АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » НАРКĂМĂШЛĂ ЯПАЛАСЕН ШУЧĔ ŸСЕТ

25 сентября 2009 г.

Ача шăпи ашшĕ-амăш аллинче

 Кил-çуртра куллен усă куракан хими япалисемпе хăватлă эмелсен шучĕ çулсерен 40-50 пине яхăн ÿссе пырать. Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлавĕн организацийĕ 6 млн ытла им-çам е хатĕр наркăмăшлă тесе палăртать. Кулленхи пурнăçра усă куракан япаласемсĕр пуçне ача-пăчашăн автокосметика, атă-пушмак тасатмалли, япала çумалли хатĕр-хĕтĕр те сиенлĕ. Çавăн пекех уксус йÿçекĕ, нашатырь спирчĕ, пергидроль, кали перманганачĕ, апат соди, клей, удобрени, хурт-кăпшанкăпа тата кăшлакан чĕрчунсемпе кĕрешекен хатĕрсем те алă айĕнче пулмалла мар.

Ытларах 5 çулти шăпăрлансем наркăмăшланаççĕ. Кăкăр ачи пур япалана та çăвара хыпать. 1-5 çултисене, сăмахран, «сунарçăсем» тата «пуçаруçăсем» теççĕ. Пепке хăйĕн тавра курăмне тĕрлĕ мелпе, майпа аталантарать. Вăл пылак апат-çимĕçе кăна килĕштерет тени те тĕрĕс мар. Йÿçĕ эмеле те, хими шĕвекне те тиркемест. Çавăнпа ашшĕ-амăшĕн ăна куçран вĕçертмелле мар.

ИНКЕК СĂлтавĔсем

Инкекĕн 95-98 проценчĕ - аслисем ача-пăчана асăрхаса ĕлкĕрейменнинче. Анчах та тепĕр чухне пепке ашшĕ-амăшĕ пур чухнех «93 процент» наркăмăшланма пултарать - пĕчĕкскере темиçе минутлăха е çеккунтлăха куçран вĕçерт кăна. Тепĕр чухне аслисем хăйсем айăплă: ачана выляма тĕрлĕ эмел савăчĕ параççĕ. Чылай çемьере килте аптечка та çук. Пур пулсан та ăна питĕрмеççĕ. Çавăн пекех кил-çуртра хими хатĕр-хĕтĕрĕ те алă айĕнче упранать. Вĕсене кирлĕ мар савăтра тытни те инкек патне илсе пырать. Тепĕр чухне ачасем аслисене сăнама килĕштереççĕ: «тухтăрла», «амăшĕпе хĕрĕ» вăйăсем выляççĕ. Çавна май «сиплес» тĕллевпе пĕр-пĕрне эмел ĕçтереççĕ. Çавăн пекех асли йăмăкне е шăллĕне лăплантарма тĕрĕс мар эмел панă тĕслĕхсем те пулнă. Ачасен 15 проценчĕ хăнара наркăмăшланать. Аслисем пĕр-пĕринпе калаçнă вăхăтра вĕсем çĕнĕлĕхсемпе паллашаççĕ, темĕн те пĕр шыраççĕ.

Хăш-пĕр ашшĕ-амăшĕ пепкине хăй тĕллĕн сиплеме тытăнать. Çавна май йăнăшасси часах. Ачасен 8-10 процентне шăпах аслисем хăйсем наркăмăшлантараççĕ. Унсăр пуçне кăкăр ĕмтерекен амăшĕ те эмелпе тĕрĕс мар усă курса пепкин сывлăхне сиенлетес хăрушлăх пур.

Пĕчĕкскер сăра-эрехпе те кăсăкланать. Тутанса пăхма хăтланать, алли-урине е питне сĕрет. Ачан ÿт-тирĕ çав тери ачаш. Çавна пула спирт чăрмавсăрах юна лекет. Çакна компресс тума юратакан амăшĕсен асра тытмалла. Сăра-эрехе пепке куçĕ умĕнчен илмелле, ромпа хатĕрленĕ канфетпа иртĕхмелле мар.

Сыхланасси

- Пĕтĕм эмеле, кулленхи пурнăçра усă куракан хими хатĕрĕсене, сăра-эрехе ача-пăчаран аякра тытмалла. Им-çама пĕр савăтран теприне куçарма, тĕрлĕ эмеле пĕр пачкăра тытма юрамасть. Вĕсене питĕрĕнекен аптечкăра упрамалла.

- Пепкене куçран вĕçертмелле мар. Пиччĕшĕпе аппăшне те шанма юрамасть.

- Эмел панă чухне ачăра вăйлă, çирĕп çитĕнме ан сунăр - савăтри им-çама пĕтĕмпех ĕçĕ те ярĕ.

- Харпăр хăй тĕллĕн сипленни - вырăнсăр. Им-çама та, витамина та, вĕсен виçине те тухтăр палăртать. Кăкăр ĕмтерекен амăшĕсен те эмел пирки унпах канашламалла. Унсăр пуçне алкоголь пур апат-çимĕçпе, им-çампа усă курмалла мар, пĕчĕкскере спирт компресĕ юрамасть.

ПулĂшу кŸресси

- «Васкавлă пулăшăва» чĕнмелле.

- Вăл киличчен ача мĕнпе наркăмăшланнине, мĕн чухлĕ ĕçнине пĕлмелле. Савăт-сапана, хатĕр-хĕтĕре тухтăр валли упрамалла.

- Вар-хырăма тасатмалла, ачана ăшă шыв ĕçтермелле, çăварне икĕ пÿрне е кашăк аври чиксе хăстармалла. Ун хыççăн медицинăра усă куракан таса кăмрăк «ача виçине кура» памалла. Ăна пĕр стакан шывра ирĕлтермелле.

Ача тĕрлĕ йÿçекпе, ирĕлтерекен шĕвекпе наркăмăшланнă пулсан, тăнне çухатсан, шăнăр туртсан вар-хырăмне тасатма, хăстарма кирлĕ мар.

Н. Жамлиханов, Шупашкар хула ача-пăча 4-мĕш больницин тĕп врачĕ,

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика