АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тавăру

17 сентября 2009 г.

 Çак хăрушă инкек кăçалхи март уйăхĕнче сиксе тухнă. Нумаях пулмасть Чăваш Республикин прокуратури Н. Кириллов тĕлĕшпе пуçарнă уголовнăй ĕçĕн айăплав пĕтĕмлетĕвне çирĕплетнĕ, пăхса тухса пăнчă лартма ЧР Аслă судне ярса панă.

Н. Кириллов тăван çуртĕнче Ирина хĕрĕпе тата унăн çул çитмен икĕ ачипе пурăннă. Анчах пĕр тăвансем пĕр-пĕрне чăтма пултарайман. Курайманлăх кунсерен ÿссе пынă, ашшĕпе хĕрĕ хушшинчи çырма та тарăнланнă. Пĕррехинче арçыннăн чăтăмлăхĕ, курайманлăхĕ шаплатса çурăлса кайнă. Хĕрĕ килтен кайсанах вăл Вăрмар районĕнчи Кĕçĕн Чакакри çуртне вут тĕртме, паллах, мăнукĕсенчен те яланлăхах хăпма шутланă. Хайхи хĕрĕ хыççăн алăк хупăнсанах кĕçĕн çулхи ачасем çывăракан пÿлĕме питĕрсе илнĕ. Тĕпеле 50 литрлă газ балонне илсе пынă та вентильне уçса шăрпăк тĕртнĕ. Кĕçех газ хыпса илнĕ, çурăлса кайнă, çурт-йĕр самантрах хыпса илнĕ. Юрать ялта пурăнакансем пушара асăрхаса ачасене çăлма ĕлкĕрнĕ. Анчах пÿрт, пурлăх йăлтах çунса кайнă. Тăкак - 200 пин тенкĕ. Уголовнăй ĕçе пăхса тухма ЧР Аслă судне янă.

Çапма пĕлмен пушă

Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланчĕ те. Вĕренÿ учрежденийĕсем каллех ача-пăчапа тулчĕç. Анчах вĕсем пушар хăрушсăрлăхне тивĕçтереççĕ-и-ха; Йĕпреç районĕнчи тĕрĕслев пач урăххине кăтартнă. Шăрттанри шкулта акă пушар сигнализацийĕ тата вут-çулăм сÿнтермелли хатĕрсем юсавсăр пулнине палăртнă. Йĕпреçри 1-мĕш шкулти урайсемпе стенасем ачасен пурнăçĕшĕн, сывлăхĕшĕн хăрушлăх кăларса тăратаççĕ, мĕншĕн тесен вĕсене çунакан материалсенчен тунă. Йĕпреçри ятарлă шкул-интернатра ача-пăча талăкĕпех темелле. Çывăракан корпуссен урайĕсене те йывăç хăмасенчен хатĕрленĕ. Унччен те интернатăн пуçлăхне пушар хăрушсăрлăхне пăхăнманшăн штраф панăччĕ-ха, анчах вăл пĕтĕмлетÿсем тума васкаман-мĕн. Çитменлĕхе пĕтерменшĕн район прокуратури ăна явап тыттарма суда тавăç тăратнă. Суд тенкелĕ çине ЧР вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министерствин те ларма тивнĕ: вĕренÿ учрежденийĕ ăна пăхăнса тăрать-çке.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика