АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачаран хакли çук

28 августа 2009 г.

Пĕлÿ кунĕ те çитсе пырать. Савăнăçлă та чуна пăлхантаракан самант. Тен, эсир ăна кĕтсе çулталăк е ытларах та хатĕрленÿ курсĕсене, ăс-тăна аталантармалли занятисене çÿренĕ. Çавăнпа та, тен, пĕрремĕш класа кайма хатĕрленекенĕ шутлама, вулама, çырма та пĕлет. Питĕ аван. Сирĕн ачăра шкулăн кăткăс пурнăçне хутшăнма тата хăнăхма çăмăлрах пулать. Анчах та ку çителĕксĕртерех-ха.

Шкул ачин сывлăхĕ çирĕп пулмалла. Вĕрентÿ программисем ача ăс-тăнне, шухăшлавне тимлĕн те тĕплĕн ĕçлеттерме хистеççĕ. Кун пек чухне пĕрремĕш класа çÿрекенĕн сывлăхне упрамалли кивĕ, анчах та шанчăклă меслетсене аса илни вырăнлă. Вĕсенчен чи пĕлтерĕшли _ кун йĕркине пăхăнни. Унăн тĕп тĕллевĕ мĕнре-ши?

Чи малтанах _ нерв тытăмне занятисенче, шкулта тата килте вăйлă ĕçлеттермелли майсем туса панинче. Çакна вĕренÿ ĕçĕсен йывăрлăхне ача вăй çитермелли шайра йĕркеленипе, ăна çителĕклĕ те лайăх кантарнипе, талăкри ĕçсене пĕлсе, виçеллĕ пайланипе, ĕçĕпе канăвне тĕрĕс черетлеме пĕлнипе тума пулать. Ача куллен пĕр вăхăтрах çывăрма выртать тата вăранать, шкултан таврăнсан апат çиет, уçă сывлăшра уçăлса çÿренĕ хыççăн уроксене тума ларать пулсан вăхăта тĕрĕс планласа пайлама, ĕçе хăвăрт пурнăçлама, ăна кĕске вăхăтрах ăнăçлă вĕçлеме çăмăлрах пулать. Кун йĕркинче ачан шкулти тата килти занятийĕсене тĕллевлĕн, пĕлсе йĕркелемелле. Çавна май уçă сывлăшра кирлĕ таран каннине те, хускануллă вăйăсенче е физкультура занятийĕсенче пулнă вăхăта та, ялан вăхăтра тата йĕркеллĕ апатланнине те, кирлĕ таран çывăрнине те шута илмелле.

Шкул ачи хăйне мĕнле туясси çывăрнинчен нумай килет. Ыйхă пĕлтерĕшне хаклама та пĕлмелле мар. Çывăрса тăранманни япăх. Ача хăвăрт пăлханса каять, сисĕмлĕхĕ, тимлĕхĕ çухалать, асăрхаттарнине кирлĕ пек итлемест, ĕçре сÿрĕкленет. Час-часах çывăрса тăранайманни _ шкул ачисен ытлашши ывăннин тата неврозĕсен сăлтавĕ. 6-7 çулти ачасен 10-11 сехет çывăрмалла. Пĕрремĕш класа çÿреме пуçланисен вара малтанхи уйăхсенче вĕренĕве хăнăхнисенчен ытларах çывăрмалла. Кăнтăрла 1-1,5 сехет çывăрса илни питĕ усăллă. Физиологсем çирĕплетнĕ тăрăх, çакă организмăн ĕçлес пултарулăхне, тĕслĕхрен, уçă сывлăшра вылянипе танлаштарсан, чылай ытларах ÿстерет. Вăл килти ĕçсене хастартарах, хавхалануллăрах, ăнăçлăрах пурнăçлать.

Кун йĕркинче ирхи гимнастикăпа хускануллă вăйăсем валли вăхăт тупăнмаллах. Уçăлса çÿрени пĕл-терĕшлĕ. Темле пулсан та хĕрĕр е ывăлăр уçă сывлăшра ытларах пултăр тесе тăрăшăр. Çапла канни çав тери сиплĕ: ÿпке ытларах кислородпа пуянланать, нерв тытăмĕ тухăçлăрах ĕçлеме пуçлать. Ачасен уçă сывлăшра пĕтĕмпе кунне 2-3,5 сехет пулмалла «унта шкула кайни, унтан таврăнни, кăнтăрла иртсен уçăлса çÿрени те кĕрет». Кăнтăрлахи апат хыççăн е кăшт канса илсен уçăлса çÿрени организмăн ĕçлес пултарулăхне питĕ хăвăрт çĕнетме пулăшать.

Ача сывлăхне упрама тата аталантарма, ĕçлес пултарулăхне ÿстерме тĕрĕс апатланусăр май çук. Апат белокран, çупа углеводран, минералсемпе витаминран пуян пулмалла. Вĕсем _ çитĕнсе пыракан организмшăн вăй-хал çăлкуçĕ.

Вĕренекенĕн ĕç вырăнĕ те питĕ пĕлтерĕшлĕ. Сĕтел-пукан ывăлăрăн е хĕрĕрĕн пĕвĕпе килĕшсе тăмалла. Ĕç сĕтелĕ тăракан ачан чавсинчен 2-3 сантиметр çÿллĕрех пулмалла. Ăна май килнĕ таран канлĕрех, çурăм шăммин кашни точкин тĕрекне туйса ларма вĕрентĕр. Унăн кăкăрĕпе сĕтел хĕрри хушшинче хăйĕн ал лаппи сарлакăш хушă юлмалла. Сĕтелĕн ура хумалли кашти пулсан пит аван. Вăл çурăма кантарма, тÿрĕ тытма пулăшать.

Çурăм шăмми кукăрăласран шкула ранецпа çÿрени лайăх. Анчах та унăн йывăрăшĕ 1-3 классене çÿрекенсемшĕн 1,5-2 килограмран ан ирттĕр. Портфельпе усă курни вырăнлах мар. Ăна ялан пĕр алăпа йăтса çÿрени хул пуççине чалăштарма, çурăм шăммине кукăртма пултарать. Ранецра вара вĕренÿ хатĕрĕсене упрама та лайăх, урампа пынă чухне алăсем те пушă, кăкăр кÿлепи ирĕк туйнă пирки сывлама çăмăл.

Çывăх куçлă «çывăхран кăна курни» пулассинчен мĕнле хăтăлмалла-ши тата; Ку енĕпе çак йĕркесене пăхăнмалла: кĕнеке 30 сантиметртан кая мар инçĕшре, куçсене кирлĕ пек чалăшшăн выртмалла. Çыру сĕтелне çÿлтен тата сĕтел çинчи 100 ватлă электричество лампипе çутатмалла. Киле панă ĕçсене пурнăçланă чух кашни çур сехетрен 10 минутлăх тăхтав, физзарядка тата куçсем валли гимнастика хусканăвĕсем тумалла: аякри япаласене тинкермелле, инçете тата çÿлелле пăхмалла, куçсене çаврака евĕрлĕ вылятса хусканусем тумалла. Кăнтăр çути çыру сĕтелĕ çине сулахай енчен ÿкмелле, чÿрече каррисен е чечексен ăна нимĕн чухлĕ те чăрмантармалла мар.

Шкулăн тĕп тĕллевĕ - сывă ачасем вĕрентсе кăларасси. Пĕрремĕш класа каякан шăпăрлансен ашшĕ-амăшне çапла калас килет: «Пирĕн пурнăçăмăр хаклă, çапах та ачасенчен хакли нимĕн те çук».

А. Петрова, хулари 3-мĕш ача-пăча пульницин педиатр врачĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика