30 сентября 2009 г.
Саваламан сак никама та тиркемест: ахаль çын-и, сумлă тÿре-шара-и - пурне те йышăнать. Сĕнтĕрвăрри район администрацине ертсе пынă Алексей Шумов пирки пуçарнă уголовнăй ĕç темиçе уйăх тăсăлать ĕнтĕ. Анчах халĕ те пăнчă лартайман-ха. Мĕнпе айăпа кĕнĕ-ши пуçлăх?
Патшалăх служащийĕн пайтаçă ĕçĕпе аппаланма юраманнине аван пĕлнĕ вăл. Çапах та мăшăрĕ директорта ларакан «Маяк» пĕрлешĕвĕн ĕçĕ-хĕлне саккуна пăссах хутшăннă. Служба вырăнĕпе усă курса суя кăтартусем те тăратнă. Право органĕ çавăн пекех А. Шумов аслă шкулăн дипломне укçалла илнине те, «Водоканал», «Тепловые сети» предприятисене панкрута кăларнă чухне саккуна пăхăнманнине те тупса палăртнă. Анчах суд хăш-пĕр айăплавсемпе ăна тÿрре кăларнă. Вĕсен йышăнăвĕ район прокуратурине тивĕçтермен, кăçалхи августăн 19-мĕшĕнче приговора пăрахăçлама, уголовнăй ĕçе çĕнĕрен пăхса тухма кассаци тăратнă.