АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аслă ăру ячĕпе

25 сентября 2009 г.

 Пĕтĕм тĕнчери ватă çынсен кунне халалласа сентябрĕн 22-мĕшĕнчен пуçласа октябрĕн 1-мĕшĕччен республикăра Ыр кăмăллăх вунă кунлăхĕ пырать.

Аслă ăрăвăн интересĕсене тата прависене хÿтĕлес тĕллевпе çак вăхăт хушшинче тĕрлĕ акци йĕркелĕç, ĕçпе вăрçă ветеранĕсене те чыслаççĕ.

Йăлана кĕнĕ тăрăх, республика шкулĕсенче тĕл пулусем, уяв концерчĕсем, ветерансен куравĕсем, физкультурăпа спорт ăмăртăвĕсем иртеççĕ. Ку ĕçсене ачасем те хастар хутшăнаççĕ.

Раççей Федерацийĕн Пенси фончĕ ĕçлемен пенсионерсене пĕр хутчен паракан пособипе тивĕçтерĕ. Çакна пурнăçлама 1,3 млн тенкĕ уйăрнă.

Республикăра ветерансене социаллă пулăшу парас тĕллевпе çулсеренех укçа-тенкĕ уйăраççĕ. Сăмахран, тыл ĕçченĕсене, ĕç ветеранĕсене, реабилитациленĕ çынсене, çавăн пекех политика репрессийĕнче асап тÿснисене социаллă пулăшу кÿме палăртнă укçа-тенкĕ виçи юлашки 5 çулта 2,8 хутчен ÿснĕ. 2009 çулта çакă 1 млрд ытла тенкĕпе танлашнă.

2009 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне регионсен çăмăллăхçисене, 123,5 пин çынна, уйăхсерен паракан укçа памалла тунă. Çак тÿлев çулсеренех пысăкланса пырать. Кăçал Тăван çĕршывăн аслă вăрçи вăхăтĕнче тылра ĕçленисем 700 тенкĕ, ЧР ĕçпе вăрçă ветеранĕсем 710 тенкĕ илеççĕ, вĕсене çавăн пекех телефон, радио тата коллективлă телевидени антеннишĕн абонент хакĕн 50 процентне укçа-тенкĕ енчен компенсацилеççĕ, реабилитациленĕ çынсене тÿлесси - 1775 тенкĕпе танлашнă, вĕсене телефон укçасăрах лартса параççĕ, политика репрессийĕнче шар курнисене паракан укçа хисепĕ 1530 тенкĕ.

Хулара тата хула çывăхĕнче общество транспорчĕпе çÿреме вĕсене, çавăн пекех федераци çăмăллăхçисене те, уйăхне 345 тенкĕ тăракан çул çÿрев билечĕпе тивĕçтереççĕ. Ку çăмăллăхпа вăтамран граждансен 20 проценчĕ усă курать.

Аслă ăру çыннисене социаллă пулăшу кÿрес тĕлĕшпе республикăра 32 учреждени ĕçлет. Вĕсен шутĕнче ватăсемпе инвалидсен 270 вырăнлă икĕ интернат çурчĕ, ĕçпе вăрçă ветеранĕсен 25 вырăнлă интернат çурчĕ, 101 вырăнлă «Вега» социаллă сиплев центрĕ, халăха социаллă пулăшу паракан 28 центр.

Республикăра çавăн пекех ватăсен сывлăхне сыхлас, çирĕплетес тесе тăрăшаççĕ. Çавна май пĕтĕмĕшле практика врачĕн 470 яхăн офисĕ ĕçлет.

Сиплевпе профилактика учрежденийĕсенче Тăван çĕршывăн аслă вăрçин ветеранĕсем валли ятарлă 800 ытла вырăнлă палатăсем пур. Вĕсене кăçал юсаса çĕнетнĕ, сĕтел-пуканпа тивĕçтернĕ. Çавăн пекех 2004 çултанпа вăрçă ветеранĕсем валли республикăри клиника госпиталĕ ĕçлет. 2009 çулта, сакăр уйăхра унта 624 ветеран сипленнĕ. Республикăн ытти районне тухса çÿреме кунтах медицина бригадисем йĕркеленĕ.

2010 çулхи май уйăхĕнче госпиталĕн çĕнĕ поликлиника çурчĕ хута кайĕ. Хушма 70 койка лартмалăх вырăн, урологи тата реанимаци уйрăмĕсем пулĕç унта.

Октябрĕн 1-мĕшĕнче республикăри сиплевпе профилактика учрежденийĕсенче Уçă алăксен кунĕ иртĕ. Çавна май кашни ватă çын сывлăхне тĕрĕслеттерме, специалистсенчен сĕнÿ-канаш ыйтма пултарать.

Аслă çĕнтерÿ 65 çул тултарнине халалласа Раççейри Ветерансен канашĕ пуçарнипе республикăра «Инçетри тăрăхри ветерана - халăх тимлĕхĕпе пулăшăвĕ» акци иртет. Аслă ăру ячĕпе

Аслă çĕнтерÿ 65 çул тултарнине халалласа Раççейри Ветерансен канашĕ пуçарнипе республикăра «Инçетри тăрăхри ветерана - халăх тимлĕхĕпе пулăшăвĕ» акци иртет.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика