23 сентября 2009 г.
Укçа чул кастарать тенĕ. Лăпкă пурнăçа та самантрах чăл-пар аркатать иккен. Л. Антипов кун-çулĕ йĕркеллех шуса пынă темелле. Шалти ĕçсен министерстви çумĕнчи налук преступленийĕсене тĕпчекен пай пуçлăхĕ таранах çĕкленнĕ вăл. Ăшă та таса вырăн, шалăвĕ те пысăк. Тата мĕн çитмен ăна, аптăрамалла! Пуçлăхра тар тăкнă май янтă укçа илмелли майсене лайăх чухланă Л. Антипов. Тĕпчев управленийĕнче республикăри пĕр строительство фирмин тĕп директорĕ пирки уголовнăй ĕç пуçарнине пĕлсен унăн пуçне тĕлĕнмелле шухăш пырса çапнă. Чыс, право органĕн ятне вараланине пĕле тăркачах директорпа çыхăннă.
_ Уголовнăй яваплăхран сана эпĕ кăна пулăшма пултаратăп, _ тенĕ хайхине, _ паллах, тÿлевсĕр мар.
Унтан вăтанмасăрах 150 пин тенкĕ хатĕрлеме хушнă. Анчах тĕп директор çийĕнчех кирлĕ çĕре систернĕ. Право органĕн кукăр алăллă ĕçченĕ пирки те уголовнăй ĕç пуçарма тивнĕ. Çапла вăл ытлашши хапсăнсан.
Тĕл перекен
Шупашкарта пурăнакан Ивановсем «ячĕсене улăштарнă» çамрăк мар ĕнтĕ. Пĕри пенси çулне çывхарать, тепри тивĕçлĕ канăва тухма та ĕлкĕрнĕ. Анчах вĕсем Куславкка районĕнчи Пилешкассинче пурăнакан аппăшне те манмаççĕ, час-часах пырса çÿреççĕ. Кăçалхи июль уйăхĕн вĕçĕнче те хăнана çул тытнă. Аппăшĕ вĕри мунча та хутса хунă. Тăванĕсенчен пĕри ялти пĕлĕшне те мунчана йыхравлани ыттисене килĕшмен, хайхисем хирĕçсех кайнă. Шăллĕ сĕтел çинчен 1,5 литрлă пластмасса кĕленче илсе пиччĕшĕ еннелле вăркăнтарнă. Лешĕ ăна тытса ĕлкĕрнĕ, тулли кĕленчене каялла ывăтнă. Шыв сирпĕннипе тĕпелти электричество ламписем шаплатса çурăлнă. Ĕнтĕ лăпланма вăхăт темелле. Ăçта унта, хĕрсе кайнăскерсем чарăнма та шутламан. Шăллĕ тĕттĕм çĕрте сĕтел çинчен аллине мĕн лекнĕ, çавна илнĕ те пиччĕшĕ енне ывтăнтарнă. Унтан çутă çутнă. Пуçне тытса ларакан тăванне курсан хăраса ÿкнĕ, хăй мĕн туса хунине тинех ăнланса илнĕ. Шел, ытла кая юлса. Тĕттĕмре вĕçсе пынă тимĕр чашăкран лешĕ пăрăнса ĕлкĕреймен, пуçне йывăр амантнă. Ним çукран çил-тăвăл кăларни тăвансене пульницапа право органне илсе çитернĕ. Куславкка районĕнчи тÿресем шăллĕн «ĕçне» мĕнле хаклĕç, паллă мар-ха. Тĕл перекенĕн ĕç-хĕлне çывăх вăхăтра татса памалла.