17 сентября 2009 г.
Вăрнар районĕнчи К. Маркс ячĕллĕ производство кооперативĕ вырăнта кăна мар, республикăра та лайăх хуçалăхсенчен пĕри шутланать. Ăна çичĕ çул ĕнтĕ Валерий Филиппович Шумилов ăнăçлă ертсе пырать. Тутарстан каччи Вăрнар тăрăхĕнче 22 çул каяллах, Чăваш ял хуçалăх институтне пĕтернĕ хыççăн ĕçлеме тытăннă. Тĕп агрономран ертÿçе çĕкленнĕ. Çирĕп алăран алла тилхепе куçни ĕнтĕ паянхи кунта хуçалăха тупăшлă ĕçлеме май парать.
Уяр çанталăкра - уй-хире
Эпир çитнĕ тĕле хуçалăхăн çĕр улми пуссинче çын йышлăччĕ.
- Паян кăларса пăхас терĕмĕр-ха, - пĕлтерет В. Шумилов. - Пĕр копалка ĕлкĕреймест, ыран иккĕшне те уй-хире илсе тухма лекет.
Шел, çĕр улми комбайнĕсем çуккипе ытларах ял çыннисем çине шанмалла. Çавăнпа лаптăк та 45 гектар кăна. Ытла нумай лартсан пуçтарса кĕртеймесси хăратать. Халĕ те халăха ĕççине явăçтарма шалу, пуçтарнă çĕр улмирен 10 процент чĕр тавар параççĕ. Тÿленине кура, ăшă çанталăк май панăран уй-хире çĕр çын ытла тухнă. Çемйи-çемйипе тÿпе илсе ĕçе пуçăннă. Галина Абрамова бригадир ĕç вĕçленисене çийĕнчех çĕнĕ лаптăк виçсе парать. «Хăвăрт пуçтараççĕ, ĕлкĕр кăна», - тет вăл. Пусса хăшĕ-пĕри пĕчĕк пепкисене кÿмепех тĕртсе тухнă. Уяр çанталăкра килте мĕн туса ларăн? Капла хуть тăвансене пулăшма, укçа ĕçлесе илме май пур. Пĕлтĕр акă виçĕ эрнере çемьесем çирĕм пин тенке яхăн ĕçлесе илнĕ. Çĕр улмипе шутласан ытларах та. Çавăнпах-тăр ытти ялсенчен те пулăшма килеççĕ. Вырма ĕçĕсене вĕçлесе пынă май вăй-хала «иккĕмĕш çăкăр» çине янă та.
- Кĕрхисене акса пĕтернĕ, 450 гектар йышăнчĕç вĕсем, çĕртме 250 гектар туса хăвартăмăр, - сăмахлать ертÿçĕ.
Парка та çăра шăтса тухнă кĕрхисем кăмăла çĕклеççĕ. Эппин, пулас тухăçлăх кăçалхинчен кая тухмĕ. Вырма ăнăçлă иртни куç кĕрет. Виçĕ эрнере 706 гектар çинчен 2400 тонна тырă пухса кĕртнĕ ĕçченсем. Канашри элеваторта 150 тонна ыраш, килограмне виçĕ тенкĕпе, ăсатнă. Ыттине вара управа панă. «Хаксем йĕркеленсе çитчĕр-ха, - тет Валерий Филиппович. - Йÿнĕпех парас килмест».
Вырмана вăхăтра, тăкаксăр вĕçлеме хире виçĕ «Дон-1500» комбайн тухни, механизаторсемпе водительсем яваплăха туйса, тăрăшса ĕçлени пулăшнă. Кунта та ытларах çемьесемпе вăй хунă. Владимирпа Дмитрий Михайловсем, Андрейпе Василий Романовсем, Виталипе Эдуард Степановсем. Турттарнă çĕрте вара Александр Зайцев, Иван Кустин, Петр Никифоров, Владимир Степанов, Леонид Христанов палăрнă. Ертÿçĕ Борис Даниловпа Андрей Миронова тата вырмара тăрăшса ĕçленĕ вун-вун çынна ăшшăн аса илет. Шăпах вĕсем пулăшнипе ĕнтĕ пÿлме «сарă ылтăнпа» тулнă та. Апла кашниех ăшă сăмаха тивĕçлĕ. Чи лайăххисене вара уй-хир ĕçĕсем вĕçленсен, Ял хуçалăх кунĕнче чыслĕç. В. Шумилов вĕсене «Хресчен сасси» хаçата та çырăнтарса пама кăмăл турĕ. Ял çыннисене ĕç кăна мар, чун-хавал апачĕ кирлине аван ăнланать вăл.
«Кашни çывăх, тăван пек»
К. Маркс ячĕллĕ хуçалăх районта чи нумай ĕне выльăх усранипе те паллă. Хальхи вăхăтра 860 ĕне кунта, çав шутран сăваканни 210 пуç. Пысăк йыша тытса тăма çăмăл мар. Çавăнпа обществăлла выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçарма çăвĕпех апат янтăлаççĕ.
- Сенаж, утă çителĕклех хатĕрленĕ-ха, халĕ куккурусран силос хыватпăр, - тет ертÿçĕ.
Тухнă-тухман куккурус уйне те çул тытрăмăр. Кăçал ăна 50 гектар акса хăварнă. Халĕ çÿллĕ те вăрман пек кашласа ларакан курăка «Дон-650» комбайн çулса вĕтетет. Хăватлă техникăна пĕлтĕр Раççей ял хуçалăх банкĕ урлă илнĕ çăмăллăх кредичĕпе туяннă. Çакă выльăх апачĕ хатĕрлес ĕç-хĕле чылай çăмăллатнă. Акă бункера тулакан ешĕл массăна тăватă машина та пушатса турттарса ĕлкĕреймест. «Ытла вăйлă ĕçлет», - теççĕ водительсем комбайн пирки.
Техĕмлĕ те сĕтеклĕ çимĕç сăвăма та хăпартма пулăшасса шанса тăраççĕ. Иртнĕ çул ĕне пуçне 3900 килограмм сĕт сунă пулсан, кăçал тăватă пинрен ирттерессе шанса тăраççĕ. Шел, паян сĕт хакĕ тăкаксене йĕркеллĕ саплаштараймасть. Çавăнпа кунта тупăш пирки калаçни вырăнсăр. Хуçалăх «АПК аталанăвĕ» наци проекчĕпе 4500 пин тенкĕ кредит илсе фермăна тĕпрен юсаса çĕнетни, сĕт пăрăхĕ, холодильник вырнаçтарни, ĕç-хĕле тĕпрен механизацилени те чĕр тавар хакне сисĕнмеллех ÿстереймен, тупăш та палăрмаллах хутшăнайман.
- Шупашкарти сĕт-çу заводне куллен икшер тонна сĕт ăсататпăр. Сентябрьтен литрне 7 тенкĕ те 70 пуспа йышăнма тытăнчĕç-ха, çапах пирĕншĕн çакă та тăкаклă, - пăшăрханать В. Шумилов. - Мĕншĕн тесен хăй хаклăхĕ «литрĕ» 8 тенкĕ те 50 пуса ларчĕ. Паянхи тырă, сĕт хакĕсем хресчене çука хăвараççĕ. Юрать çĕр улми, аш-какай тăкаксене саплаштарма пулăшать. Пĕлтĕр çулталăка тупăшлă вĕçлерĕмĕр, кăçал та йывăрлăха пăхмасăр шанчăк пысăк.
Хуçалăхăн усă куракан çĕр 1600 гектар. Кÿршĕри «Гвардеец» хуçалăхăн çĕрне арендăна илсе пусă çаврăнăшне кĕртнĕ. Техника паркĕ пуянланнă май хушма лаптăк чăрмав кÿмелле мар.
- Патшалăх пулăшăвне туятăр-и? - ыйтатăп ĕçченсенчен.
- Паллах, элита вăрлăхшăн, удобренишĕн дотаци илтĕмĕр. Çăмăллăх кредичĕпе те усă куратпăр. Çапах пирĕн пулăшу кĕтсе кăна лармалла мар, хамăра шанмалла, ĕçлемелле.
Ĕçчен те тăрăшуллă çынсем юнашар чухне умри йывăрлăха та çĕнтерме çăмăлрах-мĕн. Елизавета Васильева, Елизавета Григорьева, Галина Никифорова, Светлана Прокопьева, Виталий Константинов, ЧР ял хуçалăх тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Юрий Филиппов механизатор тата ыттисем нумай çул ĕнтĕ тăван хуçалăхшăн, ăна аталантарассишĕн ырми-канми ĕçлеççĕ. Пĕр-пĕрне ăнланса, алла-аллăн тытăнса тăрăшни çитĕнÿсем тума пулăшать те.
- Чăваш Ен, Вăрнар тăрăхĕ маншăн иккĕмĕш кил вырăнĕнчех, - терĕ Валерий Шумилов. - Кунта маншăн кашни çывăх, тăван пек.
В.Филиппов сăн ÿкерчĕкĕсем.