02 сентября 2009 г.
Совет Союзĕн икĕ хут Геройне, мухтавлă летчик-космонавта халалласа Чăваш Республикин Наци библиотекин ĕçченĕсем «Çăлтăрсем патне хывнă çул» ятлă электронлă курав хатĕрлерĕç. Курав мухтавлă кăйкăрăн нумай енлĕ пурнăçне уçса парать. Вăл «Çăлтăрсем çĕр çинче çуралаççĕ», «Çĕршыв тивĕçне пурнăçласа», «Паттăр ятне мухтаса» пайсенчен тăрать. «Çĕршыв тивĕçне пурнăçласа» пайра чаплă ентешĕмĕрĕн пурнăçĕ çинчен калакан кĕнекесемпе, космонавт амăшĕн Анна Алексеевнăн тата тăванĕсемпе ентешĕсен аса илĕвĕсемпе паллашма пулать. Кунтах космонавт архивĕнчи нумай сăн ÿкерчĕке вырнаçтарнă. Вулакансемшĕн космонавт тăванĕ С. Николаев çырнă «Андриян Григорьевич Николаев. Память. Воспоминания» «Шупашкар, 2006» тата Ю. Устиновăн «Космонавт ;3 Андриян Николаев» «Мускав, 2004» кĕнекисем питех те кăсăклă пулĕç. Чăваш наци музейĕ 2006 çулта хатĕрлесе кăларнă «Притяжение Родины» альбом вара музейре тата космонавт архивĕнче упранакан сăн ÿкерчĕксемпе паллаштарать.
Куравра И.П. Прокопьев çырнă «Живая легенда: слово об Андрияне Николаеве» «Шупашкар, 2004» кĕнекен тулли тексчĕпе те паллашма пулать.
«Çĕршыв тивĕçне пурнăçласа» пайра ентешĕмĕрĕн космосри вĕçевĕсем çинчен çырнă кĕнекесем вырнаçнă. «В космосе _ двое» «Мускав, 1962» кĕнекере тĕнче уçлăхĕнче Андриян Николаевпа Павел Попович пĕрле вĕçни тата уçă космоса тухни çинчен тĕплĕн каласа кăтартнă. Çак пайрах ИТАР-ТАСС корреспонденчĕ В. Иванова, А. Парпара çыравçă тата П. Попович летчик-космонавт хатĕрленĕ «Андриян Николаев» «Шупашкар, 1989» кĕнеке те вырнаçнă. Кĕнекене Андриян Николаев çуралнăранпа 60 çул çитнĕ ятпа хатĕрленĕ. Космонавт хăй çырнă кĕнекесемпе те паллашма пулать. Сăмахран, «Притяжение Земли. Записки космонавта-3» «Шупашкар, 1999» кĕнекере автор хăйĕн çинчен тĕплĕн çырса кăтартать. Кĕнеке сăн ÿкерчĕксемпе пуян.
Мухтавлă ентешĕмĕре халалласа çыравçăсем нумай сăвă-юрă, калавсемпе повеçсем çырчĕç. Вĕсенчен А. Железковăпа К. Семеновăн «Шуршăл ачи» повеçне, К. Петров çырнă «Сенкер çăлтăр» романне тата М. Юхма çырнă «Çăлтăрсем чĕнеççĕ», «Мальчик из Шоршел», «Парень из светлых ключей» кĕнекесене палăртмалла. Паллă чăваш поэчĕсен П. Хусанкайăн, Ю. Айташăн, А. Галкинăн, Г. Ефимовăн, Я. Ухсайăн ентешĕмĕр çинчен çырнă сăввисем те çак пайрах вырăн тупнă. Андриян Николаевăн илемлĕ литературăри сăнарне тĕплĕнрех куравăн «Паттăр ятне мухтаса» пайĕ уçса парать.
Çăлтăрсем сÿнмеççĕ. Вĕсем темиçе ĕмĕр иртсен те çĕр çинче пурăнакансен çулне çутатса тăраççĕ. Андриян Григорьевич Николаев летчик-космонавтăн ырă сăнарĕ халăх асĕнче ĕмĕр упранĕ. Çывăх та ырă кăмăллă çын, йăл-кулăллă сăнар, ентешсемпе, тăванĕсемпе, «çăлтăрлă тусĕсемпе» пĕрле - çакăн пек юлĕ вăл ĕмĕр пирĕн асăмра.
А. Павлова, Наци библиотекин «Чăваш кĕнеки» центр ĕçченĕ.