17 сентября 2009 г.
РФ ял хуçалăх министерстви нумаях пулмасть тулашри тата шалти рыноксенче тулă хакĕ çирĕппĕнех чакса пыни çинчен пĕлтерчĕ. Çакăн сăлтавĕ - тыр-пул çитĕнтерекен çĕршывсем пысăк тухăçлă пĕрчĕллĕ культурăсем пухса кĕртнĕ пирки çĕнĕ тырă рынока нумай килсе тăни. Патшалăх тырă туянмалли интервенцие халь-халь пуçлама сăмах парать. Пулăшу кая юлать пулсан çĕр ĕçченĕсен кĕр аки шучĕпе перекетлеме тивет. Çакна пула вара çуркунне апат-çимĕç чылай хакланма пултарать.
Кăçал юлашки вунă çулта чи типĕ çанталăк тăчĕ пулин те хресченсем 70 миллион ытла тонна тырă çапса илме пултарчĕç. Аналитиксем ял хуçалăх министерстви лартнă 85 миллион тонна плана 10-15 миллион тонна ирттерсе пурнăçланасси пирки те иккĕленмеççĕ.
Чăн та ĕнтĕ, пирĕн хресченсен стахановла çитĕнĕвĕсемшĕн питех те савăнмалла пек. Анчах та вĕсем хăйсене пит телейлĕ туймаççĕ. Пĕлтĕрхи августра рынокра чи лайăх сутăнакан виççĕмĕш класлă туллăн пĕр тоннин хакĕ 9,5 пин тенкĕ тăнă пулсан, кăçал 4 пин тенке анса ларнă. Хăй хаклăхĕ аран-аран саплашăнать.
Ял хуçалăх министерствин ял хуçалăх продукчĕсен рынокне йĕркелекен департаменчĕн директорĕ В. Мовчан анчахрах кăна-ха хаксем ÿкнин сăлтавне ăнлантарнă. Питĕ ансат-мĕн: рынока çĕнĕ тырă нумай килет. Анчах та чиновник рынок ытлашши тырăпа тулассинчен хăтăлма пулăшакан туяну интервенцийĕсем хăçан пуçланасси пирки нимĕн те шарламан. Ун вырăнне вăл министерство кăçал апат-çимĕçлĕх тырăсене туянма çирĕплетнĕ чи пĕчĕк хаксем çинче чарăнса тăнă. В. Мовчан каланă тăрăх, Раççейĕн Европа пайĕнче «Оренбург облаçĕсĕр пуçне» «виççĕмĕш класлă» туллăн пĕр тоннине 5,5 пин тенкĕпе, Ази пайĕнче 6 пин тенкĕпе туянма палăртнă.
Ял хуçалăх министерствинче çак хаксене «илĕртÿллĕ» тесе шутлаççĕ. Вĕсемпе çĕр ĕçченĕсем те килĕшеççĕ. Çапах та ял çыннисем патшалăх мĕншĕн туянма васкаманнине ăнланса пĕтереймеççĕ. Чиновниксем маларах интервенцие тепĕр уйăхран пуçлама сĕннĕ. Анчах хресченсем ун чухлĕ кĕтеймеççĕ. Çавăнпа та вĕсен тырра ял хуçалăх министерстви палăртнă хаксенчен чылай йÿнĕрехпе пулин те перекупщиксене сутма тивет.
Тырра, паллах, ытти чухне экспорта яракан компанисене те сутма пулатчĕ. Вĕсем интервенци фончĕпе пĕрле рынока балластран хăтăлма пулăшаççĕ. Анчах та хальлĕхе йывăрлăхсем канăç памаççĕ, туллăн тĕнчери хакĕсем пиллĕкмĕш эрне ĕнтĕ чакса пыраççĕ. Çавăнпа экспортерсем те лайăхрах хакпа туянаймаççĕ.
Ĕçĕ акă мĕнре иккен: ку таранччен пирĕн тырра туянса пурăннă çĕршывсем - Египет, Инди, Пакистан тата Сири - кăçал хăйсемех пысăк тухăçлă тыр-пул туса илнĕ. Çавăнпа та пиртен тырă туянассин калăпăшĕ 9 миллион тонна чакнă «Раççейĕн кăçалхи мĕнпур экспорчĕ 15-19 миллион тоннăпа танлашать». Çав вăхăтрах пиртен чи нумай тырă туянса пурăннă Египет, нумаях пулмасть Раççей тыррин пахалăхĕ пирки кăмăлсăр пулнăскер, хăй туянакан продукцишĕн çирĕпрех ыйтма пуçланă.
Тĕрĕссипе, тыр-пул йÿнелнин сăлтавĕ тухăç ăнсăртран пысăк пулнинче кăна мар. Тĕнчере çаплах-ха экономика кризисĕ алхасать. Ăна пула апат-çимĕçлĕх тата выльăх апачлĕх тулăпа усă курасси уйăхсерен чакса пырать. Пиртен тырă туянакан арабсемех, сăмахран, хăйсен расхучĕсене питĕ тăруккăн пĕчĕклетнĕ.
Пурне те пĕтĕмлетсе шутласан пысăк тухăçлă тыр-пул çитĕнтерни пирĕн хресченсемшĕн тăкаклă та иккен. Хуçалăхсен тата кредит тÿлесе татмалла, çĕнĕ техника туянмалла тата киввисене юсамалла, ĕçлекенсене шалу тÿлемелле-çке. Унсăр пуçне кĕр аки ĕçĕсене тумалла. Енчен те паян хресченсен тырра хăйсемшĕн тăкаклă сутма тивет пулсан, малашнехи çулсенче вĕсем акмалли лаптăксене пĕчĕклетсех пырас хăрушлăх пур. Çакă, паллах, тырă тухăçлăхĕ чакасси, ăна пула тĕп апат-çимĕç - çăкăр, сĕт тата аш-какай хакланасси патне çитерет.