17 сентября 2009 г.
Вăрнар районĕнчи «Мураты» производство кооперативĕн ертÿçипе Геннадий Петрович Спиридоновпа кĕтмен çĕртен чукун çул вокзалĕнче тĕл пултăмăр. КамАЗ çинчен тулли ещĕксене вакуна пушатнине сăнанă май хĕрсех кĕсье телефонĕпе калаçать вăл.
Ÿсен-тăран та
тупăшлă
- Мурманска çĕр улми 2400 тонна ăсатма килĕшсе татăлнă-ха, - ăнлантарчĕ Г. Спиридонов. - Ĕç алли, техника çителĕксĕррипе арендăна илме, ыттисене явăçтарма тивет.
«Иккĕмĕш çăкăра» ещĕксене тултарса сутнăран вăл ванмасть, пăсăлмасть, лайăх упранать. Кăçал çĕр улми 150 гектар лартса хăварнă. «Удача», «Ароза» сортсем уйрăмах ăнса пулнă. «Çапах пĕлтĕрхине çитеймест. Кăçал пирĕн енче икĕ уйăха яхăн йĕркеллĕ çумăр çумарĕ», - тет ертÿçĕ. Кашни гектартан 200 центнер ытларах кăна тухни ăна тивĕçтермест, анчах мĕн тăвăн; Халĕ тĕп тĕллевĕ - ăна тăкаксăр пухса кĕртсе тупăшлă вырнаçтарасси. Темле ыйтсан та Спиридонов вăрттăнлăха уçма, çĕр улмин сутлăх хакне пĕлтерме васкамарĕ. Рынока кам мĕнле пултарать, çапла çул хывать, укçа тăвать çав.
Тухнă-тухман çĕр улми пуссинех çитсе курма шутларăмăр. Хăв куçпа курнине мĕн çиттĕр;
Уй-хир пушаннăпа пĕрех темелле. «Эпир август вĕçĕнчех кăларма тухнă», - тет ертÿçĕ çумĕ Юрий Петрович Спиридонов. Лаптăкра хăватлă «Джон Дир» тракторсемпе «Гримми» çĕр улми комбайнĕсем хуçаланаççĕ. Ĕçе механизациленипе хăвăртлăх ÿснĕ, ĕç алли те пушаннă. Халĕ агрегат çинче механизаторпа пĕрле икĕ çын кăна вăй хурать. Симĕс çеçкесене кăларас умĕн гербицид сапсах хăртаççĕ. Капла çимĕç лайăх пулса, хуппи çирĕпленсе çитет-мĕн. Техникăпа ĕçлеме те çăмăлрах. Пушаннă лаптăксене вара çийĕнчех культиваци туса пыраççĕ. Ирхине ирех пусă шăв-шавпа тулать те сĕм тĕттĕмсĕр шăпланмасть. Типĕ, уяр çанталăкăн кашни сехечĕпе туллин усă курса юласшăн ĕçченсем. «Канма ĕлкĕрĕпĕр-ха, - теççĕ вĕсем. - Уй-хир, çĕр ĕçĕсене вĕçлесчĕ кăна». Хĕрÿ ĕç шавне сасартăк УАЗ кĕрлени татрĕ. Механизаторсем техникăна чарса машина енне васкарĕç: кăнтăр вăхăчĕ çитрĕ. Алина Алексеевапа Эльвира Арсентьева поварсем çĕр çыннисене хăналама тутлă апат-çимĕç хатĕрленĕ те ăçтан айккинче юлăн; «Каçхине мĕнпе савăнтаратăр;» - кăсăкланчĕç уй-хир ăстисем канса вăй пухма сулхăна вырнаçнă май. Вĕсене чăрмантарас мар тесе сыв пуллашса малалла çул тытрăмăр.
«Мураты» производство кооперативĕ ултă çул каялла «Ульяновец» хуçалăхран уйрăлса тухса йĕркеленнĕ. Чăрăшкасмăратсем йывăрлăха пăхмасăр уйрăм çулпа утма кăмăл туни чылайăшне, тен, тĕлĕнтернĕ те. Кун пек нумай хуçалăхăн шăпи инкеклĕ вĕçленни паллă. Çапах кооператив хăйĕн çул-йĕрне тупса çĕкленме пултарни савăнтарать. Халĕ унăн усă куракан çĕрсем 1100 гектар. Çав шутран тĕш тырă 530 гектар йышăннă. Çĕр улми, купăста, кăшман, кишĕр çитĕнтереççĕ. Тырă кăçал ăнăçлă тухнă, гектар пуçне 40 центнер пухса кĕртнĕ. Тĕш тырă 400 тонна кăна сутнă. Хакĕсем пĕчĕкки çырлахтармасть ĕçченсене. Ыраш килограмĕ 2 тенкĕ те 90 пус кайнă пулсан, клейковина 27-28 процентлă тулла 4 тенкĕпех сутма тивнĕ. Пурне те управа хураймăн çав. Çĕр улми те 300 тонна сутлăх хывса хăварасшăн. Ăна тата вăрлăх упрама кăçал 800 тонна кĕмелĕх хранилище тунă. Йăлтах хăйсен укçи-тенкипе. Халĕ механизациленĕ йĕтем çинче çынсем çĕр улми сортласа ещĕксене тултараççĕ, сутма хатĕрлеççĕ, управа ăсатаççĕ. Куллен çак ĕçе 50-60 çынна яхăн хутшăнать.
Комбайнпа кăларса тÿрех машина çине тиенĕ май çимĕçпе уйран пулăхлă хура çĕр те чылай кĕрет. Хуçалăхра вара тăпрана пуçтарса каллех лаптăксене сапалаççĕ. Кĕрхисене акса пĕтернĕ ĕнтĕ. 250 гектар йышăннă вăл. Çĕр ĕçĕсем ăнăçлă вĕçленсе пыни кăмăла çĕклет. Хуçалăха ÿсен-тăран отраслĕ те тупăш кÿнĕ май çакă вĕсемшĕн чăннипех пĕлтерĕшлĕ. Ăна кура шалăвĕ те ÿсет. Хальлĕхе уйăхне вăтамран çичĕ пин тенкĕ тухнă. Унсăр пуçне утă-улăмпа, тĕш тырăпа тивĕçтереççĕ, ытти енчен пулăшаççĕ.
Пĕр тăвансем - çĕр ĕçченĕсем
Иртнĕ çул Чăрăшкас Мăратра ĕç вырăнĕсем тума, тупăш çăлкуçне ÿстерме выльăх-чĕрлĕх те усрама тытăннă. Хальлĕхе 150 ĕне выльăх кăна-ха. Çав шутран сăваканни 62 пуç. Паянхи куна талăкра ĕне пуçне 17 литр сăваççĕ. Кĕр енне «шурă ылтăн» хакĕ «килограмĕ» сакăр тенке çитни шанчăк парать-ха: тупăш ытлашши кÿреймесен те тăкаксене саплаштарать. «АПК аталанăвĕ» наци проекчĕпе çăмăллăх кредичĕ илсе фермăна тĕпрен юсаса çĕнетнĕ, сĕт сумалли зал, пысăк холодильник вырнаçтарнă. Ĕнесене кăкармасăрах тăратаççĕ. Унччен тăватă доярка ĕçленĕ пулсан, халĕ иккĕнех ĕлкĕреççĕ. Пĕчĕк кĕтÿшĕн самай тăккаланса фермăри ĕç-хĕле механизацилесе çĕнетни ахальтен мар. Ертÿçĕсем паянхи кунпа мар, малашлăха пăхса ĕçленине кăтартать те. Ĕмĕтре - сăвакан ĕнесен йышне çĕр пуçа çитересси. Ĕлĕкхи мелпех ĕçлесен фермăран тăкак кăна курăн тата камăн нушаланас килтĕр йывăрлăхра; Обществăлла выльăха хĕл каçарма апат çителĕклех янтăланă. Утă-улăма пресласах ферма çывăхне турттарнă.
- Хуçалăхăн аш-какай, сĕт илесси пĕлтĕрхинчен ÿссех пырать, - калаçăва хутшăнать пирĕнпе ĕçлĕ çул çÿреве тухнă Вăрнар район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн пуçлăхĕн çумĕ Вячеслав Никифоров. - Иртнĕ çулхи ĕç кăтартăвĕсемпе «Мураты» кооператив республикăри «Агро 100» клуба кĕме тивĕçрĕ.
Пысăк мар хуçалăх вăрăм списокра республикăри пысăк предприятисем хыççăн тăваттăмĕш вырăн йышăнма пултарни чăннипех çитĕнÿ. Пилĕк çулта кăна хуçалăха аталантарма, фермăсене çĕнетме, техника туянма 50 миллион тенкĕ кредит явăçтарнă. Пурлăх базине çĕнетсе пуянлатни тăкаксене чакарнă, тухăçлăха, тупăша ÿстернĕ. Пысăк мар коллектива хĕлле те ĕçсĕр, шалусăр лартасран пилорама уçнă. Халĕ унта хĕлĕпех йывăç-хăма çурса ещĕксем, ытти япала ăсталаççĕ.
Аталану çулĕпе çирĕп ăнтăлакан предприятие пĕр тăван Юрийпе Геннадий Спиридоновсем ертсе пыраççĕ. Чăваш ял хуçалăх институчĕпе Сĕнтĕрвăрринчи вăрман техникумне пĕтернĕскерсем хуçалăхри тĕп специалистсен - агроном, инженер, зоотехник, ветеринари тухтăрĕ... - ĕçĕ-хĕлне хăйсемех пурнăçласа пыраççĕ. Вĕсен тĕп вĕрентекенĕ, çĕр ĕçĕн вăрттăнлăхне ăса хывма пулăшаканĕ ашшĕ - Раççей ял хуçалăх тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Петр Спиридонович Спиридонов. Вăл ĕмĕрĕпех Ульянов ячĕллĕ хуçалăхра уй-хир бригадин бригадирĕнче тăрăшнă. Халĕ унăн ырă ятне, ĕçне ывăлĕсем малалла тăсаççĕ. Çакăнтан ырри, пахи мĕн пултăр; Лăпкă та сăпайлă, ытлашши сăмах ваклама юратман Юрăпа Геннадий тăван енре ĕçĕ-хĕлĕпе хисепре. Çамрăксене, ыттисене ырă тĕслĕх кăтартакансем.
Тăрăшсан, ÿркенмесен ялта та ытлă-çитлĕ пурăнма пулатех.
В. Филиппов сăн ÿкерчĕкĕсем.