30 сентября 2009 г.
Франци правительстви çĕршыври фермерсенчен 1992-2002 çулсенче Евросоюзăн официаллă пулăшăвĕ çумне хушса панă патшалăх субсидийĕсене шыраса илесшĕн. Анчах та ял хуçалăх производителĕсем укçине тахçанах пĕтернĕ, çавăнпа та кивçенсене тавăрса пама шутламаççĕ те, влаçсем хистесе ыйтнине хирĕçлесе пăлхав ирттерессипе хăратаççĕ.
Кăçалхи январьте Европа комиссийĕ Франци патшалăхĕ панă субсидисем «ирĕклĕ рынок принципĕсемпе килĕшсе тăманнине» палăртнă. Мĕншĕн тесен вĕсем вырăнти ял хуçалăх таварĕ туса илекенсемпе Испанири, Португалири, Италири тата Грецири конкурентсем хушшинче танмарлăх çуратаççĕ-мĕн. Брюссель 330 миллион еврона тата çак çулсенче вĕсемшĕн хушăннă пение, пурĕ 0,5 миллиарда яхăн евро, тавăрса пама хистет. Унсăрăн Парижăн пысăк штрафсем тÿлеме тивет. «Çакă саккунлă мар пулăшу пулнă пирки пĕр иккĕленÿ те çук, - çирĕппĕн калаçать Еврокомиссин пресс-секретарĕ Амадей Алтафай. - Производительсене укçана тавăрса памашкăн ÿкĕте кĕртме питĕ йывăр пулать, анчах та мĕнпур айăп параллельлĕ пĕрлехи рынок евĕрлĕ пăсăк тытăм туса хунинче».
Франци политика элитин пысăк пайĕ канура пулин те ял хуçалăх министерствин çĕнĕ министрĕн Бруно Ле Мерăн отпуск вĕçленмесĕрех Парижа васкавлăн таврăнса хăй умĕн ĕçленĕ Мишель Барнье хăварнă хирĕçÿсене лăплантарма тивнĕ. Малтанхи министр тÿлевсен суммине чакарасси пирки апрельте Европа судне аппеляци панă пулнă. Франци фермерĕсем çĕнĕ тÿре те хăйсен интересĕсене хÿтĕлессе шаннă. Анчах та маларах дипломат пулнă 40 çулти министр «Паризьен» хаçатра çапла пĕлтернĕ: «Пирĕн Европа çыннисем пек пурăнмалла тата ĕçлемелле». Вăл хресченсене укçана аппеляци сучĕ пуличченех тавăрса пама чĕнсе каланă.
Фермерсем çак сĕнÿпе ниепле те килĕшесшĕн мар, 0,5 миллиард евро тÿлесен хăйсем çап-çара тăрса юласран хăраççĕ. Тата çав укçана илнĕренпе чылайăшĕ вилнĕ те ĕнтĕ, çĕр-çĕр фермăна çĕнĕ хуçасене сутнă. Франци аграрийĕсем тĕрĕссипех çапла калаççĕ: «Пысăк укçа тавăрса памаллине малтанах пĕлнĕ пулсан эпир ăна илес е илес мар пирки питĕ тĕплĕ шутланă пулăттăмăр».
Ле Мерпа ирттернĕ тĕл пулура фермер союзĕсен Наци федерацийĕн «FNSEA» ертÿçисем правительство тÿлевĕсемшĕн 15 миллион евро компенсаци пама пулнипе килĕшмен. Вĕсен шучĕпе ку кулăшла сахал, йĕкĕлтени кăна. Кунсăр пуçне çак пĕчĕк компенсацие Европа комиссийĕ каллех саккунлă мар субсиди тесе хаклама пултарать.
Фермерсен пăлхавĕсем мĕн иккенне Францире аван пĕлеççĕ. Вĕсем - тракторсемпе, фургонсемпе пÿлсе лартнă çулсем, правительство çурчĕсен чÿречисем умне купаланă çĕрекен улма-çырла, пахча çимĕç тата тислĕк сăрчĕсем... Хĕрсех, вăйлансах кайнă чухне вара çав пăлхавсем йышлă демонстрацисене куçаççĕ, полиципе хирĕçесси патне çитеççĕ. Хальхи хирĕçÿсем Парижшăн çав тери майлă мар самантра килсе тухнă. Çитес çул Евросоюзра ял хуçалăх программине улăштарас тĕлĕшпе калаçусем пуçланмалла. Фермерсене пысăк субсидисем панăшăн ăна ирĕклĕ рынока ырлакансем те, ытти континентсенчи конкурентсем те критиклеççĕ. Программăна вĕсем ирĕклĕ суту-илÿ çулĕ çинчи чăрмав вырăнне хурса хаклаççĕ. Франци Европа дотацийĕсене хальхи шайра, çулталăкра 50 миллиард евро, сыхласа хăварассишĕн ыттисенчен ытларах тăрăшать, мĕншĕн тесен унтан пуринчен ытларах, 10 миллиарда яхăн илет. Сăмах май, Евросоюзра ял хуçалăхĕшĕн мĕнпур тăкакăн 40 процентне яхăн расхутлаççĕ.
Парижа субсидисене тĕрĕс мар валеçнĕшĕн те критиклеççĕ. Вĕсен чи пысăк пайĕ халĕ уйрăмах нушаланакан пĕчĕк сад-пахча ăстисене мар, тырă туса илекен шултра производительсене тата çĕршывăн çурçĕр тата хĕвел анăç районĕнчи пысăк агрофермăсен хуçисене лекет. Китайпа Индире çын шучĕ ÿснине пула ял хуçалăх продукцийĕ чылай хакланнă икĕ ăнăçлă çул хыççăн, пĕлтĕр Франци аграрийĕсен тупăшĕ пачах чакса ларнă. Нумайăшĕ ĕç укçи пĕчĕк пирки йÿнĕрех продукци туса илекен кÿршĕсен конкуренцине чăтайманнишĕн пăшăрханса калаçать. Сăмахран, Германипе Испанире пахча çимĕçпе улма-çырла пухакансем пĕр сехетре 6-7 евро ĕçлесе илеççĕ пулсан, Францире ку кăтарту - 11-13 евро.
Укçана тĕрĕс мар пайлани Парижа ял хуçалăх субсидийĕсене çÿллĕ шайра сыхласа хăваракан союзниксемпе «Испанипе, Португалипе, Италипе тата Греципе» хирĕçтерет, фермерсен субсидийĕсене чакарса вăл укçана çĕнĕ энергисем тупмалли шыравсемпе тĕпчевсем тума ярас шутлă Великобритание, Швеципе Нидерландие шанчăк кÿрсе савăнтарать. Французсене укçа-тенке тавăрма хистени пĕрремĕш хут мар. 2002 çулта Европа сучĕ Парижран коньяк хатĕрлекенсене панă саккунлă мар субсидисене шыраса илмелле тунă. Эрех туса кăларакансем, паллах, тÿлеме килĕшмен. Правительство паянхи кунчченех вĕсене çак укçа-тенке парса татма суд урлă хистет.
А. Тарунтаева.