АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пирĕн Андриян

04 сентября 2009 г.

Эпир, Красноармейски çыннисем, Андриян Николаев космонавта, вăл хамăр тăрăхра çуралман пулсан та, яланах «Пирĕн Андриян» тетпĕр. Мĕншĕн тесен çăлтăр çыннипе Трак ен халăхĕ хушшинчи туслăх пысăк ĕçсемпе ăшă çыхăнусем çинче никĕсленнĕ. Тĕслĕхрен, пирĕн районти Пайсупин çынни И.Е. Шашков, техника ăслăлăхĕсен докторĕ, С.П. Коровлев ертсе пыракан конструкторсен бюровĕнче реактивлă двигательсем енĕпе ĕçленĕ, космонавтсене лайăх пĕлнĕ, Андриян Григорьевичпа уйрăмах çывăх пулнă.

Типçырмара çуралса ÿснĕ Ленин премийĕн лауреачĕ Н.Г. Григорьев партин Тĕп комитечĕн аппаратĕнче оборона ыйтăвĕсемпе ĕçленĕ. Космонавтсен отрячĕн командирĕ пирĕн районпа çыхăну тытасси Н.Г. Григорьевран та килнĕ.

Пирĕн икĕ ентеш _ республикăн Министрсен Канашĕнче чи яваплă вырăнсенче тăрăшнă Л.П. Прокопьевпа Г.С. Сидоров хамăр суйлавçăсем Раççей Федерацийĕн Аслă Канашĕн депутачĕ А.Г. Николаев умне лартакан ыйтусене пурнăçа кĕртес енĕпе те алла-аллăн ĕçленĕ, Шуршăл ялне, унти вăтам шкул çуртне çĕнĕ сăн-сăпат кĕртес тĕлĕшпе те пĕр тĕллевлĕн вăй хунă. Депутатăмăр хăй те тăтăшах килсе çÿренĕ, унтăн ĕç кăтартăвĕсемпе интересленсех тăнă.

Пирĕн ентешсемшĕн унпа тĕл пулни, унпа канашлани сумлă та хисеплĕ шутланнă. Красноармейски районĕн администраци пуçлăхĕ С.А. Николаев, «Трак ен» ентешлĕхĕн ертÿçи А.Н. Львов, «Трак ен» компанисен управляющийĕ В.П. Петров та çĕршывăн виççĕмĕш космонавчĕпе туслă пулнă.

Паллă ĕнтĕ, Трак тăрăхĕ ÿнер ăстисемпе пуян. Андриянăмăр сăнарне литературăпа искусство палăкĕ туса хурас ăнтăлура вĕсем уйрăмах пуçаруллă пулчĕç. Раççей халăх артисчĕ, СССР патшалăх премийĕн лауреачĕ Ф.М. Лукин композитор, Çавалçырма енĕнче çуралса ÿснĕскер, чăваш кăйкăрне темиçе юрă халалланă. Вĕсенче _ халăх хăйĕн ывăлне мĕнле юратни, унпа мăнаçланни, унăн тĕнче умĕнчи ырă тĕслĕхĕпе хавхаланни курăнса тăрать. Çав юрăсенчен пĕрне, «Паттăр Андриян» ятлине, Филипп Миронович хăйсемпе кÿршĕллĕ Танăш ялĕн ывăлĕн Юрий Сементерĕн сăввипе çырнă. Хăй вăхăтĕнче çав юрра пĕрлештернĕ хор республикăри акатуйра çав тери çĕкленÿллĕн юрларĕ:

Шуршăлтан салам яратпăр,

Шур Шупашкартан,

Юрăра сана мухтатпăр,

Паттăр Андриян.

Чĕререн тухнă сăмахсем Лакрей вăрманĕнчи ватă юмансен пилĕпе тĕнче уçлăхĕн аслă ытамне вĕçсе кайрĕç.

Сементер тенĕрен, космос вĕçевĕн теми ун пултарулăхĕнче те паллă вырăн йышăнать. Сăмахран, «Икĕ çăлтăр» сăвă, Андриян Николаевпа Павел Поповича халалланăскер, миçе хутчен пичетленмерĕ-ши хамăр çĕршыври, Украинăри тата ытти çĕршывсенчи тĕрлĕрен кăларăмсенче; Андриян Николаев тытса пыракан «Восток-3» сывлăш карапĕ уçлăха тухнă чухне Сементер хăй те Эльба шывĕ хĕрринче çар хĕсметĕнче тăнă. Çав кун, 1962 çулхи август уйăхĕн 11-мĕшĕнче, вăл шăпах нарядра _ уйрăм батальонăн хурал пуçлăхĕ пулнă. Хурал пуçлăхĕ çĕрĕпе çывăрмасть. Ирхи апат хыççăн çеç канма выртать. Тин кăна тĕлĕрсе кайнă Танăш йĕкĕчĕ, хăпăл-хапăл сырса илеççĕ ăна салтаксем, çĕклесе тенĕ пек урама илсе тухаççĕ, «урра!» кăшкăрса сывлăша ывăтаççĕ.

_ Мĕн пулнă? Мĕн алхасатăр? _ тĕлĕнсе ыйтать чăваш ачи, кĕçĕн командир.

_ Сирĕн ентешĕр, Андриян Николаев, космоса вĕçсе хăпарнă. Ун вырăнне эпир хамăр хушăри чăваша саламлатпăр! _ тенĕ вырăс, украин, туркмен, узбек ачисем.

Тепĕр кунне, Павел Попович подполковник вĕçсе хăпарсан, Украин ачисене те çавнашкалах саламлаççĕ салтаксем. Шăпах çав самантсене сăнланă та Юрий Сементер «Икĕ çăлтăр» сăввинче.

Планер спорчĕн ăсти пулнă Элли Юрьев пултарулăхĕ Совет Союзĕн Геройĕ ятне икĕ хутчен илнĕ ентешĕмĕр сăнарне сăрăллă ÿкерÿре, кĕнеке графикинче, концерт афишисенче туллин кăтартассипе çыхăннă. Сăмах май каласан, Шуршăл ачин тĕнче уçлăхне вĕçсе кайичченхи сарăхса тĕссĕрленнĕ сăн ÿкерчĕкĕсем йăлтах Элли Михайловичăн ăста алли витĕр çĕнелсе тухнă, тĕнчери чаплă кăларăмсенче хăйсен вырăнне йышăннă. Николаевпа Юрьев иккĕшĕ те Шупашкар хулин Хисеплĕ гражданĕсем пулнă май, пĕр-пĕринпе час-часах курнăçнă, туслă пурăннă.

Очкасси ялĕнче çуралса ÿснĕ Раиса Федорова Мария Ухсай пьеси тăрăх лартнă «Унтрийка» спектакльте космонавтăн хĕр тантăшĕн рольне хăйне евĕрлĕ сăнлать.

2004 çулхи июльте Андриянăмăр Шупашкарта çĕршыври ял спортсменĕсен черетлĕ ăмăртăвне тĕп судья пулса хутшăнчĕ. Вăхăчĕ сахал пулин те Андриян Григорьевич Красноармейски районĕнчи спортсменсен ушкăнĕпе тĕл пулма май тупрĕ.

Исмай Исемпек.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика