21 августа 2009 г.
Çу вĕçленсе килет. Кăçал вăл утарçăсемшĕн ăнăçлă пулчĕ. Вĕсем пĕлтĕрхинчен 1,5 хута яхăн ытларах пыл илчĕç. Мĕн авалтанах пĕтĕм халăх пыла тата вĕлле хурчĕсен ытти продуктне усăллăхĕшĕн, сиплĕхĕшĕн хакланă, эмел вырăнне усă курнă. Пылак юратакансем сывлăх тата вăрăм ĕмĕр эликсирне хĕл валли вăхăтра, çителĕклĕ хатĕрлеме тăрăшаççĕ. Анчах вĕсене унăн пахалăхĕ иккĕлентерет. Чылай чухне вĕсен шикленĕвне, шанманлăхне телекăларăмсем, хаçатсенчи статьясем тата ултавçăсем те ÿстереççĕ. Анчах та çакă яланах тĕрĕсе килмест. Чăн та ĕнтĕ, пыл тутипе, тĕсĕпе, шăршипе, çăралăхĕпе тĕрлĕрен пулать. Ку вăл çав тавралăхра çитĕнекен тĕрлĕ ÿсен-тăран нектарĕн хутăшĕнчен килет. Пыл пахалăхĕ, çавăн пекех хăçан пухнипе, таврари шăршăпа тата тĕрĕс упранипе те çыхăнса тăрать.
Тăван ялта кÿршĕри ватă хĕрарăм мана 3 литрлă кĕленче савăтра упранакан пĕлтĕрхи пыла хаклама чĕнчĕ. Банкăн тĕпĕнчи пайĕнче шĕвĕ кристалсем курăнаççĕ, çиелти çурри сироп евĕрлĕ. Тути ытла пылак, пĕр йÿçеклĕхсĕр, шăрши те çук. Çемье тусĕ, çывăх пĕлĕшĕм те кăмăлсăр. «Кашни çулах таврари паллă утарçăсенчен пыл туянатăп. Тем хушаççĕ. Вăл халичченхи пек тутлă мар», _ тет вăл, тутанса пăхса хаклама сĕнет. Тĕсне, çăралăхне, тутине кура çакăн пек пĕтĕмлетÿ тăватăп. Пылĕ, чăнах та, хăш-пĕр тутлăх пахалăхĕсене, сиплĕхне çухатнă. Ыйтса пĕлнĕ хыççăн çакă паллă пулчĕ: пыл хĕлĕпех ăшă пÿлĕмре хупă банкăра упраннă-мĕн. Кÿршĕ хĕрарăмĕн вăл хĕвел çути лекекен, 25 градусран та ăшăрах вырăнта, çемье тусĕн ăшă батарейи çумĕнче 40 градус температурăра ларнă.
Çапах та çулăмсăр тĕтĕм тухмасть теççĕ. Тен, пысăк хуласенче çак хаклă продукта çăнăх, крахмал, пурă тата ытти япала хушса пуйма хăтланакан тÿрĕ мар чунлă çынсем те пур. Анчах та эпĕ хамăн ĕмĕрте, юлашки вунă çулта çак ĕçпе тачă çыхăннă пулин те, вĕлле хурчĕсем тытакан нумай тус хушшинче те, пасарта сутакансен йышĕнче те ун пек тĕслĕх курман. Манăн асаттепе атте яланах вĕлле хурчĕсемпе аппаланнă. Çапах та пыла нихăçан та ним те хутăштарман. Вĕсем çуркунне те, малтанхи хут хуртсене сахăр мар «халĕ нумайăшĕ унпа усă кураççĕ» пыл паратчĕç. Сахăр çитерсен хуртсем майĕпенрех аталанаççĕ, маларах халсăрланаççĕ те япăхрах хĕл каçаççĕ. Хăйне хăй хисеплекен, пылшăн вăхăтне те, вăйне те шеллемесĕр пĕтĕм ăсталăхне паракан утарçă хăйĕн продукцине хутăштарса нихăçан та ят-сумне вараламасть.
Çапах та пĕлтерĕшлĕ виçĕ пулăм пирки ытларах чарăнса тăрас килет.
1. Утарçăсемшĕн ăнăçсăр çулсенче вĕсем хуртсене ытларах сахăр сиропĕпе тăрантарнă тĕслĕхсем пур. Паллă ученăй тата утарçă Г.А. Максимов çырнă тăрăх, сахăр пылне те вĕлле хурчĕ хăй хатĕрлет, ăна бактерицидлă тата ытти веществопа пуянлатать. Анчах та ун пек пылăн пахалăхĕ пĕчĕк, мĕншĕн тесен ăна нектар пухса хатĕрлемен, витаминсемпе микроэлементсем сахал. Çавăн йышшине халăх тĕрĕсленĕ ансат меслетпе пĕлме май пур: тин сунă сĕте вĕрилентермелле те унта пĕр кашăк пыл ямалла. Сĕт тăпăрчланни çак пыла чечекрен пухманнине пĕлтерет. Сахăр пылĕ тĕсĕпе те шурă пулать.
Анчах та пурнăçра час-часах «тулли мар пахалăхлă» икĕ тĕрлĕ пыл _ пиçсе çитменни тата çулçă пылĕ «çунă пыл» тĕл пулать. «Тулли мар пахалăхлă» тесе сăмаха вылятарах каларăм: пĕрремĕшĕнне çитменлĕхне пĕтерме май пур, иккĕмĕшне ăстасем ахаль пылран та лайăхрах хаклаççĕ.
2. Пиçсе çитмен пыл хăш-пĕр çул çанталăк условийĕсем питĕ лайăх пирки пулать. Ун пек чухне пыл курăкĕсем харăссăн чечекленсе чылай нектар кăлараççĕ. Çавăнпа та темиçе кун пыл питĕ нумай килет. Утарçăн корпуссем, «магазин» текен рамкăсем çитмеççĕ. Пыл питĕ нумай килсе тăнă пирки карассенче пыл пиçсе ĕлкĕреймест. Хуртсен уйрăлса тухас килет, вĕсем вĕлле айĕнче е вĕçсе килсен лармалли хăма çинче пухăнса çупкăмăн-çупкăмăн çакăнса тăраççĕ. Утарçăсем çакна «хуртсем ĕçлес вырăнне картла выляççĕ», теççĕ. Унăн вара хăш-пĕр рамкăна юхтарса илме тивет. Пиçсе çитмен пыла хупламан савăтра, типĕ, уçăлтарса тăракан пÿлĕмре 7-10 кун тытсан, вăл пулса çитет. Пылра сапаланнă вĕтĕ хăмпăсемпе карас ăвăсĕн вĕтĕ пайĕсем çиеле тухса кăпăкланаççĕ. Вĕсене сĕрсе илсе пыла тап-тасах тума май пур.
3. Çулçă пылĕ. Хăш-пĕр çулсенче, кĕр пуçламăшĕнче типĕ те вĕри кунсем тăнипе йывăçсен «çăка, хăва, улмуççи, ăвăс, çĕмĕрт» çулçисем çинче йăлтăртатакан, çыпăçакан, пылакрах сий курăнать. Халăхра ăна пыл сывлăмĕ теççĕ. Таса çулçă пылĕ çукпа пĕрех. Чылай чухне чечек пылĕнче çулçă пайĕ 5-20 процентран иртмест. Кун пек пыл ыттисенчен çутă, хытсан тĕттĕм хăмăр тĕсĕпе уйрăлса тăрать. Шăрши çунтарнă сахăра аса илтерет, хăйне евĕрлĕ йÿçекрех тутăллă. Хăй вăхăтĕнче пыл продукчĕсене халăх хушшинче сарнă паллă тĕпчевçĕ Иойриш 1976 çулта çапла çырнă: «Пирĕн çĕршывра çулçă пылĕпе çăкăр пĕçернĕ тата канфетсем хатĕрленĕ чухне усă кураççĕ. Химипе минерал тытăмĕн хăй евĕрлĕхĕпе, щелочь пуянлăхĕпе, ăна чылай чиртен сыхланмалли сиплев апачĕ тесе шутлама та юрать». Диетолог врачсенчен нумайăшĕ çулçă пылне ыттисенчен усăллăрах тесе шутлать. Хĕвеланăç Европăра ăна «вăрман пылĕ» теççĕ. Унта вăл чечек пылĕпе танлаштарсан чылай хаклăрах.
Кăçал çулçă пылĕ кăштах пулас шанăç пур. 2007 çулта вăл нумайччĕ. Анчах эпĕ унпа шар куртăм. Ытлашширех пыла юлташсене, паллакан çынсене сутаттăмччĕ. Пĕр пĕлĕш манран çулсерен 3-шер банкă илекенччĕ. Пулать вĕт çавăн пекки: икĕ савăтĕнче таса чечек пылĕ пулнă, виççĕмĕшĕнче _ çулçă пылĕ, хутăшпа. Мĕн чухлĕ ĕнентертĕм эпĕ ăна, улăштарса пама та хатĕрччĕ, анчах хăй килĕшмерĕ, манран пыл туянма пăрахрĕ.
Нумайăшĕ çак хаклă продукта уяв ирттерме, ачасем валли тата чир-чĕртен сипленме туянаççĕ. Кун пек чухне тĕп тĕллев _ шăршине, тутине, сиплес пахалăхне çитес çулччен е ытларах вăхăта упраса хăварасси. Юхтарса илнĕ хыççăн ик-виç уйăхран пыл хытать, çăралать, тĕсĕ улшăнать. Ку вăл çапла пулмалла та.
Пыл температури 10 градус ăшăран пĕчĕкрех çĕрте лайăхрах упранать. Уншăн 0 градусран сивĕрех вырăн та хăрушă мар, усăллă япаласем лайăхах сыхланса юлаççĕ. Упрамалли чи лайăх вырăн нÿхреп тата холодильник. Анчах та эпир холодильника час-часах уçатпăр, хăш чухне ирĕлтерсе ăшăтатпăр. Температура тăруккăн улшăнни вара пыл пахалăхне чакарать. Вăл хĕвел çутине те килĕштермест, тĕрлĕ шăрша лайăх йышăнать. Сăмахран, ăна уçă савăтра тăварланă хăяр банки çумĕнче тытсан пĕр талăкран хăяр тата ыхра шăрши кĕме тытăнать.
Халĕ, экологи енчен кăткăс вăхăтра пыла хула тата транспорт нумай çÿрекен çулсем çывăхĕнчи утарсенчен туянмалла мар. Ун пек вырăнсене вĕлле хурчĕсем хăйсем те килĕштермеççĕ, нумайăшĕ вилет. Нектарпа тата чечек тусанĕпе пĕрле пыла хура тăхлан, кадми хутăшĕсем тата ытти наркăмăшлă япаласем лекеççĕ, рак тата ытти чирсене пуçарса яма пултараççĕ.
Пĕтĕмĕшле илсен çут çанталăкра пыл пек паха продуктсем çукпа пĕрех.
Е.Едранов, биологи наукисен кандидачĕ.