09 сентября 2009 г.
Патшалăх Думин председателĕ Борис Грызлов:
«Рынока сив чир чĕтретет» йышши куллен илтĕнекен сăмахсем чăна тухма пуçларĕç. «Сысна грипĕн» эпидемийĕнчен хăраса сехĕрленнĕ инвесторсем акцисемпе нефть рынокĕсене пĕтĕм тĕнчипех ишĕлтерсе пĕтерчĕç. Çакă, специалистсем каланă тăрăх, экономикăна аркатма тытăннă пирвайхи утăм кăна-ха. Вăл тата тăсăлсан хăш-пĕр çĕршыва кризис путлăхне тата ытларах путарма, теприсене вара пачах тепĕр май, унран тухмашкăн пулăшма пултарать.
Пĕр шутласан, мĕнле çыхăну пулма пултарĕ-ха сыснасенчен çынсене куçнă чирпе экономика хушшинче; Пур иккен. Тата питĕ тÿрĕ çыхăну. Çакна ĕненме биржа кăтартăвĕсене пăхни те çителĕклĕ. Унти температурăпа йĕркеллех мар тем _ фонд индексĕсем харăссăн персе анчĕç, месерле кайса ÿкрĕç. Анчах та чи нумай асапланаканни _ нефть. Вăл пĕр кунта 5 процент йÿнелсе пĕр баррельшĕн 50 доллартан та аяларах лакса ларчĕ. Ун вырăнне долларсем, Америкăри Пĕрлешÿллĕ Штатсен казначействин облигацийĕсем тата ылтăн хакланаççĕ. Инвесторсем хăнăхнă йăлипе вĕсене чи шанчăклă активсем тесе шутлаççĕ.
_ Спекулянтсем тĕнчери мĕнпур фонд лаптăкĕсенче Мексикăри «сысна грипĕн» эпидемийĕ çинчен пĕлтернисене питĕ пăлханса йышăнчĕç, халĕ укçисене чи шанчăклă активсене куçарасшăн, _ каласа парать «Олма» инвесткомпанин акцисен уйрăмĕн пуçлăхĕ Д. Кулаков.
Паллах, чи пысăк нуша тÿсекенĕ Мексикăри песо. Тинтерех кăна-ха вăл 1,6 процент йÿнелчĕ. Анчах ку та чикĕ пулман-мĕн: каярахпа Мексика валюти тата 2 процент чакрĕ. Хĕвел анăçĕнчи хăш-пĕр эксперт Пĕрлешÿллĕ Штатсем çакнашкал лару-тăрупа усă курса çĕнĕ валюта _ амеро _ вăя кĕртме пултараççĕ тесе шутлать. Вăл Америкăн, Мексикăн тата Канадăн укçа единицисене пĕрлештерсе тăмалла. Ку чăннипех те çапла пулса тухсан Америка долларĕн вăйĕ чакать. Штатсен темиçе триллионлă парăмĕсем хăвăрт йÿнелеççĕ.
«Сысна грипне» асăннă сценарие экран çинчи пек кăтартма ятарласа тунă тейĕн çав. Кĕçех тата Пĕрлешÿллĕ Штатсен президенчĕ Барак Обама халăха кризиспа кĕрешмелли çĕнĕ майсемпе паллаштарĕ. Амеро çинчен каласшăн мар-ши вăл;
Кирек мĕнле пулсан та, экономика енчен пăхсан, тĕрлĕ мур чирĕсен историне яланах ятарласа пăхса çырнă пек хатĕрлеççĕ. 2003 çулхи хĕлле те хальхи пекех пулнăччĕ. Ун чухне Мексика грипĕ вырăнне халăха Китайри атипичнăй пневмони хăратнăччĕ. Ăна пула Китай темиçе миллиардлă тăкаксем тÿснĕччĕ. Пĕтĕмĕшле илсен инфекци ашкăнăвĕ çĕршыва шалти пĕтĕм продуктăн çулталăкри ÿсĕмĕн 1-2 проценчĕ чухлĕ çухату кÿнĕ. Халĕ те-ха тĕрлĕ çĕршывра пурăнакан чылай çын китаецсене алă тытма хăрать. Чир калăпăшĕ тĕнчипех сехĕрленсе ÿкмелле хăрушă пулман та-мĕн. 8 уйăхра 8,5 пин çын чирленĕ, вĕсенчен 813-шĕ вилнĕ.
Мексикăри сысна грипĕнчен хăраса ÿкни камшăн тупăшлă-ши; Чи малтанах _ фармацевт компанийĕсемшĕн пек туйăнать. Паян шăпах вĕсем пире тонни-тоннипе грипа хирĕçле «тен, кун йышши гриппа кĕрешмеллисене те мар» эмелсемпе вакцинăсем, марля çыххисем сутса пуяççĕ.
_ Европăпа Бразилири сысна ашĕн экспортерĕсем те тупăш кураççĕ, _ тет Раççей Наукăсен Академийĕн Латинла Америка институчĕн директорĕн çумĕ В. Теперман. _ Çакă ĕне-вăкăр, чăх-чĕп ашĕ туса илекенсемпе пулăçсене те услам кÿрĕ.
Грипп шăв-шавне кăлармашкăн чи пысăк спекулянтсем хĕтĕртме пултараççĕ. Камсем-ха вĕсем; Паллах, темиçе çĕр миллиард долларлă капитал çавăрттаракан компанисен ертÿçисем. Вĕсенчен чи палли Джордж Сорос. Вăл 1992 çулхи сентябрьте акăлчансен фунчĕ чакнипе усă курса пĕр кунра миллиард ытла доллар ĕçлесе илнĕ. Британи правительстви ăна наци валютин курсĕ 12 процент йÿнелнишĕн нумай вăхăт каçармасăр пурăннă. Сорос йышши спекулянтсем Мексикăри гриппа та çавăн пек усă курса пуйма пултараççĕ. Вĕсемшĕн валюта курсĕ чакнă пек выляни те çителĕклĕ, ыттине халăх сехĕрленсе ÿкни тăвать _ акцисем хакне çухатнипе вĕсем çĕнĕ миллиардсем ĕçлесе илеççĕ.
Çак самантпа Америкăри Пĕрлешÿллĕ Штатсем те усă курма пултараççĕ. Çĕнĕ грипран хăраса ÿкни çынсене çаплах япăхланса пыракан экономика лару-тăрăвĕнчен пăрать. Çав вăхăтрах американецсене укçисене çĕнĕ эмелсем, марля маскисем туянмашкăн, врачсене чĕнсе илмешкĕн, «йывăр кунсем» валли апат-çимĕç саппасламашкăн тăкаклама хистет. Çапла вара Америка экономикин чи çивĕч ыйтăвне _ потребительсен туянаслăхĕ чакнине татса пама та май килет.
Атьăр-ха кăшт лăпланар та шухăшлар, çавăн пекех хăрушă-ши пире сехĕрлентермеллех сăнласа кăтартакан «сысна грипĕ»?
- Çакна эпĕ нумай вырăнта е чылай çĕршывра сарăлнă ерекен чир тесе шутламастăп. Çакă вăл çĕнĕ вирус та мар. Сăмах кунта 1933 çултах тупса палăртнă H1N1 вирусăн çĕнĕ тĕсĕ çинчен пырать. Халĕ Мексикăра сарăлнă вирус, тен, 60-70 процент çĕнелнĕ пулĕ. Çапах та вăл эпир халиччен курман-илтмен, пач çĕнĕ вирус мар, - шантарсах калать Генуэзи университечĕн профессорĕ Пьетро Кровари.