19 августа 2009 г.
Шупашкар район прокуратури районти предприятисенче ĕç укçипе вăхăтра тивĕçтерес енĕпе саккуна мĕнле пăхăннине тĕрĕслесех тăрать.
Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн «Приволжское» вĕренÿ хуçалăхĕнче тĕрĕслев ирттернĕ чухне кунта 31 çынна кăçалхи июлĕн 27-мĕшĕ тĕлне июньте ĕçленĕшĕн 214 пин тенкĕ тÿлесе çитерейменнине палăртнă. Ĕçлев ушкăнĕ йышăннипе район прокурорĕ «Приволжское» вĕренÿ хуçалăхĕн пуçлăхĕ ячĕпе çитменлĕхсене пĕтересси, айăплисене дисциплина енĕпе явап тыттарасси çинчен представлени тăратнă. Прокурор хутшăннă хыççăн предприятире шалу енĕпе парăма тÿлесе татнă.
Акционерсен «Утес» санатори» хупă пĕрлешĕвĕнче акă 141 çын июнь уйăхĕшĕн пĕтĕмĕшле 171 пин тенкĕ шалу илеймен. Вĕсен прависене район прокурорĕн хÿтĕлеме тивнĕ. Вăл предприяти пуçлăхĕ А.М. Федоров административлă правăна пăснă пирки Раççей Федерацийĕн Административлă правăсен кодексĕн 5.27 статйин 1-мĕш пайĕпе килĕшÿллĕн ĕç пуçарнă.
Т. Михайлова, район прокурорĕн пулăшаканĕ, 3 класлă юрист.