21 августа 2009 г.
Ял хуçалăхĕнче механизатор яланах тĕп вырăнта. Çакă халĕ ĕçлекенсем сахалланса пынă вăхăтра пушшех те сисĕнет. Акă паян та шоферсем, трактористсемпе комбайнерсем иртен пуçласа каçчен хирте, ăнса пулнă культурăсене тăкаксăр пухса кĕртме, çитес çулхи тыр-пулăн никĕсне хурса хăварма тăрăшаççĕ. Анчах вĕсен хăйсен сывлăхĕ пирки те тимлĕ шутламалла.
Механизатор ĕçĕ-хĕлĕ кăткăс та йывăр, чылай вăй-хал, ăс-тăн пултарулăхĕ кирлĕ ăна. Çавăнпа та кун йĕркине, кану тата апатлану вăхăтне çирĕп пăхăнни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Талăкра механизаторăн апатпа пĕрле 3600 ккал илмелле. Çакна 100 г белок «аш-какай, пулă, тăпăрчă...», 132 г çу «услам çу тата ытти те», 500 г углевод «çĕр улми, сахăр, çăкăр...» çисе тивĕçтерме пулать.
Апат организмра лайăх ирĕлтĕр тесен витаминсемпе микроэлементсем те çителĕклĕ пулмалла. Вĕсем пахча çимĕçпе улма-çырлара йышлă.
Хĕрÿ вырма вăхăтĕнче, ĕç кунĕ вăрăм чухне çак йĕркепе апатлансан аван: 3-4 сехетсенче _ пĕрремĕш ирхи апат, 7-8 сехетсенче _ иккĕмĕш ирхи апат, 14 сехетре _ кăнтăрлахи апатлану, 20 сехетре каçхи апат тумалла.
Темле пулсан та килтен илсе тухнă типĕ апат çинипе çылахмалла мар. Вăл вар-хырăма пысăк сиен кÿрет, гастрит, язва тата ытти чир пуçланма пултараççĕ. Тепĕр сĕнÿ те вырăнлă пек туйăнать: апат хатĕрлеме пăсăлман çимĕçсемпе, тинтерех пухнă улма-çырлапа усă курмалла, çиес умĕн алăсене супăньпе лайăх çуса тасатмалла.
Ĕçе лайăх канса тухмалла. Талăкра 7-8 сехетрен кая мар çывăрмалла. Сахалрах çывăрсан çын халсăрланать, хастарлăхне çухатать.
Талăкри чи вĕри вăхăта «13-15 сехетсенче» апатланса е ятарласа хатĕрленĕ сулхăнра канса ирттерни аван.
Шăрăхра ĕçес килсех тăрать. Çак туйăма кăштах тăвар хушнă шыв «1 литр шыва пĕр чей кашăкĕ тăвар ямалла», лайăх ирттерет. Унсăр пуçне вăл тарланипе тухнă тăвар пайне те саплаштарать. Тăварсемпе витаминсем çухалнине çăкăр квасĕ, çырла компочĕ, симĕс чей тавăраççĕ.
Механизаторăн час-часах тусан айĕнче ĕçлеме тивет. Сăмсан е карланкăн лăймакаллă сийĕсене лексе, куçа кĕрсе вăл вĕсене сиенлеме, чирлеттерме пултарать. Сывлăш органĕсене тусанран респиратор «тĕслĕхрен, «лепесток»» уйрăмах лайăх упрать. Марля çыххипе те усă курма юрать, куçа куçлăхпа хÿтĕлемелле.
Ÿт çине лекнĕ тусан тата техника пайĕсене сĕрмелли çу тар тата çу тухмалли çулсене пÿлсе лартаççĕ. Алăсене пÿрлентерекен микробсем тасамарлăха кăна кĕтеççĕ, хăйсене унта питĕ лайăх туяççĕ. Кун пек чухне ÿте кăшт шăйăрттарни е кастарни те пÿрлĕ сурана куçма пултарать. Эппин, ÿт çинчи чи пĕчĕк сурана та çийĕнчех йодпа е бриллиантлă симĕс шĕвекпе «зеленка» сĕрмелле. Мĕнле те пулин сăлтавпа вĕсем ал айĕнче пулмасан шăнăр курăкĕпе усă курмалла.Çул, сукмак хĕррисенче яланах йышлă ÿсет вăл.
Ÿт сиенленесрен ятарлă хÿтĕленмелли «силикон» йышши пастăсемпе кремсем пур.
Шел те, ял хуçалăх машинисемпе ĕçленĕ чухне хăрушсăрлăх техникине пăхăнманран пысăк инкексем те сиксе тухаççĕ. Шурă эрех юнра 50-100 грамм пулни те тимлĕхе тата çаврăнăçулăха нумай чакарать. Çакă механизатора лару-тăрăва тĕрĕс хаклама та чăрмантарать.
Гигиенăн чи ансат правилисене те пулин пурнăçлани сывлăха çирĕплетме, чылай инкекрен хăтăлма пулăшать. Эппин, çакна яланах шута илесчĕ.
«Чăваш Ен» гигиенăпа эпидемиологи центрĕн Улатăрти уйрăмĕн санитари врачĕн пулăшаканĕ.
О. Алексеев.