19 августа 2009 г.
Çемьери харкашу час-часах инкекпе вĕçленни паллă. Паллах, кун пек чухне ялан тенĕ пекех çĕнтерÿçĕ - кил хуçи. Вăй питти çынна хирĕç тăма çăмăл мар çав. Анчах хальхинче вара арçынсем мăшăрĕсене тапкă-çупкăпа мар, урăх мелпе «тавăрнă». Канашран Улатăра васкакан тавар пуйăсĕ çула май Йĕпреç районĕнче чарăннă. 34 çулти арçын арăмĕпе чĕрре кĕнĕ хыççăн чукун çул çине таплаттарнă, сыв пуллашса SMS-ка çырнă та рельссем урлă выртнă. Йывăр сурансене пула çавăнтах вилнĕ.
Тата тепĕр тĕслĕх. Шупашкар районĕнчи Тимĕрçырмара пурăнакан арçын эрехпе туслă пулнă, çакă арăмĕн кăмăлне кайман. Вăл мăшăрне «симĕс çĕленрен» ниепле те хăптарайман, ÿкĕтлени, тархаслани те пулăшайман. Упăшки, арăмне тарăхса çитнĕскер, аллине сулнă. Сасартăк унăн пуçĕнче ăссăрла тавăру шухăшĕ çуралнă. Тытнă та тăван килне вут тĕртнĕ. Çулăм самантрах çурта хыпса илнĕ, пушар хуралĕ çитиччен самай сиенлеме ĕлкĕрнĕ.
Машинăна вут хыпнă
Çак кунсенче Етĕрне районĕнчи «Ленинская искра» хуçалăхра чутах хăрушла инкек сиксе тухман. Çапах та хăйĕн йĕрне хăварнах тимсĕр пулни. Кăнтăр тĕлне хуçалăха бензин турттаракан машина вĕçтерсе çитнĕ, горючипе нефть тытмалли савăта пушатма пикеннĕ. Пушар хăрушсăрлăхне пăхăнманни хăйĕн ĕçнех тунă: цистернăн «мăйĕ» хыпса илнĕ. КамАЗ водителĕ хăрушлăха ăнланса çунакан машинăна автозаправка станцийĕнчен хăвăрт хăваласа тухса пушар хуралне чĕнтернĕ. АЗСа вут-çулăмран хăтарнă-ха, анчах техникăна - май килмен. Тăкак 100 пин тенкĕ ытла.
Тилĕ тирĕ пĕркеннĕ усламçă
Çĕнĕ Шупашкарти Т. Баженова пайтаçă электротехника суту-илĕвĕпе аппаланнă. Хаклă таварсем хуçин кĕсйине самай хулăнлатнă. Анчах хĕрарăма тупăшран налук катса юлни килĕшмен. Хайхи налукçăсенчен çине тăрсах усламне пытарма тытăннă. Суя декларацисем тăратса тупăшăн хисепне чылай чакарнă. Çапла майпа 2003-2005 çулсенче 843 пин тенкĕ налук тÿлесе çитермен, е 96 процент таран. Преступлени йĕрне пытарма вăл Раççейри суя предприяти-организаци ячĕпе счет-фактурăсем, документсем хатĕрленĕ, хăех çук пуçлăхсемшĕн алă пусса янă. Михĕри пăшатан çиеле шăтарса тухсан çеç айăпа йышăннă вăл. Усламçă-суеçе çулталăк та ултă уйăхлăха условнăй майпа айăпланă.
Л. Ала.