АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял хуçалăхне - тивĕçлĕ пулăшу

19 августа 2009 г.

 Раççейре, территорин 23,6 процентне ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ ана-çаран йышăнакан патшалăхра, экономикăна аталантарас ĕçре çĕр яланах тĕп ыйту шутланнă. Çакна та каламалла, ял хуçалăхĕ кризиса пăхмасăр хальлĕхе тăхăр вуннăмĕш çулсенчи пек путма тытăнас хăрушлăх çук-ха. Пачах урăхла, 2009 çулхи июнь уйăхĕнче ял хуçалăх продукцийĕн калăпăшĕ 151,1 миллиард тенкĕпе танлашнă, пĕрремĕш çур çулта - 669,8 миллиард тенкĕпе. Асăннă кăтартусенче ял хуçалăхне кредитланин пĕлтерĕшĕ мĕнле-ши тата патшалăх отрасле епле пулăшса пыма шутлать - çакăн пирки Раççей ял хуçалăх банкĕн правленийĕн председателĕ Юрий Трушин каласа парать.

- Юрий Владимирович, Раççей ял хуçалăх банкĕ кризис условийĕнче мĕнле ĕçлет? Кредит программине кĕскетме, заемщиксенчен çирĕпрех ыйтма тивмерĕ-и?

- Заемщиксем пирки эпир нимĕнле ятарлă мера та йышăнман, пирĕн стандартлă кредит условийĕсем, кризис тапхăрĕнче вĕсене çирĕпрех пурнăçлама ыйтнă теме çеç юрать. Çитменнине, хăш-пĕр çăмăллăх та паратпăр. Банксем кредит срокне тăсас, реструктуризацилес ыйтусене те васкавлă майпа пăхса тухма тытăнчĕç. Кĕске вăхăтлăх кредит срокне ултă уйăх таран тăсатпăр, вĕсене патшалăх та субсидилет. Вăрах вăхăтлăх кредитсене те реструктуризацилеççĕ, вĕсене татас вăхăта 3 çул таран тăсаççĕ.

Пирĕн ĕç-хĕле илес пулсан, пĕрремĕш çур çулта Раççей ял хуçалăх банкĕн кредит портфелĕ 20 процент ÿсрĕ. Правительство хушăвĕпе вара уйăхра портфеле 2 процент ÿстермеллеччĕ. Банк лартнă тĕллевсене 1,5 хут тултарнă. Кризис ял хуçалăх продукцийĕ туса илес калăпăша, ялти пурнăç шайне ан чакартăр тата ан япăхлаттăр. Çавăнпа Раççей ял хуçалăх банкĕ хальхи кăткăс условисенче агропромышленность комплексне тата ял халăхне кредит парса пулăшас калăпăш ÿссе пынине сыхласа хăварас тĕлĕшпе комплекслă мерăсем йышăннă.

Раççей ял хуçалăх банкĕ кредит программисене чакармасть, çĕнĕ проектсенчен те пăрăнмасть. Эпир договор условийĕсемпе процент ставкине ÿстерессине те пăхмарăмăр, çаплипех хăварнă. Унăн кăтартăвĕ - паян Раççей ял хуçалăх банкĕ, çĕршыври кредитлакан ытти банксемпе илсен, АПК предприятийĕсене çурри ытла кредитпа тивĕçтернĕ.

- 2008 çулта патшалăх Раççей ял хуçалăх банкне 25 миллиард тенкĕ субординланă кредит уйăрнă, кăçалхи февраль уйăхĕнче устав капиталне 45 миллиард тенкĕ ÿстернĕ. Укçа-тенкĕ яла çитнĕ-и?

- 30 кунра ял хуçалăх продукчĕ туса илекенсем патне мĕнпурĕ 25 миллиард тенкĕ çитернĕ. Çакăн хыççăн кредит вунă хут ытларах панă. Июньте кăна АПКна 23 миллиард тенкĕлĕх кредит уйăрнă, е вăтамран эрнере 6 миллиард тенке яхăн. Устав капиталне ÿстерме панă 45 миллиардран 40 миллиард тенки тĕш тырă рынокне йĕркелеме кайнă. Кăçалхи январь-июль уйăхĕсенче банк экономикин секторне пурĕ 200 миллиард тенкĕ кредит ресурсĕсем янă. Çурхи ака-суха ĕçĕсене хатĕрленсе ирттерме çеç çулталăк пуçланнăранпа аграрисене кредит 71 миллиард тенкĕ уйăрнă. 2009 çулхи тухăç валли сезон ĕçĕ-хĕлне ирттерме вара пурĕ 100 миллиард тенкĕлĕх кредитланă.

Банк АПКн пĕчĕк формăллă хуçалăхĕсене те кредитпа пулăшать. Сăмахран, хресчен «фермер» хуçалăхĕсене 3 пин кредит, 7,5 миллиард тенкĕлĕх, уйăрнă. Хушма хуçалăх тытса пыракан граждансемпе 53 пин кредит килĕшĕвĕ, 9,1 миллиард тенкĕлĕх тунă. Ял хуçалăх потребитель кооперативĕсене 2,3 миллиард тенкĕлĕх кредитпа тивĕçтернĕ.

- Пин-пин гектар çĕрлĕ пысăк агропромышленность холдингĕсем панкрута тухма пултарĕç-ши?

- Пысăк агропромышленность холдингĕсемпе тĕрлĕ банк ĕçлет. Паллах, парăма çийĕнчех татса пымасан пурлăха та çухатма пултарĕç. Хальхи вăхăтра пĕр пысăк предприятие те панкрут кĕтмест тесе шутлатăп.

- Президент тата премьер сĕнĕвĕсене шута илсе банк кредит ставкисене пĕчĕклетессине пăхса тухма хатĕр-и?

- Ставкăсене 20 процента çитерме тытăнсан Раççей ял хуçалăх банкĕ çирĕп чикĕ лартрĕ - АПКна кĕмен предприятисемшĕн чи пысăк хисеп 18-19 процентран ытлашши пулмалла мар. Çывăх вăхăтра ăна 17 процента çитересшĕн. Ыттисене «фермер, уйрăм хуçалăхсене» вара 16 процентпа кредитлатпăр. Раççей ял хуçалăх банкĕн вĕрентÿ кредичĕн процент ставки - 13.

- Сирĕн шутăрпа, мĕнле самантсенче кредит илесси ÿсме пултарать?

- Яланхилле сезонра кредит илесси ÿсни пысăк улшăнусемех тăваймасть. Тĕш тырăпа ĕçлекен предприятисем, паллах, çуркунне акма, халĕ пуçтарса кĕртме кредит илеççĕ. Продукцие тирпейлекен предприятисем вара хатĕрленÿ тапхăрĕнче.

- Юрий Владимирович, Раççей ял хуçалăх банкĕ правительство çĕршыври автомобиль промышленноçне пулăшма йышăннă мерăсене пурнăçа кĕртме те хутшăнать. Çакă банка кирлех-ши? Мĕншĕн тесен вăл сирĕн бизнес мар вĕт.

- Çапла, ку çĕнĕ программа. Çак ыйтупа тÿррĕн татса калама йывăр: ку пирĕн бизнес е çук. Енчен çĕршыври автопром пĕтсен, пурте нумай çухатма пултараççĕ. Чи малтан ялта пурăнакансем. Шăпах унта - ялсемпе пĕчĕк хуласенче - Раççей автомобилĕсемпе анлă усă кураççĕ. Унта ют çĕршывра кăларнине сайра-хутра кăна асăрхатăн.

Эпир унччен те хресченсене автомобиль транспорчĕ туянма кредитланă. Ял çыннисем «Жигули», «Волга», «Газель» машинăсене ытларах килĕштернĕрен Раççей ял хуçалăх банкĕ хамăр çĕршывра туса кăларнă машинăсене илме кредит малалла та парать. Çак программăпа банк хресченсене кăна мар, хулара пурăнакансене те кредитлать.

- Патшалăх пулăшăвне шута илсен автокредитлас программа ăнăçлăхĕ мĕнле-ши?

- Программа пирки пĕтĕмĕшле калама пултараймастăп. Анчах кризисăн икĕ тÿнтер енĕ пур. Пĕрремĕшĕ - укçа çукки, иккĕмĕш - укçа хумалли. Кризис вăхăтĕнче пысăк япала туянни яланхи пек укçана лайăх вырнаçтарни темелле. Инфляци укçана çав-çавах çăтса ярать. Çăмăллăх кредичĕпе тунине шута илсен аван та.

- Кредит тавăрма яланах йывăр пулнă. Çакă шухăшлаттарать пулĕ?

- Вăхăтра тÿлейменнисен проценчĕ пирĕн яланах сахал. 2008 çулта банка çийĕнчех тÿлесе татайманнисен йышĕ 1,9 процент пулнă, халĕ - 2,4 процент, е çĕршыври кăтартуран 1,5-2 хут пĕчĕкрех. Пирĕн кредит пулăшнипе туса илекен ял хуçалăх продукцине магазин сентрисем çине çитерессе, тупăш илессе, эппин, парăмпа татăласса та шанса тăратпăр.

Апат çиес тытăм та улшăнать. Эпир ытларах кредитлакан, хамăр çĕршывра туса кăларакан апат-çимĕçе хапăлласа туяннă. Рынока лайăх йĕркелесен мĕнпур продукци сутăнмалла. Пирĕн тĕллев паян - банк тивĕçтерекен предприятисене пулăшасси, вĕсем малашне те йĕркеллĕ ĕçлесе продукци туса илччĕр, ăна сутма çул уçасси. Çак енĕпе суту-илĕве, тивĕçтерес-сутас енĕпе, склад организацийĕсене пулăшма кредитлас программа ĕçлеме тытăннă.

Шел, экспертсем тÿлейменнисен йышĕ малашне те пысăк пулма пултарассине палăртаççĕ. Эпир кун пек лару-тăрăва хатĕрленетпĕр. Парăма вăхăтра татайманнисен хисепне чакарма кашни клиентпа уйрăммăн ĕçлетпĕр. Сăлтава, лару-тăрăва шута илсе кредита реструктуризацилеме те майсем тупатпăр.

- Раççей ял хуçалăх банкĕ парăма тавăрас ĕçре мĕнле схемăпа усă курать?

- Практикăра пухăннă пур мелпе те. Пĕрремĕшĕ, салук пурлăхĕ. Иккĕмĕшĕ, гаранти, страхлавсем. Акци пирĕншĕн хушма тивĕçтерÿ.

- Совет тапхăрĕнче, эсир СССР Патшалăх банкĕнче тата Агропромбанкра ĕçленĕ вăхăтра патшалăх АПКна аталантарма укçа-тенкĕ чылай уйăрнă. Шел, çакă Апат-çимĕç программине туллин пурнăçлама май паман. Халĕ АПКна финанслассине тата кредитлассине ÿстерни укçа-тенке тĕпсĕр шăтăка сиктерни патне çитермĕ-и?

- Ял хуçалăхне тĕпсĕр шăтăкпа танлаштарни тĕрĕс теместĕп. Паян çакă усăллă, пайталлă бизнес, кризис условийĕсенче те ăна аталанма лайăх майсем пур. Аса илтеретĕп, Росстат кăтартăвĕ тăрăх, 2009 çулхи январь-май уйăхĕсенче Раççейре ял хуçалăх таварĕ туса илесси, çĕршыв экономикин ытти отраслĕсемпе танлаштарсан, чакман, пач урăхла, пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 1,2 хут ÿснĕ.

Совет влаçĕ вăхăтĕнче магазинра апат-çимĕç çителĕклĕ пулман. Анчах çиесси «çын пуçне» физиологи виçипе килĕшÿллĕ шайлашнă. Паян вара çын пуçне аш-какайпа, сĕтпе, çăмартапа, ытти çимĕçпе усă курнипе пăхсан совет шайĕнчен 1,5-2 хут сахалрах. Лавккара пурте пур темелле, анчах усă курас шай урăхла. Сăлтавĕ тĕрлĕрен. Çапах тĕп сăлтавĕ - граждансемшĕн хакли. Унччен кашни пысăк промышленность предприятийĕн хушма хуçалăх пулнă. Çавна май халăх валли йÿнĕрех апат-çимĕç туса илме май килнĕ. Çĕршывра обществăлла апатлану тытăмĕ анлă сарăлнăччĕ. Тата ытти те 80-мĕш çулсенче апат-çимĕçе хакланса кайма паман. Халĕ халăхăн тÿлес пултарулăхне ÿстермелле. Мĕншĕн тесен никам та пайласа парас тивĕçе хăй çине илмест. Мĕн чухлĕ ĕçлесе илнĕ, çавăн чухлĕ туянаççĕ те.

Раççейре ял хуçалăх чĕр таварне туллин тирпейлеме вĕренни - пысăк çитĕнÿ. Гектартан ытларах тĕш тырă туса илме, выльăх-чĕрлĕхе пысăк продуктивлă ăратлăх çине куçарма тытăнчĕç. Банк тытăмĕ ун чухне те, халĕ те экономикăн ыйтăвне кура пĕр пек ĕçлет. Тĕслĕх илсе кăтартатăп. 1990 çулта АПК кредит портфелĕ долларпа шутласан 370 миллиардпа танлашнă, 2000 çулта - 1 миллиардпа. Паян кредит портфелĕ 20 миллиард доллара çитнĕ. Çакă аш-какай, тĕш тырă, сĕт, ытти продукци 20 хут ÿснине пĕлтермест, балансăн урăх структури кăна. 2000 çулта АПКра нумайăшĕ парăмсемшĕн пĕтĕмпех татăлас механизмпа усă курнă: нефтяниксем кивçенле нефть панă, уншăн тырă, аш-какайпа татăлнă. Çакна балансра кăтартман е дебитор - кредит парăмĕнче палăртнă.

Хальхи вăхăтра тавар - укçа хутшăнăвĕ вăй илет. Ял ĕçченĕ тинех правăллă субъект пулса тăрать. Хушма хуçалăхсене кредитласа пулăшнă çĕрте Раççей ял хуçалăх банкĕн пайĕ 74 процента çитнĕ, хресчен «фермер» хуçалăхĕсемпе - 71, ял хуçалăх потребитель кооперативĕсемпе 93 процент. Çакна палăртмалла, кредитсене усă курса пĕтерме мар, апат-çимĕç туса илессине аталантарма параççĕ. Раççейре пурăнакан нумай çыншăн хушма хуçалăх пĕртен-пĕр ĕç вырăнĕ, тупăш çăлкуçĕ. Акă мĕншĕн паян ялта пурăнакансене кредитласа пулăшни кирлĕ, эпир çак ĕçе малалла та туса пыратпăр.

- Апат-çимĕç продукцийĕ мĕнле шайра-ши?

- 90-мĕш çулсенче апат-çимĕç пахалăхне «антарсах» лартрĕç, ют çĕршывран çимĕç кÿрсе килме тытăннипе те çыхăннă çакă. Çапах хамăр çĕршывăн çимĕçĕ яланах пысăк пахалăхлă шутланнă. Мĕншĕн тесен, чи малтан, патшалăх çирĕп ыйтнă, ГОСТ пулнă. Иккĕмĕшĕ, удобрени, химикат туянма укçа çителĕксĕррипе вĕсемпе питех усă курайман, эппин, экологи енчен таса продукци туса илнĕ. Паян ГОСТсем вырăнне техусловипех çырлахаççĕ, унпа вара аш-какай вырăнне сойăпа усă курма та юрать. Кăлпассие те эпир унччен илтмен-пĕлмен темле пальма çăвĕ яраççĕ. Çимĕç чĕркемĕ çинче продукцин усă курас вăхăчĕ тухнине яланах çырнă. Халĕ вара хăçан хатĕрленине çеç çыраççĕ, ăна упрамалли вăхăта вĕтĕ, куçа курăнмалла мар шрифтпа палăртаççĕ. Пĕр сăмахпа, пахалăха тĕрĕслессине вăя кĕртмелле. Паллах, çакă тÿрех пулакан япала мар, кризис вара шăпах суту-илÿ саккунне тишкерме хистет.

- Кризис банксене еплерех витĕм кÿрет? Мĕнле йывăрлăхпа тĕл пулма тивет?

- Кризис экономикăн чăн секторĕпе танлаштарсан банксене ытлашши пырса çапмарĕ. Хăш-пĕр пĕчĕк банк чăн сектора укçа-тенкĕ çуккипе кредитлама пăрахрĕ. Çавăнпа экономикăн чăн секторне кредитлас йывăр тиев пысăк финанс институчĕсем çине тиенчĕ, çав шутран патшалăх хутшăнакан Раççей ял хуçалăх банкне, Перекет банкне, ВТБна та.

Паян мĕнпур банк ертÿçисене пăлхантаракан тĕп ыйту - панă ссудăсене вăхăтра тÿлейменни ÿссе пыни тата парăмсене татма йывăрри. Пĕтĕмĕшле май уйăхĕ тĕлне вăхăтра татман кредит Раççейри банк тытăмĕнче 1,7 хут ÿснĕ. Унăн калăпăшĕ мĕнпур кредит портфелĕнче 3,6 процента çитнĕ.

- Кризисăн чи йывăр тапхăрне тÿссе ирттерсе яни пирки час-часах калаçаççĕ. Вăл тепĕр хут пырса çапмĕ-и? Çапла тусан банк ура çине тăма вăй çитерейĕ-ши?

- Кредит учрежденийĕсене яланах пăрахăçлав кризисĕпе тĕл пулма лекнĕ. Паян пирĕншĕн банкăн çиччĕмĕш кризисĕ. Халĕ, унчченхисемпе танлаштарсан, правительство тĕрĕс йышăну турĕ.

Малтанхи йывăрлăха çĕнтертĕмĕр, эппин, вкладчиксен шанăçĕнчен тухмарăмăр. Кĕркунне тавар туса илекенсене кредитпа пулăшма тивет. Кайран çăмăлрах пулĕ.

Тăкаксем тата бюджет тĕлĕшĕнчи кризиса илсен, кунта паллă ĕнтĕ, тăкаксен пайне ÿстерсех ятăмăр, ăна чарма та йывăр. Çавăнпа кризисăн иккĕмĕш тапхăрĕ килсе çапасса палăртма та юрать. Çапах лăпланма иртерех. Раççейре январь-май уйăхĕсенче «Росстат пĕлтернĕ тăрăх», пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе пăхсан, промышленность производстви 15,4 процент пĕчĕкленнĕ. Халăх тупăш илесси, туянасси чакать.

Çывăх вăхăтра çĕршыври мĕнпур банк тытăмĕшĕн, çав шутра Раççей ял хуçалăх банкĕшĕн те, тĕп йывăрлăх - пирĕн заемщиксем укçа-тенкĕ енчен хĕсĕнсе çитнипе банк умĕнчи тивĕçне пурнăçлайманни.

Раççей ял хуçалăх банкĕ çакна чăтса ирттерĕ-ши? Паллах, кун пирки иккĕленмелли çук. Эпир кризис пулăмне маларах курса тăнă, хатĕрленнĕ. Халĕ те банк сиксе тухнă лару-тăрăва тĕплĕн тишкерсе ĕç-хĕлĕн тĕп кăтартăвĕсем чакассине чарма мерăсем йышăнассипе чылай ĕçлет.

- Юрий Владимирович, юлашки ыйту. Раççей ял хуçалăх банкĕн шăпине мĕнле куратăр?

- Паян пирĕн банк - капитал виçипе виççĕмĕш, операцисен хисепĕпе, филиалсен çыхăнăвĕпе виççĕмĕш, активĕпе тăваттăмĕш шутланать. Виççĕмĕшне куçма палăртатпăр. Пирĕн специалистсем Раççей правительстви çумĕнчи Халăх хуçалăхĕн ăсчахĕсемпе банка 2013 çулччен аталантармалли Стратеги проектне хатĕрленĕ. Халĕ ăна РФ Ял хуçалăх министерствине правительствăна паллаштарма ярса панă. Стратегире банк АПКна финанспа кредит енчен тивĕçтерессипе малашне те ĕçлеме палăртнине пăхса хăварнă. Паллах, чылай япала тĕнчери финанс кризисĕ мĕн чухлĕ тăсăлнинчен, Раççей экономикинче мĕнле йĕр хăварнинчен килет. Банка аталантарассипе виçĕ финанс тĕслĕхне тата виçĕ вариантне пăхса хатĕрленĕ. Тĕп вариант тăрăх, çитес пилĕк çулта çĕршыври агропромышленность комплексне кредитлас калăпăша 3 хут ÿстерме палăртатпăр. 5 хут пысăклатас тĕллев те пур.

Стратегие пурнăçа кĕртни Раççей ял хуçалăх банкне хальхи шайри, технологиллĕ, клиентшăн тăрăшакан ял хуçалăхне кредитлас рынокра малта пыракан, ял хуçалăх таварĕсене туса илекен тата АПК отраслĕпе çыхăннисене те анлă пулăшу паракан финанс институчĕ пулма май парĕ.

Пирĕн шутпа, 2014 çул тĕлне Раççей ял хуçалăх банкĕн активĕ 2,1 триллион тенке çитмелле, кредит портфелĕн виçи - 1,5 триллион тенкĕ. Палăртнă тĕллевсене пурнăçа кĕртме банкăн кирлĕ ресурссем тата инструментсем - патшалăх пулăшăвĕ, анлă филиал çыхăнăвĕ, АПКсем ĕçлесе пухнă пуян опыт пур.

2011 çулта банк капиталне стратеги инвесторне хатĕрленсе кĕртме палăртнă. Ăна акцин блоклакан пакетне «25: Ă 1 акци» сĕнĕç. Стратегиллĕ инвестор тупăнни харпăр ресурс базине ÿстермешкĕн хушма капитала явăçтарма, çĕнĕ банк технологине çул хывма, тĕнчери конкурентлă рынокра ĕçлесе опыт илме май парать. Унсăр пуçне, ял хуçалăх таварĕ туса илекенсене финанс ĕçĕ-хĕлĕн пулăшăвĕпе ыйтăва туллин тивĕçтерме финанс ушкăнĕ йĕркелеме палăртнă. Вăл банк тата финанс пулăшăвĕн ĕç-хĕлне пурнăçлĕ. Кун пек ушкăн йĕркелени АПКн кредитпа финанс тытăмĕнчи çитменлĕхсене пĕтерме пулăшĕ, çавăн пекех 2008-2012 çулсенче ял хуçалăхне аталантарассипе йышăннă патшалăх программинче банксем умĕнче лартнă тĕллевсене пурнăçлама май парĕ.

Юлашки çулсенчи опыт агропромышленность комплексне укçа хывни пысăк тухăçлă пулнине çирĕплетрĕ. Раççей ял хуçалăх банкĕ яла кредитпа финанс пулăшăвне парассине сарĕ. Стратегие пурнăçа кĕртсе банка аталантарни ял территорине вăй илме, ялти пурнăç илĕртÿлĕхне хăпартасса, АПКна кăна мар, унпа çыхăннă отрасльсене те йĕркеллĕ аталанма пулăшасса шанса тăратăп.

Раççей ял хуçалăх банкĕ укçа-тенкĕ енчен патшалăхăн аграри политикин тĕллевĕсене пурнăçа кĕртессипе малашне те тĕп вăй пулса юласса шантарсах калама пулать.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика