23 сентября 2009 г.
Республикăри ăратлă выльăх-чĕрлĕх куравĕнче паллашма тÿр килнĕччĕ Тăвай районĕнчи Вăрманхĕрринче пурăнакан Борис Ивановпа. Ретĕн-ретĕн вырнаçтарнă читлĕхсен умĕнче халăх кĕпĕрленнине асăрхасан пырса пăхмасăр чăтаймарăм. Чăпар, мамăк тĕклĕ чăхсем, вăрăм хÿреллĕ, илемлĕ фазансем... Чăн-чăн юмах тĕнчи тейĕн. Пирĕн тăрăхра сайра тĕл пулакан кайăк-кĕшĕке çынсем тĕлĕнсе те ăмсанса сăнаççĕ...
Тăвай тăрăхĕнче Ивановсене пĕлмен çын çук-тăр. Тĕлĕнтермĕш, илемлĕ кайăксене туянма республикăран кăна мар, ытти регионсенчен те килеççĕ. Картиш тулли вольерсенче фазансемпе цесаркăсем, «пурçăн» чăхсемпе кроликсем, попугайсемпе кăвакалсем... Çирĕм çул ĕрчетет ĕнтĕ вĕсене ĕçчен кил-йыш. Хушма хуçалăхра иртен пуçласа каçченех шăв-шав тăрать. Илемлĕ кайăксене ытарайманнипех усрама тытăннă Борис Иванов. Пĕр мăшăртан чăн-чăн кайăк-кĕшĕк фермине çитнĕ.
- Çак ĕç маншăн киленÿ, чун йăпатмăшĕ, - тет çемье пуçлăхĕ.
Унăн юратăвĕ, кăсăкланăвĕ кĕçех мăшăрĕпе ачисене те куçнă. Римма Иосифовнăпа икĕ хĕрĕ хаваспах кайăксене пăхма пулăшнă. Ялта вĕсен кăна фазансем, попугайсем пурри Сашăпа Женьăна савăнтарнă та-и, тен. Тантăшĕсемпе юлташĕсене килти зоопаркпа савăнсах паллаштарнă. Вольерсем хушăнса, кил картишĕ тăвăрлансах пынă. Б.А. Иванов çул çÿреврен, зоопарксенчен çĕнĕрен те çĕнĕ кайăксем туянса таврăннă, интернет урлă шыранă. Кăмăла кайни тупăнсанах хакне пăхмасăр илнĕ. Кĕçех унăн хăтланкаларăшĕ килтисене тĕлĕнтерме, шиклентерме пуçланă темелле.
- Вăл вĕçĕм кайăксем туянни тарăхтаратчĕ, - пытармасть шухăшне аслă хĕрĕ Женя. - Ахаль те нумай, татах тупса таврăнать. Кайăк-кĕшĕк ан чирлетĕр, илемлĕх кÿтĕр тесен самай пăхмалла. Тен, ывăнтарчĕ те-и? Кайран алă султăмăр - вăл вĕсемсĕр пурăнайманнине ăнлантăмăр.
Хулара пĕлÿ пухаканскер канмалли кунсенче яла таврăнсанах ашшĕне пулăшма хăтланать. Мĕн пĕчĕкрен çак асамлă кайăк тĕнчинче çитĕннĕренех Шупашкарта вĕсемсĕр тунсăхлать, чун-чĕри тĕлĕнтермĕш чĕр чунсен енне туртăнать, вĕсене курсан ывăнни те таçта çухалать тейĕн. «Попугайсенчен пĕри калаçма та пĕлет, - сăнĕ çуталать хĕр пĕрчин, - ыттисене те вĕрентмелле-ха».
- Хальхи вăхăтра кайăк-кĕшĕк мĕн чухлĕ тытатăр? - ыйтатăп Ивановсенчен.
- Шутламан та, çĕртен тахçанах иртнĕ пулĕ.
Анчахрах акă Тутарстанран «пурçăн» чăх туянса таврăннă. Вăл, вырăнтисемпе танлаштарсан, çемçе те кăпăшка мамăкпа хупланнă. Аякран кăпăшка пысăк чăмăркка пек курăнать, хытă тĕкĕ çукпа пĕрех. «Çăмартисене çуркунне сутма тытăнатăп», - тет Борис Александрович. Çавăн пекех Пензăран патша фазанне хакне пăхмасăр «мăшăрĕ 3 пин тенкĕ» туянса килнĕ. Фазансем кăна пилĕк тĕслĕ. Чăхсем тата? «Брам», «Феникс», карлик, «пурçăн»... Пурне те асăнса пĕтереймĕн. Мана кашни ăрачĕпе тĕплĕн паллаштарма пикенчĕ. Акă карлик чăхха ашĕпе çăмартишĕн мар, фазансене ĕрчетме тытаççĕ-мĕн. Фазансене куккукпах танлаштармалла. Йăвара чĕпĕсем пусса кăларма, пăхса çитĕнтерме юратмаççĕ. Амăшĕн туйăмĕ çук вĕсен. Карлик чăхсем вара чăн-чăн няньăсем.
- Кун чухлĕ кайăк-кĕшĕке тытса тăма тăкаклă мар-им?
- Хăйсене хăйсем саплаштараççĕ.
Саплаштармасăр, капăр, тĕлĕнтермĕш кайăксем ăратлăха кура 800-2000 тенкĕпе сутăнаççĕ. Туянма аякран та килеççĕ. Ветеринари тухтăрĕнче ĕçленĕ май ăратлăха çĕнетсе пуянлатсах тăрать хушма хуçалăх тытакан. Кĕçĕн тусĕсем тĕрĕс-тĕкел аталанччăр тесе вăй-халне, вăхăтне шеллемест. «Тырă, ешĕл курăк юратаççĕ вĕсем», - пĕлтерет вăл. Выльăх апатне хăех хатĕрлеме тăрăшать çемье. Ăна икĕ гектар çĕр çинче туса илеççĕ. Паллах, туянма та тивет. Хушма хуçалăхра ĕне, лаша, сысна, сурăх та тытаççĕ. Ĕне иккĕ те усранă, сĕтне сутса тупăш тунă. Хаксем чакнипе пĕрне сутса янă. Ун вырăнне вара кайăк-кĕшĕк йышĕ ÿснĕ.
- Вĕсем çине пăхсан чун савăнать, кăмăл çĕкленет, пурăнас килет, - терĕ хуçа кăмăллăн.
- Тăвай енче сирĕн пек маттур çынсем татах пур-и?
- Пур. Тăрмăшри А. Шакин, унпа çыхăну тытса, пĕр-пĕрин ĕçĕ-хĕлĕпе интересленсех тăратпăр.
Республикăри куравран вара Борис Александрович 1-мĕш степеньлĕ аттестатпа, парнепе таврăнчĕ. Илемлĕхе хаклама пĕлекенсем сахал-им?!