АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тулли те кăсăклă пурнăçпа

28 августа 2009 г.

Шупашкар районĕнчи Ишек тăрăхне пĕлмен-илтмен çын çук-тăр. Кунти пасар ĕлĕкренех вун-вун çынна пуçтарнă, çак хутлăхра пурăнакансем кăна мар, кÿршĕ регионсенчен те килнĕ суту-илÿ тума. Мĕнле пурăнать-ши паян Ишек ен, мĕн савăнтарать-пăшăрхантарать халăха; Çак тĕллевпе çула тухрăмăр нумаях пулмасть.

Ял тăрăхне вун çичĕ çул ĕнтĕ Герман Серафимович Смирнов ертсе пырать. Вырăнти лару-тăрăва витĕр курса-пĕлсе тăрать вăл, ара, мĕнпур улшăну унăн куçĕ умĕнче пулса иртет-çке.

- Ял çыннин пурнăç шайĕ хамăр патăмăрти предприяти-организаци ĕçĕ-хĕлĕпе тачă çыхăннă, - терĕ Г. Смирнов. - Пирĕн «Слава» хуçалăх арканчĕ те вун-вун çын ĕçсĕр юлчĕ. Халĕ конкурс управляющийĕ çĕр ĕçченĕсем пĕрчĕн-пĕрчĕн пухнă пурлăха сутать. Парăмсене татмаллах çав. Юрать вата фабрики пур. Нумайăшĕ ĕç тупма пултарчĕ унта. Анчах та фабрика резинăран мар, пурне те йышăнаймасть. Çынсем хăйсен пай çĕрĕсемпе регистраци палати витĕр тухса харпăрлăха куçарма тытăнчĕç. Пушă, хуçасăр лаптăксенчен вара ял тăрăхĕн фондне йĕркелемелле-тĕр.

Ишексем çĕр илсе фермер хуçалăхĕсем йĕркелеççĕ. Владимир Федоров акă 4 гектар ана-çарантах çĕр улми, утă çитĕнтерсе сутать. Мăн Маркари Александровсем çуллен 10 гектар пахча çимĕç _ купăста, хĕрлĕ кăшман, çĕр улми _ лартаççĕ. Филимоновсемпе Полыповсен çемйисем те ĕç-хĕлне çĕрпе çыхăнтарнă. Шел, çапах сахаллăн вĕсем. Хула çывăххипе унта ĕçлеме çÿрекен чылай. Çул укçи кĕсьене çÿхетет пулин те, ĕçсĕр, шалусăр ларни мар. Хушма хуçалăх вара куллен тупăш памасть. Çавăнпах-тăр ăна аталантарма çăмăллăх кредичĕ илекен те сайра. Кăçал пурĕ те вунă çын ытла кăмăл тунă. Виçĕ çулта пурĕ вара _ çитмĕл ытларах.

_ Сăлтавĕ _ вырăнта предприяти-организаци йĕркеллĕ ĕçлеменни, шанчăклă тупăш çăл куçĕ çукки, _ ăнлантарать пуçлăх.

Юлашки çулсенче ял сăн-сăпачĕ тĕпрен улшăннине те асăнмасăр иртеймĕн.

_ Унччен урамра вутă-шанкă куписем, строительство материалĕсем выртатчĕç, иртсе пĕтеймĕн. Ăнлантарнă, каланă хыççăн тирпейлеме-пуçтарма тытăнчĕç. Контейнерсем те лартса патăмăр. Укçа енчен хĕсĕккипе çителĕклех туянаймарăмăр,  пĕлтерет Герман Серафимович. _ Ялсене асфальт çул çитнĕ, газ, шыв пур. Чăн та, 70-мĕш çулсенчех хунă шыв пăрăхĕсем кивĕрех. Вĕсене майĕпен çĕнететпĕр. Такăр çул çитеймен урамсене вак чул саратпăр.

_ Халăхăн шухăш-кăмăлĕ улшăнни сисĕнет-и çак тапхăрта;

_ Паллах. Унччен пирĕн ĕç-хĕле ăнланма тăрăшатчĕç. Халĕ çав çынсемех «Давай!» тесе кăна тăраççĕ. Пĕрле ĕçлесе пулăшса пырас текен сахалрах. Пире вĕсемсĕр йывăр.

Ялсем пушанса пыни те пăшăрхантарать. Ял тăрăхĕ 987 хуçалăхран тăрать. Çав шутран 298 çурт-йĕр хупă. Хуçисем çулла килкелеççĕ-ха. Хĕлле вара çутă çунмасть вĕсенче. Мăн Маркара уйрăмах нумай кун пек пÿрт. Ĕç çукки хăвалать çынсене хулана. Çапах тепĕр ырă пулăм та сисĕнет. Патшалăх ача амăшĕсене пулăшнипе-и е урăх сăлтавпа Ишек тăрăхĕнче ачасен йышĕ палăрмаллах ÿснĕ. Çитес çул вырăнти садикре тепĕр ушкăн уçасшăн. Вунă çул каялла вара, икĕ хутлă капмар çурта çÿрекенсем хăрах алăри чухлĕ кăна юлсан, ăна хупма патнех çитнĕ. Хуçалăх вăйĕпе çĕкленĕ çурт-йĕре тĕпрен аркатас мар тесе ял тăрăхĕ хăй çине илсе газ кĕртнĕ, библиотекăпа медицина участокне унта куçарнă. Çуртăн тепĕр пайне пĕчĕккисем валли тытнă.

Халĕ вĕсем шутлани-ĕмĕтленни пурнăçланнă. Садик каллех ача-пăчапа тулма тытăннă.

Çĕршыври лару-тăру, хулара та ĕç тупма, хваттер илме йывăрланни çамрăксене ялтах юлма хистет. Паян ял тăрăхĕнче 9 çамрăк çемье пурăнмалли çурт-йĕре лайăхлатма черетре тăрать. Вĕсен тата ялти ытти çынсен пурнăçне тулли те кăсăклă туса парасси _ ял тăрăхĕн тивĕçĕ. Хальхи яш-кĕрĕм шухăшлавĕ, ĕмĕт-шухăшĕ урăхла. Килте çыхса лартаймăн вĕсене. Ишек тăрăхĕнче тăватă культура «вучахĕ» ĕçлет. Мăн Маркари клуб çумĕнче Ирина Нестерова пуçарнипе «Кăмăл» ансамбль те йĕркеленĕ. Ял тăрăхĕ çуртсене хăйĕн вăйĕпех юсаса тытса тăрать, аппаратура та туянса панă. Ырашпулăхра клуба хĕлле хутаймасан та хупмаççĕ. Ял çыннисем уявсем, пухусем унта ирттереççĕ вĕт. Ишекре халăх музейĕ те ĕçлет.

Çамрăксем ял историне, культурине тĕплĕнрех пĕлччĕр тесе мероприятисем ирттереççĕ. Кашни ялтах уяв йĕркелени, паллă çынсене палăртасси йăлана кĕнĕ. Чи сумлă та паллă уяв _ Ишек ярмăркки. Унта районĕпех пуçтарăнаççĕ. Çамрăксем валли клуб алăкĕсем яланах уçă, каçсерен тенĕ пек _ ташă каçĕ. Вырăнта мини-футбол турнирĕ те иртет. Халĕ мечĕк ăстисем хĕрсех ял тăрăхĕн пуçлăхĕн призĕшĕн ăмăртаççĕ. Кашни урам, ял тупăшать парнешĕн. Ял хула мар, кашни кил-йыш, çын алă тупанĕ çинчи пек кунта. Çемьери харкашăва, йĕркесĕрлĕхе, çитменлĕхе никамран та пытараймăн. Çивĕч ыйтусене те татса пама тивет хăш чух. Сăмакунçăсемпе те çанă тавăрсах кĕрешме лекет.

Сăмах çине сăмах тенĕн, кăçал январьтен вăя кĕнĕ муниципалитет çинчен йышăннă саккун патне те çаврăнса çитрĕмĕр. Ара, вăл паян кашни пуçлăхшăн пуç ватмăш, хушма лав.

- Полномочи пысăк, укçи çителĕксĕр. Эпир хамăра хамăр вырăнти укçапа тытса тăраймастпăр. Яваплăха ÿстернипе пĕрлех ăна бюджет енчен те çирĕплетмелле. Йĕркеллĕ база кирлĕ. Хальхи вăхăтра яваплăхпа, ĕç тиенипе малалла кайма май çук, укçасăр пĕр утăм та тăваймăн, - пĕлтерчĕ шухăшне ял тăрăхĕн пуçлăхĕ.

Л. Никитина.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика