АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сальмонеллезран сыхлан

21 августа 2009 г.

 Чăваш Республикинче инфекциллĕ тата паразитсем саракан чирсемпе чирлекенсен шучĕ кăçалхи пĕрремĕш çур çулта пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 5,0 процент ÿсрĕ. Пыршă чирĕсемпе аптракансен йышĕ 7 процент чакрĕ. Кăçалхи 6 уйăхра республикăра 98 çынăнне сальмонеллез тупса палăртнă. Иртнĕ çулта 132 тĕслĕх пулнăччĕ.

Сальмонеллез - пыршăсен инфекциллĕ чирĕ. Вăл апат-çимĕçпе наркăмăшланнă евĕр кăмăла пăтратать, хăстарать, хырăма ыраттарать, шăнтать, температурăна хăпартать. Ăна ертекен микробсем тăпрара, шывра, апат-çимĕçре çăмăллăнах нумай вăхăт пурăнма пултараççĕ. Сăмахран, тăпрапа тислĕкре _ 4-5, шывра 1 уйăх таран. Апат-çимĕçре вара хăйсене тата та лайăхрах туяççĕ, хăвăрт ĕрчеççĕ.

Инфекци çăл куçĕ _ килти выльăх-чĕрлĕхпе кайăксем, çынсем.

Сальмонеллез апат-çимĕç урлă та сарăлать. Ку енĕпе уйрăмах çăмарта, чăх ашĕ, какай фаршĕ тата çăмарта хушса пĕçернĕ тортсемпе ытти çимĕç хăрушă. Чĕрчунсен ашĕ çак инфекципе чылай чухне пуснă, тирпейленĕ тата упранă чухне сиенленет. Чир таса мар алăсенчен те ерет. Çуллахи вăхăтра, сывлăш температури 20 градусран вĕрирех пулсан çăмартасене уçă вырăнта «пасарта, автомобиль çинчен» сутни хăрушлăха татах ÿстерет.

Аптранисенчен нумайăшĕ çак чир сăлтавне чăх çăмартисем «чĕрĕлле, ăшаласа, чăмăрла пĕçерсе» çинипе çыхăнтарать. Теприсем япăхрах пĕçернĕ, тĕтĕмленĕ, ăшаланă чăх ашне тата унран пĕçернĕ студене айăплаççĕ.

Сальмонеллезран сыхланас тесен продуктсене кирлĕ таран температурăпа лайăх пĕçермелле. Апат-çимĕç хатĕрленĕ чухне çак сĕнÿсене шута илмелле:

_ продуктсене туяннă чухне вĕсен управ вăхăтне пăхмалла;

_ туяннă продуктсене кашнине уйрăм пакета ямалла;

_ аш-какая вĕттĕнрех вакласа 45-60 минут пĕçермелле, фаршран хатĕрлекен апата лайăх ăшаламалла;

- чĕрĕ е шĕвĕ пĕçернĕ çăмарта çимелле мар.

Чир пуçланнине, унăн пирвайхи паллисене, хырăм ыратнине, шĕвелнине, хăсас килнине, температура хăпарнине сиссен хăвăр тĕллĕн ан сипленĕр, çийĕнчех тухтăр патне кайăр.

А. Дьячков, «Чăваш Ен» гигиенăпа эпидемиологи центрĕн халăха гигиена енĕпе вĕрентекен уйрăмĕн пуçлăхĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика