02 сентября 2009 г.
Елчĕк районĕнчи акционерсен «Прогресс» хупă пĕрлешĕвĕ республикăра малтисен ретĕнче. Лашине кура урапи тенĕн ăнăçу, паллах, пуçлăхсенчен те нумай килет. Пĕрлешĕве унччен вунă çул ытла ЧР ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ М.И. Разумов ертсе пынă. Тивĕçлĕ канăва тухнă май кăçал унăн тилхепине П.А. Скворцова тыттарнă. Чылай вăхăт директор çумĕнче вăй хунăскер, вырăнти лару-тăрăва алăри пÿрнесем пекех лайăх пĕлет Петр Арсентьевич. Тинтерех кăна ăна та ЧР ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ ятне панă. Эппин, тилхепе чăннипех шанчăклă, çирĕп алăра.
Сарă-сарă тинĕсре
Пĕрлешÿ ертÿçипе тата специалисчĕсемпе сап-сарă тырă пуссинче тĕл пултăмăр. Вырма вăхăтĕнче вĕсене уй-хирте кăна тытма пулать-тăр. Вăштăр-вăштăр çилпе хумханакан «сарă тинĕсре» хир карапĕсем мăнаçлăн шăваççĕ. Уяр çанталăк, уй-хир пушанни ертÿçĕсене савăнтарать - акса-лартса хăварнине тăкаксăр, вăхăтра пухса кĕртме май пур. Кашни саманчĕ хаклă ĕçченсемшĕн. Комбайнерсене асăнмалăх сăн ÿкерттерме те çăмăл пулмарĕ. Штурвал умĕнчен самантлăха та пăрăнасшăн мар. Уй-хир ĕçченĕсем хушшинче хĕрÿ ăмăрту пырать-мĕн. Куллен вырмана пĕтĕмлетсе мала тухнисене палăртаççĕ. Çĕнтерÿçĕсене чыспа хисеп кăна мар, пысăк шалу та кĕтет. Иртнĕ çулсенче акă Валерий Куприянова çитекенни пулман. Район чемпионĕ 24 пин центнер вырса çапнă. Хуçалăхра тĕп инженерта ĕçлекенскер вырма пуçлансанах «хир карапĕ» çине куçать.
«Ыттисем ĕçленине пăхса тăма чун-чĕре чăтмасть», - тет вăл. Кăçал пархатарлă та яваплă ĕçе Чăваш ял хуçалăх академийĕнче вĕренекен ывăлне Александра та явăçтарнă. Ашшĕн пулăшаканĕ вăл. «Дон-1500» комбайна çирĕп тытса пырать çамрăк. Умри çулне, специальноçне ял хуçалăхĕпех çыхăнтарма ĕмĕтленет.
- Пирĕн хуçалăх йывăр, пăтрашуллă тапхăрта та арканман-пайланман, - тет Петр Арсентьевич Скворцов. - Паян та вăл ултă яла пĕрлештерсе тăрать. Пурлăха сапаламанни, коллектива упраса хăварни путма памарĕ пире. Халĕ хуçалăхăн усă куракан çĕр 4066 гектар. Пĕлтĕр панкрута тухнă хуçалăхăн 300 гектарне пусă çаврăнăшне кĕртрĕмĕр. Ĕç калăпăшĕ пысăк. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем кăна 1430 гектар, çĕр улми - 52. Вырмана ĕçченсем июль вĕçĕнчех тухнă.
- Эпир çур акине те маларах тытăнатпăр. Çавна май тырă та иртерех пиçсе çитет, - ăнлантараççĕ специалистсем.
Хĕрÿ ĕççине сакăр комбайн хутшăнать. Пурте тенĕ пекех энерги ресурсĕ перекетлекен хăватлă техника. Çавăнпах ĕç те кал-кал пырать. Хальхи вăхăтра вырма вĕçленсе пырать темелле. Тухăç та аван, гектар пуçне 41-42 центнер. Кăçал пÿлмене 56 пин центнертан кая мар хывма ĕмĕтленеççĕ. Тĕллев пурнăçланасси куçкĕрет. Акса хăварнă çĕнĕ сортсен лаптăкĕсенче тухăç 55 центнер таранах тухать.
- Ăна хăпартма çĕр пулăхĕшĕн нумай тăрăшатпăр, - калаçăва хутшăнать Сергей Петрович Разумов. - Кăçал акă çум курăксемпе, сăтăрçăсемпе, чир-чĕрпе кĕрешме 1700 пин тенкĕлĕх ядохимикат туяннă. Кашни гектара удобрени 100 килограмм хывнă. Уй-хире 12 пин тонна навус та кăларнă.
Паянхи тĕп тĕллев - ăнса пулнă тыр-пула тăкаксăр пуçтарса пÿлмене пуянлатасси.
- Патреккел ялĕн уявĕччен вырмана вĕçлетпĕрех, - теççĕ çĕр ĕçченĕсем.
Иккĕленÿ çук. Палăртнине пурнăçлама условисем çителĕклех: техника юсавлă, çунтармалли-сĕрмелли материалсем пур. Вырмана куллен аллă çын хутшăнать. Йĕтем çинче, уй-хирте тăрăшаççĕ. Ĕçченсене кунне икĕ хут вĕри апат çитереççĕ. Хакне те ячĕшĕн тенĕ пек - 5 тенкĕ çеç тунă. Вырăнти апат-çимĕçпе усă курнă май хуçалăха ытлашши хакла та лармасть. Уй-хире тухсах çитерни вăхăта чылай перекетлет.
Пушаннă лаптăксенчи улăма та çийĕнчех пуçтарса капана хываççĕ е вĕтетсе сапаласа пыраççĕ. Ял çыннисене те улăмпа çителĕклех тивĕçтереççĕ. Обществăлла выльăх-чĕрлĕх валли 12 пин тонна янтăланă та ĕнтĕ.
Йĕтем çинче те ĕç вĕресе тăрать. Ĕç-хĕле механизациленĕ май пĕчĕк йышпах ĕлкĕрсе пыраççĕ. Хуçалăхăн тăватă йĕтем. Вĕсенчен чи пысăкки пĕрремĕш бригадăн.
- Куллен 1500-2000 тонна тырă кĕрет, - тет Ольга Скворцова йĕтем хуçи. - Эпир ăна çийĕнчех сортласа управа хуратпăр.
Александр Арбузов, Николай Львов, Димита Выйгетов операторсем тата ыттисем ир пуçласа каçченех хĕрÿ ĕçре, йĕтеме тыр-пулпа тулса кайма памаççĕ, яваплăха туйса вăй хураççĕ. Ĕç ăнăçлăхĕ кашнинченех килет çав.
Çĕр ĕçне юратакансем
«Прогресс» хуçалăхăн ертÿçисен тырра ăçта вырнаçтарас хуйхă-суйхă çук. Ку ыйтăва тахçанах татса панă ĕнтĕ. Уйри чĕр тавар выльăхсене тăрантармах тухса каять. Районти пĕр хуçалăхăн та ун чухлĕ выльăх çук темелле. Пĕрлешÿре ĕне выльăх кăна 1704 пуç, çав шутран сăваканни 470. Сысна вара 3560 пуçран та иртнĕ. Эппин, вĕсене тăрантарма самай апат кирлĕ. Ăна вырăнтах çителĕклĕ туса илни тăкаксене, продукцин хăй хаклăхне чакарать. Фермăсене 2007 çулта наци проекчĕпе çăмăллăх кредичĕ илсе тĕпрен юсаса çĕнетнĕ, сĕт пăрăхĕ вырнаçтарнă. Çĕнĕ технологи çине куçни дояркăсен, сысна пăхакансен ĕç-хĕлне палăрмаллах çĕнетнĕ. Продукци илесси, пахалăх, шалу та ÿснĕ. Паян талăкра ĕне пуçне 18 литр сĕт сăваççĕ. Ăна пĕрремĕш сортпа килограмне 7 тенкĕ те 50 пуспа ăсатаççĕ. Елчĕксен тĕп тупăш çăл куçĕ - выльăх-чĕрлĕх отраслĕ. Кăçалхи январь-июль уйăхĕсенче аш-какай - 3704, сĕт 17406 центнер илнĕ, е пĕлтĕрхин 106-108 проценчĕ чухлĕ. Çак тапхăрта кашни ĕнерен 3703 килограмм сĕт сунă. Хуçалăх ял çыннисенчен сĕт пуçтарассине те йĕркеленĕ. Кăçал кăна тăватă пин центнер ытла чĕр тавар пухса ăсатнă. Ĕç-хĕле çĕнĕлле йĕркелени тупăш илессине те ÿстернĕ. Ĕç çыннисен уйăхри шалăвĕ вунă пин тенке ларнă. Дояркăсемпе механизаторсен ытларах та.
- Район центрĕпе юнашар вырнаçнă май тивĕçлипе тÿлемесен тарса пĕтеççĕ, - тет Петр Арсентьевич. - Вĕсене тырă, утă-улăм, техника парса та пулăшатпăр.
Коллектив пĕчĕк мар, 250 çын. Ертÿçĕсем вĕсене ĕç, кану условийĕсене тивĕçлипе туса пама тăрăшаççĕ. «Уй-хир пушансан кашни бригадăна Шупашкара концерт-спектакль курма е ытти хулана илсе каятпăр, - пĕлтерет пĕрлешÿн профсоюз председателĕ Ольга Крылова. - Канса сывлăха çирĕплетме путевкăсем паратпăр». Çамрăксене коллектива явăçтарасси те тĕп вырăнта. Кăçал акă Чăваш ял хуçалăх академийĕ пĕтернĕ Сергей Разумов тĕп агрономра ĕçлеме тытăннă.
- Ачаран уй-хирте, агрономра ĕçлеме ĕмĕтленнĕ, - терĕ вăл. - Мана кунта машина, ĕç пÿлĕмĕ уйăрса пачĕç: ĕçле те ĕçле. Патшалăх ял хуçалăхне пулăшать, унăн малашлăхĕ пур тетĕп. Елчĕк енчен тăваттăн диплом илтĕмĕр, анчах яла таврăнса хăйĕн специальноçĕпе ĕçлеме кăмăл тăвакансем тек тупăнмарĕç.
- Çĕр ĕçне чунтан парăннă çынсем кăна ял хуçалăхне кÿлĕнеççĕ те, - пĕтĕмлетрĕ ЧР ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Петр Васильевич Кудрявцев.
Чăннипе тĕрĕс те витĕмлĕ сăмахсем.
Л. Никитина.
В.Филиппов сăн ÿкерчĕкĕсем.