17 сентября 2009 г.
- Çамрăк, пĕлĕвĕ, вăй-халĕ çителĕклĕ, ĕçлеме пултарать, суйлас, - пĕр саслăн йышăннă Муркаш районĕнчи «Чемеево» производство кооперативĕн членĕсем ертÿçе Григорий Пайгусова суйланă май. Ярославка ял тăрăхĕн пуçлăхĕ харăсах икĕ лав туртма вăй çитересси иккĕлентермен-тĕр. Ара, лешĕ юхăнма пуçланă хуçалăха ура çине çĕклеме шантарнă та епле ĕненмĕн; Çын чун-чĕрине кĕрсе тухаймăн, унăн вăрттăн шухăш-ĕмĕтне пĕлеймĕн çав. Çĕнĕ пуçлăх кооператива аталантарас вырăнне тĕппипе аркатасса кам шутланă; «Пĕлнĕ пулсан-и, çухрăма та çывăха ямастăмăр», - теççĕ халĕ çынсем. Шел, чавса çывăх та çыртаймăн.
Директор пуканне йышăннă-йышăнман Пайгусов вăрттăн ĕмĕтне пурнăçа кĕртме тытăннă. Хăйĕн аллине хуçалăх пурлăхĕ лекнипе савăннăскер кăшт çеç ташша яман. Мĕн чухлĕ пурлăх, услам! Апла пуç ватмасăр, çĕр ĕçĕпе вараланмасăрах укçа çапма май пур. Хайхи ĕмĕтне пурнăçлама чăрмантарасран хăранăн васкавлăн кооператив членĕсен пухăвне ирттернĕ. Пуçлăх пухăннисене çине тăрсах хуçалăхăн машина-тракторне уйрăм çынсене пама ÿкĕтленĕ. Капла кассăна тупăш кĕрет имĕш, парăмсемпе татăлма та çăмăлтарах пулĕ. Çĕнĕ ертÿçĕсене ĕненнĕ, шаннă çав çынсем, килĕшнĕ. Анчах кĕçех лару-тăру пач урăхла çаврăнса тухнă.
Пуху вĕçленсен самай хавхаланнă Пайгусов кооператив кассирне хăй патне чĕнтернĕ. «Пуху протоколне çырмалла, анчах тÿрлетсе», - хушнă вăл хăйне пăхăнакана. Лешĕ хирĕçлеме хăйман, ертÿçĕ ыйтнине пĕр сăмахсăр пурнăçланă. Документпа килĕшÿллĕн пухура тракторсемпе машинăсене уйрăм çынсене арендăна парассине мар, сутас ыйтăва пăхса тухнă имĕш. Çакна пĕлес-илтес пулнă пулсан мĕн тейĕччĕç-ши ял çыннисем; Пĕлессе пĕлнĕ-ха, анчах ытла кая юлса. Хуçа «килти» шăв-шава яла кăларман. Хаклă документ-протокол алла лексенех 5 трактора, 4 прицепа, 17 ял хуçалăх машинине сутма суя суту-илÿ килĕшĕвĕ тунă. Хаксене чылай йÿнетсе кăтартнă вăл. Ахăртнех, ача-пăча вылямалли машина та хаклăрах тăрать-тĕр. Çурма хакпа кооператив пурлăхне çийĕнчех туянса пĕтернĕ. Машинăпа трактор паркĕ хăвăрт пушанса юлнă.
Кунпах лăпланман-чарăнман пуçлăх. Ферма енчен илтĕнекен нăрик-нăриксен сасси ниепле канăç паман ăна. Йывăр çĕклем пек туйăннă вăл. Анчах мĕнле илсе ывăтмалла; Чее арçын каллех хăйĕн ултавлă çулĕпе чуптарнă.
- Сыснасене тăрантарма апат çук, вилсе пĕтеççĕ, сутмалла, - тăнлантарнă черетлĕ пухура кооператив членĕсене вăл. - Начар вĕсем, йÿнĕпех ăсатма тивет.
Шел, хальхинче те килĕшнĕ çынсем. Тен, Пайгусова хирĕç тăнин усси сахаллине ăнланса илсе алă сулнă; Пуçлăх вара выльăхсене чăн хакне палăртмасăр йÿнĕпех паллакан пайтаçа ярăнтарнă. Çапла вара кĕске хушăра вăл кооператива икĕ миллион ытла тăкак кÿнĕ. Лава туртса кăларма мар, тĕппипех лачакана путарнă, вун-вун çынна ĕçсĕр хăварнă.
Хура йĕрне арçын ял тăрăхĕнче те хăварма ĕлкĕрнĕ-мĕн. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕнче лараканскер хăйĕн водительне пулăшма, шалу хăпартса пама шутланă. Бюджет укçи кооперативăн мар, ытлашши хуçаланаймăн, çÿлтен тĕрĕслесе-шутласах тăраççĕ. Çапах Пайгусовшăн хăçан чăрмав пулнă; Служба вырăнĕпе усă курса хушу чĕрмекленĕ. Водителе Ярославкăри культура çурчĕ çумĕнчи ача-пăча хорне дирижер-аккомпаниатора 0,5 ставкăпа ĕçе вырнаçтарнă. Тĕлĕнмелле, нотăна пач пĕлмен çын мĕне вĕрентнĕ-ши çамрăк ăрăва; Тепĕр тесен вăл çамрăксене нушалантарман, хут çинче шутланса тăнипех çырлахнă. Шалу çав-çавах килет вĕт. Ырми-канми «ĕçĕшĕн» Муркаш район администрацийĕн бухгалтерийĕ ăна 53 пин тенкĕ куçарса панă.
Пăшатана темле пытарсан та миххе шăтарать-мĕн. Район прокуратури ултавçăн çулне пÿлнĕ ĕнтĕ. Пайгусова РФ УК 285, 292, 259 статйисемпе айăплама пуçарнă ĕçе пăхса тухма суда ярса панă. Хулăн кĕсье саваламан сак çинчен хăтарайĕ-ши?