АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурлăх налукĕ пирки

28 августа 2009 г.

Шупашкар хулин Ленин район прокуратурине тĕп хулара пурăнакансем уйрăм çынсен «пайăр сăпатсен» пурлăх налукне мĕнле шутласа кăларни тата тÿлеттерни çинчен ыйтса çырнă çырусем килсех тăраççĕ. Пирĕн хурав çапла: кил-çурт, хуралтăсен, пÿлĕм, сооруженисен хуçисен пайăр сăпатсен пурлăх налукне пĕр тан пайсемпе икĕ срокра - сентябрĕн 15-мĕшĕнчен тата ноябрĕн 15-мĕшĕнчен кая юлмасăр тÿлеççĕ.

Çăмăллăхсемпе усă куракансен кирлĕ документсене налук органне çитермелле. Налук çăмăллăхĕсене илмешкĕн вăхăтра ыйтса ĕлкĕрейменнисене налук суммисене çырса заявлени панă хыççăн виçĕ çултан ирттермесĕр çĕнĕрен расчет туса параççĕ.

Пайланакан пĕрлехи харпăрлăхри кил-çурт, хуралтă, пÿлĕм, сооруженисемшĕн налук хăйсем хушшинче калаçса татăлнă тăрăх харпăрлăх хуçисенчен пĕрин тÿлемелле. Енчен те вĕсем килĕшсе татăлаймаççĕ пулсан, налука çав харпăрлăхпа усă куракан кашни çын пĕр тан тÿлет.

Налук тÿлени çинчен калакан извещенисене налук органĕсен тÿлевĕсене çуллен августăн 1-мĕшĕнчен кая юлмасăр памалла. Налук хуни тĕрĕс маррине юлашки виçĕ çултан малараххине пăхса тухма ирĕк çук.

М. Мельникова, Шупашкар хулин Ленин районĕн прокурорĕн пулăшаканĕ, I класлă юрист.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика