АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Алла-аллăн тытăнса

02 сентября 2009 г.

«Пирĕн хуçалăхра та ĕçчен, пултаруллă çын сахал мар. Пырса курăр!» - çине тăрсах йыхравларĕç Елчĕк районĕнчи Элпуçĕнчен. Çĕр ĕçченĕсен кăмăлне мĕнле хуçăн? Вăрăм çула пăхмасăр «Эмметево» тулли мар яваплă пĕрлешÿре вăй хуракансемпе паллашма васкарăмăр.

Пĕрер машина - тырă

Элпуç тăрăхĕ тĕш тырă пухса кĕртме ĕлкĕрнĕ те. Халĕ лаптăксенче тракторсем хуçаланаççĕ: çĕртме тăваççĕ, кĕрхисем акма çĕр хатĕрлеççĕ.

- Эпир вырма ĕнерех пĕтернĕ, - кĕтсе илчĕç пире ырă хыпарпа ĕçченсем. - Шăпах виçĕ эрнене тăсăлчĕ вăл.

«Эмметево» хуçалăхăн усă куракан çĕрсем 2120 гектар, çав шутран тĕш тырă 1070 гектар йышăннă. Кăçал вăл уйрăмах ăнса пулнă. 38 пин тонна пуçтарса кĕртнĕ. Гектар пуçне 36 центнер. 2004 çулта, çĕнĕ предприяти йĕркеленсенех, тухăç 17 центнертан иртмен. Кĕске хушăра пысăк çитĕнÿ тума пултарни чăннипех савăнтарать. Çĕнĕ, пысăк сортлă вăрлăхсемпе усă курни, удобрени, тислĕк, известь хывни тухăçлăха ÿстернĕ те. Çĕр ĕç технологине те пăхăнма тăрăшаççĕ кунта. Вырмана тăватă «Енисей 1200» комбайн тухни ĕççине вăхăтра вĕçлеме май панă. В. Захаров, В. Галкин, Н. Денисов, В. Федоров, В. Петров, А. Егоров, О. Лапшин, В. Львов иртен пуçласа каçчен тырă пуссинчен кĕмен. Вырмана чăрмавсăр ирттерме ертÿçĕсем çунтармалли-сĕрмелли материалсемпе, саппас пайĕсемпе туллин тивĕçтернĕ. Ĕçченсене куллен икшер хут вĕри апат çитернĕ. Паллах, вĕсене тивĕçлипе тÿлеме, хавхалантарма тăрăшнă. Кашни комбайн 9 пин тонна тырă çапса илнĕ май комбайнерсене пĕрер машина тырă лекнĕ. Ялта выльăх-чĕрлĕх усракансемшĕн уйрăмах кирлĕ чĕр тавар. Виçĕ эрнере комбайнерсем 20-шер пин тенкĕ ĕçлесе илме пултарнă.

Пĕлтĕр вырăнта ĕç вĕçленĕ хыççăн Канаш районне те пулăшма кайнă. Кăçал Ю.М. Лапшин шухăшне улăштарнă.

- Çĕнĕ, хаклă техникăна тикĕс мар уйсенче мĕншĕн аркатас?- терĕ вăл. - Тыр-пул хамăрăн та çителĕклĕ.

Халĕ комбайнсене юсаса управа лартма хатĕрлеççĕ. Миллион тенкĕ тăракан техникăна куç шăрçи пек упрама тивет.

Йĕтем çинче вара хĕрсех ĕç вĕрет. Юлашки уйран кĕнĕ тырра аласа тасатаççĕ. Куллен 10-13 çын ĕçе тухать. Аслисемпе пĕрлех шкул ачисем те пур. Каникул вăхăтĕнче хăйсене тытмалăх укçа ĕçлесе илесшĕн вĕсем. Тасатнă чĕр тавара управа хунă. Анчах вырăн çителĕксĕртерех. Кĕçех ăна сутма тытăнмалла, пĕр предприятипе килĕшÿ тунă ĕнтĕ.

- Çапах тырă сутса нумай тупăш илеймĕн, - тет Юрий Михайлович. - Малашне ĕне, сысна йышне ÿстермелле.

Çĕр ĕçченĕсем пулас тухăçшăн паянах çанă тавăрса вăй хураççĕ. Хальхи вăхăтра 600 гектар çĕртме тунă та ĕнтĕ. Владимир Муравьев, Александр Иванов кунĕпех тракторпа çĕр сухалаççĕ. Кĕрхисене акма та çĕр хатĕрлесе пĕтернĕпе пĕрех. Кĕрхи культурăсем 400 гектар акнă. «Типĕ çанталăкпа усă курса юлмалла. Çумăра кайсан пирĕн уйсене кĕрсе тухаймăн», - теççĕ Виталий Авериянов механизаторпа Владимир Захаров, Николай Родионов сеяльщиксем.

Тупăш - выльăх-чĕрлĕхрен

Фермăсене юсаса çĕнетме, комбайнсем, тракторсем туянма темиçе çул каяллах «Эмметево» пĕрлешÿ «АПК аталанăвĕ» наци проекчĕпе 16500 пин тенкĕ çăмăллăх кредичĕ илнĕ. Халĕ уйăхсерен 700 пин тенкĕ тÿлесе парăма тавăрса пыраççĕ. Чăннипех пысăк та йывăр çĕклем.

- Вăхăтрах тÿлеме тăрăшатпăр-ха. Анчах кашни уйăхрах 150-шар пуç сысна, ĕне выльăх ăсатма тивет, - сăмахлать Юрий Михайлович. Эппин, пĕрлешÿ уйăхсерен пĕр кĕтÿ выльăх çухатать. Анчах кредитсăр та май çук. Хăв укçупа кăна пысăк ĕçсем тăваймăн. Çитменнине мĕн пухнине-перекетленине инфляци çăтсах пырать. Тĕп тупăш çăл куçĕ _ выльăх-чĕрлĕх отраслĕ. Пĕлтĕр 5 миллион тенкĕ тупăш илнĕ пулсан, çав шутран выльăх-чĕрлĕхрен 3400 пин тенкĕ.

Фермăсене те çитсе куртăмăр. Паян кунта 1600 сысна, 270 пуç ĕне выльăх, çав шутран сăваканни 70. Юсаса çĕнетнĕ хыççăн фер-мăри ĕç-хĕл чылай çăмăлланнă. Сыснасене типĕ апатпа тăрантарасси çине куçнă. Талăкри ÿт хушаслăхĕ 500 грама çитнĕ. Пĕлтĕр кашни амаран 22 çура илсе районта мала тухнă. Хуçалăхра шултра шурă, «Ландрас» ăратсене ĕрчетеççĕ. Кармалти, Çирĕклĕ Шăхальти фермăсенчи ĕç-хĕле 8 çын ĕлкĕрсе пырать.

Ĕне витисем вара çăвĕпех пушă. Выльăхсене çуркунне лагере куçараççĕ те кĕрсĕр кĕртмеççĕ. Пушаннă çурт-йĕре юсаса дезинфекциленĕ, шуратнă. Хальлĕхе сĕте аппаратпах сăваççĕ. Кĕтÿ пĕчĕк пулнă май сĕт пăрăхĕ вырнаçтарни тăкак кăна кăтартнине аван ăнланаççĕ. Малашне, тен, лару-тăру улшăнсан, витесене те çĕнетĕç. Çăвĕпе ешĕл курăк çинче çÿренипе сăвăм та аван, талăкра ĕне пуçне 17 литр антараççĕ. Мария Архипова, Тамара Игнатьева, Наташа Краснова дояркăсем вăтăртан кăна иртнĕ-ха, апла çĕнĕлĕхпе усă курасси малалла.

Тĕрĕссипе, коллективра пурте тенĕ пекех вăй питтисем. 48 çынран тăракан йыш çамрăксемпе тулсах пырать. Кăçал çеç унччен Мускава ĕçлеме çÿренĕ 3-4 çамрăк вырăнти хуçалăхрах вăй хума кăмăл тунă. Шалу вăхăтра тÿлени, чĕр таварпа тивĕçтерни вĕсен шухăш-кăмăлне улăштарнă.

Çемье династийĕ - ĕçчен кил-йыш

Кăçал республикăри «Çемье династийĕ» конкурсра Елчĕк енчи Лапшинсене те чысланă, асăнмалăх дипломпа хаклă парне панă. Чăннипех ĕçчен те тăрăшуллă, туслă çемье темелле вĕсем пирки. Арканнă хуçалăхсене илсе тепĕр хут ура çине çĕклеме шăпах пĕр-пĕрне ăнланса пыни пулăшнă та.

2004 çулта пурнăç çулĕпе çирĕп утакан Алексей, Андрей, Александр ывăлĕсем сĕннипе Юрий Михайлович панкрут çулĕ çине тăнă «Восход», унтан «Дружба» хуçалăхсене илсе çĕнĕ предприяти йĕркелеме килĕшнĕ. Унччен 30 çул «Восходра» зоотехникра ĕçленĕскер хуçалăх ĕçĕ-хĕлне пĕлсе çитнĕ-ха. Çапах...

- Çак вăхăт тĕлне 11 ĕнепе 13 сысна кăна юлнăччĕ. Вĕсен те ăратлăхĕ пĕтнĕччĕ. Пĕр йĕркеллĕ техника та юлман. Тата халĕ пурнăçĕ урăхла, çĕнĕлле ертсе пыма пĕлмелле. «Атте, тăван хуçалăха пĕтерер мар», - терĕç ывăлăмсем, йывăр вăхăтра пулăшма шантарчĕç те килĕшрĕм.

Хуçалăхăн пысăк парăмĕсенчен аран-аран хăпса пĕтерсен тинех сывлăш çавăрса янă вĕсем. Пысăк лава çемьепе туртма тытăннă. Мăшăрĕ Августина Константиновна финанс, ывăлĕ Александр коммерци енĕпе вăй хураççĕ.

Аслă ывăлĕсем те айккинче юлман, пĕрле пухăнса хăйсен укçипе ăратлă 40 сысна ами, ял хуçалăх техники, дискаторсем туянса панă. Ялта пурăнакансем те предприяти ура çине çĕкленнине кура хаваспах ĕçе кÿлĕннĕ. Пĕрле алла-аллăн тытăнса, ăнланса малалла талпăнни çитĕнÿ çулне уçнă та.

«Эмметево» пĕрлешÿ 2008 çулхи ĕç кăтартăвĕсемпе республикăри чи лайăх çĕр хуçалăх йышĕнче, «Агро100» клуб членĕ.

- Унччен 84-мĕш вырăнтаччĕ, халĕ 52-мĕшне çĕклентĕмĕр-ха. Çитес çулсенче татах малалла каясшăн, - шанчăкне çухатмасть вăл.

Хуçалăхăн малашлăхĕ шухăшлаттарать ăна. Йывăр лару-тăрура путас мар, тупăшлă ĕçлес тесен мĕн тумалла; Ял çыннин пурнăçĕ предприятин ĕçĕ-хĕлĕпе те тачă çыхăннă.

- Продукцие хамăрăн тирпейлемелле. Унчченхи ертÿçĕсем вырăнти кăлпасси цехне юхăнтарнă. Чĕртме май килĕ-и; Сĕт пуçтарма вырăн та турăмăр, анчах тупăшлă мар. Тырра çăнăхпа улăштармалла тусан аванччĕ. Çынсене тивĕçтерме пулать. Пирĕн чĕр тавара тирпейлекен цех кирлех, - палăртать Юрий Михайлович. - Капла тупăш илме, ĕç çыннисен шалăвне ÿстерме май пур.

Л. Никитина.

В.Филиппов сăн ÿкерчĕкĕсем.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика