28 августа 2009 г.
Шупашкар хулин Мускав районĕн прокуратури Раççей Федерацийĕн Генеральнăй прокуратури хушнине пурнăçласа пысăк аптека сечĕсенче эмел хакĕсем йĕркелес енĕпе саккуна мĕнле пăхăннине тĕрĕсленĕ. Право хÿтĕлевçисем тулли мар яваплăхлă «Добрый аптекарьпе» «Власта» пĕрлешÿсен, сывлăх сыхлавĕн «Фармация» патшалăх унитари предприятийĕн ĕç-хĕлне тĕпченĕ. Тĕрĕслев ушкăнĕнче монополисемпе кĕрешес ĕçĕн федераци службин, Чăваш Республикинчи конкуренци политикин тата тарифсен патшалăх службин, Раççей сывлăх надзорĕн Чăваш Республикинчи управленийĕн специалисчĕсем те пулнă.
Кăçалхи пĕрремĕш çур çулта эмелсене ваккăн сутмалли хаксем хăпарни чи малтанах вĕсене туянмалли хаксем ÿснипе çыхăннă. Вĕсем саккунпа килĕшÿллĕн, çирĕплетнĕ виçерен иртмесĕр хакланнă. «Добрый аптекарь» тулли мар яваплăхлă пĕрлешÿре тата «Фармация» патшалăх унитари предприятийĕнче эмелсен хакне палăртас енĕпе саккуна пăснă тĕслĕхсем пулман.
«Власта» тулли мар яваплăхлă пĕрлешÿре хаксене палăртмалли хăш-пĕр документа тишкерсен нитроспрей тата флюкостат эмелсене Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн 2002 çулхи февралĕн 18-мĕшĕнчи «Эмел хатĕрĕсен тата медицинăра усă курмалли изделисен хакне патшалăх енчен йĕркелесси çинчен» 34-мĕш постановление пăхăнмасăр хаклатса сутни курăннă. «Власта» пĕрлешÿре асăннă препаратсен хакне 29,96 тата 30 процент ÿстернĕ. Саккунпа вара аптека учрежденийĕсен сиплев хатĕрĕсене курттăммăн туяннă хакран 20 процентран ытла ÿстерсе сутма юрамасть.
Тĕрĕслев пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх «Власта» тулли мар яваплăхлă пĕрлешÿ пирки Раççей Федерацийĕн административлă право кодексĕн 14.6 статйин пĕрремĕш пайĕпе килĕшÿллĕн административлă право нормисене пăсни çинчен ĕç пуçарнă, пĕрлешÿ директорĕ ячĕпе çитменлĕхсене пĕтересси тата саккуна пăснă тĕслĕхсемшĕн айăплисене явап тыттарасси çинчен представлени тăратнă.