17 сентября 2009 г.
ЧР ял хуçалăх министерстви пуçарнипе ăратлă выльăх-чĕрлĕхĕн республикăри куравне çулсерен йĕркелесси йăлана кĕчĕ ĕнтĕ. Кăçал вăл Çĕр ĕçченĕн çулталăкне халалланăскер, яланхилле акционерсен «Чувашское» уçă пĕрлешĕвĕн базинче иртрĕ. Унта выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекен, ăратлăхпа ĕçлекен предприяти-организацисем, фермер «хресчен», хушма хуçалăхсем хутшăнчĕç.
Шупашкар районĕнчи Мăн Карачура çумĕнчи курав лаптăкĕ ир-ирех ĕне выльăх, кайăк-кĕшĕк сассипе тулчĕ. Мĕн кăна çук-тăр кунта: пони, лаша, сысна, качака, чăх-чĕп, хур-кăвакал, фазан - пурне те асăнса пĕтереймĕн. Чăн-чăн зоопарк тейĕн. Читлĕхри чĕр чунсем хăйсене килти пекех туяççĕ. Вĕсене ача-пăча, аслисем те хăратмаççĕ. Хăшĕ-пĕри ачашласа илме, тыттарма та ирĕк парать. Курав кăна мар, чăн-чăн суту-илÿ вырăнĕ. Ăратлă выльăх-чĕрлĕхе, кайăк-кĕшĕке туянакансем тупăнсах тăчĕç, суту-илÿ килĕшĕвĕсем турĕç.
Суйламалăх, пăхмалăх сахал мар. Муркаш районĕнчи «Ударник» хуçалăх кăна ултă ĕне илсе килнĕ. Ĕçченсем çулсерен тенĕн куравра дипломсемпе премисем çĕнсе илеççĕ. Пысăк продуктивлă ĕне ĕрчетекенсем халĕ те пушă алăпа каймасса шанса тăраççĕ. Ку тăрăхри «Оринино», Суворов ячĕллĕ, «Свобода» тата хăш-пĕр хуçалăхсем те ăратлăхпа ăнăçлă ĕçлеççĕ. Шупашкар районĕнчи Ленин ячĕллĕ, Элĕк енчи «Новый путь», Етĕрне тăрăхĕнчи «Родина» тата ытти хуçалăхсенчен вĕренмелли, пуян опыта ăса хывмалли самай. Ахальтен-им вĕсенче çулран-çул сĕт кăтартăвне ÿстерсе пыраççĕ. Çулталăкра ĕне пуçне 4-6 пин килограмм сĕт сăваççĕ. Ăнăçу шăпах ĕç-хĕле пĕлсе йĕркеленинчен, ăратлăха çĕнетсе пынинчен килет те.
Вăрмар, Муркаш районĕсенчи чăх-чĕп фабрикисем, «Чăваш бройлерĕ» пĕрлешÿ вара тĕрлĕ ăратлă чăх-чĕппе хур-кăвакал тăратнă. Пĕрисем çăмарта илессипе палăрнă пулсан, теприсем - аш-какайпа. Патшалăх программине пурнăçланă çĕрте фабрикăсем çине те çĕклем самай тиенет. Эппин, вĕсен те ĕç-хĕле, ăратлăха çĕнетме тивет. Етĕрнери Чапаев ячĕллĕ завод лашасемпе ытларах ĕçлет пулсан, Патăрьел районĕнчи Ленин ячĕллĕ агрофирмăра буйвол та асăрхама пулать. Çак чăтăмлă та вăйлă чĕрчун хуçалăхри ĕç-хĕле пурнăçлама шăпах меллĕ.
Фермер, хушма хуçалăхсем те выльăх-чĕрлĕх енчен пуян. Акă Муркаш районĕнчи Р. Потапов хурсене аш-какайпа мамăк тĕкĕшĕн мар, ăмăртусемшĕн тытать-мĕн. Çапăçакан хурсене Чăваш Енре вăл кăна ĕрчетет темелле. Тăвай районĕнчи Б. Иванов вара курава хутшăнакансене çулсерен илемлĕ те тĕлĕнтермĕш кайăк-кĕшĕкпе савăнтарать. Фазансемпе карлик, «пурçăн» чăхсем умĕнчен çынсем татăлма пĕлмерĕç. Çирĕм çула яхăн ĕнтĕ вăл вĕсемпе аппаланать. «Кайăк-кĕшĕке илемлĕхĕшĕн тытатăп», - терĕ Б. Иванов. Шупашкар районĕнчи Соколовсем вара лашасемпе туслă. Ăмăртусене те час-часах хутшăнаççĕ.
- Хĕрĕмсем, Светланăпа Настя, урхамахсене кăмăлланипе усратпăр та, - терĕ Ольга Соколова. - Тăхăр уйăхри мăнукăм та лаша çине ларса курчĕ ĕнтĕ.
Ахаль лашасемпе танлаштарсан урхамахсен хакĕ пысăк-мĕн, пĕри 80-100 пин тенкĕпе танлашать. Тăваттăшĕнчен пĕрне сутнă, халĕ акă теприне туянас текен те тупăннă. Ман умрах вĕсем хытă чупакан лашана хаклама пикенчĕç. Пахалăхлă выльăх тупăш та самай кÿрет çав.
Çĕрпÿри Михайлов фермер путенесем усранипе паллă. Çак кайăк çăмарти усăллă та сиплĕ. Хакне пăхмасăр путенипе çăмартисене хаваспах туянчĕç. Специалистсем вĕсене ĕрчетес вăрттăнлăхпа тĕплĕн паллаштарчĕç.
- Паян кунта ăратлăхпа ĕçлекен мĕнпур хуçалăх хутшăнать, - терĕ ЧР ял хуçалăх министрĕ М. Игнатьев курава уçнă май. - Куравра эпир хамăр ĕç-хĕле кăтартатпăр кăна мар, сутатпăр та.
Шел, юлашки вăхăтра Чăваш Енре те ăратлă выльăх пуррине пăхмасăр темшĕн аякран туянма тăрăшаççĕ. Анчах ютран хаклăпа илни те пахалăхсăр пулать. Эппин, вырăнта ытларах тăрăшмалла, малта пыракан опыта сармалла, ăратлăха лайăхлатассипе ĕçлемелле.
Курава хутшăннă, ăратлă выльăх-чĕрлĕх ĕрчетнĕ çĕрте палăрнă предприятисене, хресчен «фермер», уйрăм хуçалăхсене, специалистсене дипломсемпе парнесем, медальсем парса чысларĕç.
С.Игнатьев сăн ÿкерчĕкĕсем.