорчĕсене кайма пăрахрĕ. Раççей çыннисем олигархсем мăнтăрлăхпа алхасма пăрахасса, хăйсем камăн укçипе иртĕхсе пурăннине аса илсе шухăша каясса, ылтăн-кĕмĕлне хамăрăн экономикăна хывма, хамăр çĕршыв çыннисемшĕн тăрăшма пуçласса шаннăччĕ. Анчах та çакă тÿрре килмерĕ. Кризис пуянсен шухăшĕсене улăштараймарĕ. Вĕсем ăсран тайăлмалла тĕлĕнтермĕшлĕ, вăйă-кулăллă, алхасуллă пурнăç тыткăнĕнчен хăтăлаймарĕç, каллех малтанхи «пылак вăхăта» таврăнчĕç.
Рублевкăри пафослă магазин таварĕсем _ куçа йăмăхтармалла. Кунта маринадланă хир чăххисем, «мраморлă» ĕне ашĕ, тинĕс ракĕсем «лангустсем», трюфельсем, сутма чарнă хура вăлча «пĕр банки _ 13 пин тенкĕ» мĕнли кăна çук пулĕ;! Чăн та, нумаях мар. Анчах та туянаççĕ. Урапасемпех турттарса каяççĕ.
Миллионерсем кризисран кулнă пекех виçине пĕлмесĕр иртĕхеççĕ. Халичченхи пекех кăçал та чаплăх ярмăркки шавласа иртрĕ. Хальхинче тĕп хула хăнисене бриллиант капăрлăхсене, чи хаклă фарфор савăт-сапана, машинăсемпе яхтăсене сĕнчĕç. Илемлĕ эрешсене пĕлтĕрхи пекех анлăн туянаççĕ. Уйрăмах чĕрĕ тавара савакансем йышлă. Ярмăрккăра Африкăри тискер чĕр чунăн, сервалăн, 15 пин евро тăракан çурисене йăлтах туянса пĕтернĕ, вĕсем пурне те çитмен те. Сутуçăсем тата 12 саккас йышăннă. Пĕр сервал хакĕпе ача садне е интерната пĕр çулталăк тăрантарма май пурри никама та шухăшлаттарман. Патшалăхран нумай вăхăтлăх кредит пулăшăвĕ илсе пирĕн олигархсем çухатăвĕсем çинчен часах манса кайса çине тăрсах унччен туса çитерейменнисене пурнăçлама тытăннă. Олег Дерипаска, сăмахран, хăйĕн завочĕсенчен пĕрин çулталăкри тупăшне пĕтĕмпех кĕсйине чăмтарнă. Пикалево пăлхавĕ пуçлансан вара патшалăха предприятие национализацилеме сĕннĕ: тархасшăн, туянăр имĕш. Пĕтĕм сĕткенне сăрăхтарса кăларнă, мĕнпур укçине офшора куçарнă «çурма вилĕ» предприятие патшалăх налук тÿлекенсен укçипе туянни, паллах, усăллă, анчах олигархсене кăна.
Çапах та мĕншĕн çĕрме пуянсене çеç айăплас; Вĕсен йăлисемпе кашкăрла çăткăнлăхне Раççей çыннисем лайăх пĕлсе çитнĕ ĕнтĕ. Пирĕн ахаль Раççей чиновникĕсем те нимĕн чухлĕ те юлмаççĕ. Вĕсене кризис та, президентпа премьер перекетлĕ пулма чĕнни те хускатаймасть. Нумайăшĕ халĕ те бюджет укçине хаклă сĕтел-пукан, капăр автомобильсем туянма, Тельман Исмаилов пек банкетсемпе уявсем йĕркелеме тăкаклать. Кăçал Дума çуртне тата депутатсен служба хваттерĕсене илемлетме, çĕнĕ оборудовани вырнаçтарма 135 миллион тенкĕ, сĕтел-пукан туянма 50 ытла миллион тенкĕ расхутланă.
Çавăн пек тăкакланма кирлех те пулман. Çакă йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. Кризис-и, çук-и, çăва тухсан юсав ĕçĕсем ирттермеллех. Тĕслĕхрен, туалетсен алăкĕсене çĕнĕрен лартнă. Анчах та вĕсене пĕлтĕр çеç улăштарнă вĕт-ха. Киввисем ăçта; Миллиона яхăн тенкĕ тÿлесе икĕ пин тăваткăл метр урайне сармалли кавир туяннă. Çурт умне тасатнă. Вăл 5,5 миллион тенке ларнă. Çапла, илемлĕ пурăнма чараймăн!
Аслă юлташĕсене кура вырăнсенчи тÿресем те налук тÿлекенсен укçи-тенкине пĕр вăтанмасăр тата хĕрхенмесĕр тĕлли-паллисĕр салатаççĕ. Вĕсем иртĕхни тĕлĕнтермеллипех тĕлĕнтерет. Акă Кабарда-Балкари парламенчĕ люстрăсем туяннă. Вĕсен пĕтĕмĕшле хакĕ 1,2 миллион тенкĕ. Анчахрах «Мари Эл Республикин кĕпĕрнаттăрĕнчен Леонид Игоревич Маркеловран» тесе çырнă 50 медальшĕн 400 пин тенкĕ кăларса хунă. Леонид Игоревич çав медальсене кама пама шутлани хальлĕхе паллă мар-ха. Хăй ячĕпе парать пулсан укçине налук тÿлекенсен кĕсйинчен мар, хăйĕн кĕсйинчен кăлартăр.
Мĕнпур шайра ирттерекен банкетсемпе уявсем те питĕ нумай укçа хыпса çăтаççĕ. Ĕпхÿре июнĕн 12-мĕшĕнче Раççей кунĕ ячĕпе фейерверк ирттерме 750 пин тенкĕ тăкакланă. Ленинград облаçĕ 82 çул тултарнине халалланă культурăллă-массăллă мероприяти ирттерме 31 миллион тенкĕ ытла пĕтернĕ. Ăнланма çук, мĕнле «чĕре уявĕ» пулса иртнĕ-ши 1-мĕш номерлĕ колони-поселенире, анчах та Оренбург облаçĕн влаçĕсем ун валли 500000 тенкĕ уйăрнă. Калмăк Республикин пуçлăхĕн администрацийĕ служба пÿлĕмĕсем валли 721 пин тенкĕлĕх аксессуарлă шторăсем туяннă.
Олигархсем, депутатсем, тÿресем алхаснине татах та нумай илсе кăтартма пулать. Вĕсем çинчен нумай çырнă, çырĕç те. Анчах та вĕсем шывра йĕпенмен хурсем пекех тип-типĕ. Намăса, хĕрелме пĕлме чĕнсе каланисем пулăшаймĕç.
О. Акулова.
Раççей хаçат-журналĕ тăрăх Н.Захаров хатĕрленĕ.