АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Картиш вылăхсăр чухăн

19 августа 2009 г.

 «Шурă çухавасем», - теççĕ ун пек çынсем пирки ялта. Наяншăн мар, ĕçĕ-хĕлĕ таса, ăшă вырăнпа çыхăннипе. Акă Шупашкар районĕнчи Ишекре Андреевсем ача-пăча учрежденийĕсенче вăй хураççĕ. Кил хуçи, Николай Алексеевич, вырăнти шкулта музыка учителĕнче, мăшăрĕ, Светлана Минична, ача-пăча садĕнче тăрăшать. Çемьере виçĕ хĕр вĕсен. Ольăпа Настя пурнăç çулĕ çине тăнă та ĕнтĕ, кĕçĕнни, Ульяна, иккĕре кăна-ха. Çемье тĕп ĕçре вăй хунипе пĕрлех хушма хуçалăха аталантарма та вăхăт тупать.

- Кирек ăçта тăрăшсан та эпир ял çыннисем. Çĕр çинче пурăнакана вите-сарая пушă лартни килĕшÿллĕ мар, - тет кил хуçи.

Хăтлă та илемлĕ çурт-йĕре Андреевсем хăйсемех çавăрнă. Картишĕнчи клумбăра хĕрлĕ-сарă чечексем куçа илĕртеççĕ. Ешĕл курăк çинче выльăх ури йĕрĕ те курăнмасть.

- Вĕсен хăйсен вырăнĕ, картишĕ, - ман шухăша сиснĕн ăнлантарать Н. Андреев. - Куллен тухса çÿрекен çĕре мĕншĕн варалаттарас?

Унтан вăл пысăках мар калинккене яр! уçрĕ. Çакна çеç кĕтнĕ тейĕн кайăк-кĕшĕк ушкăнĕ - кăшăлтатса кĕме тытăнчĕ. Хайхисем хăйсен чĕлхипе калаçа-калаçа самантрах хуçине хупăрласа илчĕç, вăл апат парасса чăтăмсăррăн кĕтме пикенчĕç. Хурсемпе чăхсем тапăртатса ташласа тăнă вăхăтра çине тăрсах шап-шурă чăмăрккасене шутлама тытăнтăм. Çук, вĕçне-хĕрне тупаймарăм. Унталла-кунталла куçакансене асăрхаса ĕлкĕрме те йывăр.

- Хурсемпе бройлер чăххисене алла яхăн тытатпăр, - терĕ Н. Андреев, куç ÿкесрен тĕп-тĕрĕсне калама тăхтарĕ.

Унсăр пуçне сысна, ĕне выльăх та усраççĕ. Кăçал ĕнесен хисепне тăватта çитерме шутланă-мĕн Андреевсем. Шел, кĕтмен инкек ĕмĕте çапса хуçнă. Кĕтĕве янă çамрăк тына организмĕ çирĕпленсе çитеймесĕрех пĕтĕленсе юлнă иккен. Анчах пăрулама вăй çитереймен.

- Çапах çывăх вăхăтсенче йыша ÿстеретпĕрех, - каялла чакмасть кил хуçи. - Сĕт хаклă пулмасан та куллен тупăш паракан çăлкуç.

Çулсерен аш-какай та ик çĕр килограма яхăн туса илет çемье.

- Ун чухлĕ çимĕçе ăçта вырнаçтаратăр?

- Çемьене те сахал мар кирлĕ, - тет Николай Алексеевич. - Ытлашшине вара халăха сутатпăр. Пирĕн Ишек пасарĕ юнашарах та, аван. Пĕлтĕр акă пĕр хур 700-800 тенке кайрĕ.

Çĕр улми, пахча çимĕç те çитĕнтерсе сутать туслă кил-йыш. Çĕр лаптăкĕ те пĕчĕк мар, 4 гектар ытла. Унта выльăх апачĕ туса илеççĕ. Хăйсен техника çуккипе кансĕртерех, паллах, ыттисенчен пулăшу ыйтма тивет.

- Пур çĕре те çитме, ĕлкĕрме йывăр мар-и?

- Пĕччен мар вĕт, мăшăрпа, ачасемпе пĕрле алла-аллăн тытăнса ĕçлетпĕр. Çакă çемьене çирĕплетет кăна. Хĕрĕмсем те укçа-тенкĕ мĕнле килнине ачаран курса-пĕлсе ÿсеççĕ. Хушма хуçалăх вĕсемшĕн те тупăш илмелли тепĕр çăлкуç. Ÿркенмесен ăста пулнă, ĕçе хăнăхни малашне пулăшĕ çеç. Кирек мĕнле специальность алла илсен те çĕр ĕçĕнчен пăрăнмĕç тетĕп.

 Л. Никитина.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика