02 сентября 2009 г.
ЧР ял хуçалăх министерствинче республикăри агропромышленность комплексне аталантарассипе йĕркеленĕ ĕç ушкăнĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Калаçу кун йĕркинчи çивĕч ыйтăва - апат-çимĕç, тирпейлекен промышленноçăн кăçалхи çичĕ уйăх кăтартăвĕсене пăхса тухнинчен пуçланчĕ: çак отрасль пысăк тăкак тÿсет, продукци кăларасси палăрмаллах чакнă.
ЧР ял хуçалăх министрĕн çумĕ Сергей Павлов пĕлтернĕ тăрăх, Чăвашстат кăтартăвĕпе килĕшÿллĕн 2009 çулхи январь-июль уйăхĕсенче, пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан, апат-çимĕç туса кăларас промышленноçĕн индексĕ «мĕнпур организацин» 88,6 процентпа танлашнă, пысăк тата вăтам предприятисен - 89,3 процент.
Юлашки уйăхсенче чылай апат-çимĕç тата тирпейлекен промышленность предприятийĕсем йывăрлăх тÿсеççĕ. Халăхăн туянас пултарулăхĕ япăхланни производствăна ура хурать. Çитменнине инфляци, пулăшу ĕçĕсен тарифĕ ÿсни тавар кăларакансен тупăшлăхне сисĕнмеллех пĕчĕклетет. Çĕршыври экономика кризисĕ тăсăлнине тата халăх апат-çимĕç сахалрах туянма тытăннине пăхмасăр çитĕнÿсем те çук мар. Хăш-пĕр апат-çимĕç отраслĕнче тата тирпейлекен промышленноçра тĕп продукци ытларах туса кăларнă. Сăмахран, макарон изделийĕсем, çăнăх, напиток, минерал шывĕ, сыр, сĕт юр-варĕ. Тĕп апат-çимĕç туса кăларасси ÿсни продукци пахалăхне, ассортиментне лайăхлатма мерăсем йышăннипе, инноваци технологине, ял хуçалăхне аталантарассипе йышăннă патшалăх программине пурнăçа кĕртнипе, ял хуçалăх продукци рынокне, агропромышленность комплексне патшалăх енчен пулăшнипе те çыхăннă. Çав вăхăтрах апат-çимĕç промышленноçĕн хăш-пĕр отраслĕнче продукци кăларасси палăрмаллах чакнă. Çăкăр-булка кăларассин пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 2,3 процент пĕчĕкленнĕ, кондитер изделийĕсем - 42, кĕрпе 43,6 процент сахалланнă. Хатĕр выльăх апачĕ тăвасси, этил спирчĕ, шурă эрехпе ликер продукчĕсем те 41-13 процент чакнă. Кăлпасси изделийĕсем, аш-какайран çурма фабрикатсем, выльăх-чĕрлĕх çăвĕ пĕлтĕрхин çурри чухлĕ те туса илеймен.
Кăтартусене палăрмаллах пĕчĕклетнĕ предприятин ертÿçисем сăлтавне тĕрлĕрен ăнлантарчĕç. Акă Çĕнĕ Шупашкарти çăкăр завочĕн представителĕ конкуренци ÿснине, Шупашкарти ĕçтешĕсем «çула пÿлме» тытăннипе сăлтавларĕ. Вĕсем çăкăр-булка изделийĕсене йÿнĕрехпе сутнă май Çĕнĕшупашкарсен çимĕçĕ япăхрах сарăлать имĕш.
- Чĕр тавар тирпейлекенсене финанс кризисĕ витĕм кÿмелле мар, халăх апат-çимĕç туяннă, туянать те. Çак условисенче пирĕн производствăна ÿстермелле, - терĕ предприяти ертÿçисене ЧР ял хуçалăх министрĕ Михаил Игнатьев. Вăл пухăннисене акционерсен «Акконд» уçă пĕрлешĕвĕнчен тĕслĕх илме сĕнчĕ. Предприяти нумаях пулмасть туса лартнă çурт-йĕрте çĕнĕ технологипе лини хута ярса çĕнĕ канфет кăларма тытăнмалла. Инвестици хакĕ - 115 миллион тенкĕ. Предприяти хушма ĕç вырăнĕсем йĕркелет. Корпусра виçĕ çĕнĕ йышши лини вырнаçтарнă. Çулталăкра 8 пин тонна продукци кăлармалла. Çавăн пекех предприяти çĕнĕ магазинсем уçма, тепĕр выльăх-чĕрлĕх комплексĕ, ытти производство корпусĕпе сĕт тирпейлекен лини хута яма палăртнă. Тĕнче кризисĕ пĕрлешĕве рынокра тарăн тымар ярса тупăш илме çул уçать тейĕн.
Ларура ЧР ял хуçалăх министерстви район администрацийĕсемпе тунă килĕшÿ мĕнле пурнăçланса пынине тишкерчĕç. Кăçалхи çичĕ уйăхра аш-какай, сĕт туса илессине палăрмаллах чакарнă Элĕк, Куславкка, Сĕнтĕрвăрри район пуçлăхĕсен çумĕсене итлерĕç. Вĕсене çывăх вăхăтра çитменлĕхе пĕтерессипе, йышăннă обязательствăсене пурнăçа кĕртессипе конкретлă мерăсем йышăнма сĕнчĕç.
Л. Никитина.