02 сентября 2009 г.
- Мĕн шалăвĕ, халĕ кризис, укçа та çук, - юптарнă Комсомольски районĕнчи «КФХ Родина» тулли мар яваплă пĕрлешÿн ертÿçисем. Парăм вара хăмпă пек ÿссе пынă. Августăн 1-мĕшĕ тĕлне 43 çынна 113 пин тенкĕ ĕç укçи парса çитереймен. Шалупа тивĕçтермесен право органĕ пуçран ачашласа шăлманнине пуçлăх аван ăнланнă. Яваплăхран пăрăнас тесе ĕç çыннисене хушшăн-хушшăн астармалăх 500 тенкĕ тыттаркаланă-ха. Коллективлă договорта вара ертÿçĕсем шалăва уйăхра икĕ хут пама шантарнă. Чăтăмлăхĕ пĕтсе çитнĕ çынсем право хуралĕнчен пулăшу ыйтнă. Чăн та, 500 тенкĕпе мĕнле пурăнмалла тет? Çитменнине вĕренÿ çулĕ çывхарать. Ача-пăчана шкула епле ăсатмалла?«Укçа çук», - тени те ултав кăна-мĕн. Комсомольски район прокуратурин ĕçченĕсем предприятин парăма татма укçа çителĕклех пулнине тĕпчесе палăртнă. Шалăва суд урлă шыраттарсан татăлмах тивнĕ. Ертÿçĕпе тĕп бухгалтера административлă явап тыттарнă. Хытă пулни пуçлăха икĕ хут хакла кайса ларнă.
Пĕчĕк çĕклем те йывăр
Етĕрне районĕнчи «Сугутское» тулли мар пĕрлешÿ пысăк та мар темелле. Унта вăй хуракансене шутлама алăри пÿрнесем те çителĕклĕ. Анчах пĕчĕк лав та Ю. Мироновшăн çĕклейми çĕклем пулнă. Çичĕ çынна шалу вăхăтра тÿлеймесĕр 58 пин тенкĕ парăма кĕнĕ вăл. Прокуратура тĕрĕслевĕ предприятире РФ Ĕç кодексĕн ытти статйисене те сĕмсĕррĕн пăснине палăртнă. Саккуна пăхăнман пуçлăха административлă явап тыттарма ĕç пуçарнă. Унсăр пуçне парăма шыраттарса илме те йышăннă. «Лава туртаймастăн пулсан ан кÿлĕн», - тесе ахальтен каламан-тăр.
Гашиш е ирĕклĕх хаклăрах?
Шупашкарти А. Маликов хăйне Канашра йĕрке хуралçисем чăтăмсăррăн кĕтнине пĕлеймен-сисмен-тĕр. Сумкăри сĕткен пакетне çине-çинех тытса тĕрĕсленĕ. Чиперех-мĕн, унăн кăмăлне çĕклекен хаклă та хăрушă тавар. Ăна, гашишпа тултарнăскере, Маликов куç шăрçи пек упраса-сыхласа килет те, ăçтан çухалтăр е юрăхсăра тухтăр. 38 грамм наркотик каччăн кĕсйине самай пушатнă. Киле кăна çитсе ÿкесчĕ, хăй усă курĕ е ыттисене хаклăрахпа сутĕ - куç курать кайран. Çук, ĕмĕтленни пурнăçланман, çамрăкăн çул çÿревĕ Канашра татăлнă. Маликов Питĕр хулинче гашиш туянса таврăннине кăсăруклисем те сиснĕ çав. Шупашкара çитичченех ярса тытнă. Ăна РФ УК 228 статйин 2 пайĕпе айăпласа 3 çул та 6 уйăхлăх ирĕкрен хăтарма йышăннă.
Л. Ала.