05 августа 2009 г.
Ирхи кайăк тутă пулнă тенĕ. Муркаш районĕнчи Юнкă тăрăхне ир-ирех çитрĕм пулин те Светлана Данилова экспедитор халăхран сĕт пуçтарса завода ăсатма та ĕлкĕрнĕ. Пушă савăтсене лаша урапи çине вырнаçтарнă та ĕнтĕ. Урхамах хуçи вырăнтан хускатасса кĕтсе тăпăртатса тăрать. Ăна хушма хуçалăхрах тытаççĕ-мĕн. Кашнинчех техникăна шанса лараймăн, выльăх ял çыннишĕн пысăк пулăшу. Хуçалăхри ĕç-хĕле ытларах лашапа тăваççĕ.
- Куллен 700-800 литр чĕр тавар пуçтаратпăр, - пĕлтереççĕ мана «Росагро» ял хуçалăх кооперативĕн ĕçченĕсем. - Июньте вара 1,5 тонна та ăсатнăччĕ. Кун кĕскелнĕ май сăвăм чакрĕ.
- Миçе тенкĕпе йышăнатăр сĕте? - кăсăкланатăп вĕсенчен.
- Сĕт нумай вăхăтра, заводсем ытлашши илменрен хак чакса кайрĕ, литрĕ 4 тенке çитрĕ, халĕ 5 тенкĕпе сутатпăр. Хак пирĕнтен килмест çав. Ăна тирпейлекен предприятисем палăртаççĕ, эпир вĕсенчен иртейместпĕр.
- Хак вара пахалăхран та килет.
- Çапла, анчах эпир халăхăнне тĕрĕслесе йышăнатпăр, ăнлантаратпăр. Çавăнпа çынсем те сĕте таса тытма тăрăшаççĕ. Пирĕн яланах 1-мĕш сортпа каять, сĕтри çу хисепĕ те аван, - хуравлать кооператив ертÿçи Н.В. Ядыков.
«Росагро» ял хуçалăх кооперативĕ 2006 çулта механизациленĕ строительство организацийĕн бази çинче йĕркеленнĕ. Строительство тата ял хуçалăх ĕçĕ-хĕлне харăсах кирлĕ пек йĕркелесе пыма йывăррине ăнланнă ертÿçĕсем. Кĕçех кооператива ертсе пыма Николай Витальевич Ядыкова сĕннĕ. Унччен Чăваш ял хуçалăх институчĕн дипломне илнĕ çын вăй çитерессе иккĕленмен. Чăн та, ĕç вĕресе тăнă темелле. Халăхран сĕт, ял хуçалăх продукчĕсене пуçтарса тупăшлăрах вырнаçтарма пулăшнă. Сезонра кăна 15 тонна купăста та ăсатнă. Коллектив та ÿснĕ, тăххăрăн вăй хунă кооперативра. 2007-2008 çулсене Шупашкарти «Çурçĕр» пасарта та суту-илÿпе аппаланма тытăннă. Вĕретсе сивĕтнĕ сĕте хулара пурăнакансем хаваспах туяннă. Пасар хуçисем Юнкăсене территорире чи аякри кĕтес уйăрни те сукмака курăкпа хуплайман. Яланхи клиентсем кунсерен савăтсемпе черете тăнă. 3-4 сехетре 0,5 тонна самантрах сутăнса пĕтнĕ. Çакă кооператива укçа-тенкĕ енчен çаврăнса кайма май панă.
- Шел, - сăмахлать Н. Ядыков, - ура çине çирĕп çĕкленсех юлаймарăмăр. Пасарта хамăрăн холодильник çукки, ытти чăрмавсем çула хупрĕç, укçа енчен татăлса кайрăмăр. Çитменнине çĕршыври кризис та пырса çапрĕ, ĕç сахалланчĕ, йыша кĕскетме тиврĕ.
Хальхи вăхăтра ертÿçĕсĕр пуçне Марина Бархаткина бухгалтер-кассир, Сергей Вазиков водитель, Светлана Данилова экспедитор вăй хураççĕ-мĕн. Оргтехника, ĕç пÿлĕмĕ, груз турттармалли машина арендăна илеççĕ. Кооператив членĕнче вара ялта хушма хуçалăх тытса пыракан 69 çын тăрать. Вĕсемпе çыхăнса ĕçлет те коллектив.
- Пирĕн тĕллев - халăхăн ял хуçалăх продукцине тупăшлă вырнаçтарса парасси, - ăнлантарать Ядыков. - Анчах эпир хак тăваймастпăр, завод-монополистсем тунипех килĕшме тивет. Тата Муркашри сĕт-çу завочĕ пире чĕр таваршăн вăхăтра тÿлейменнипе эпир те парăма кĕрсе кайрăмăр çынсем умĕнче. Юрать лару-тăру улшăнасса шанса кĕтет, ÿпкелешсех каймаççĕ. Анчах вĕсен умĕнче пире аван мар.
Мĕнле тухмалла шурлăхран? Николай Витальевич шухăшĕпе вырăнтах чĕр тавар тирпейлесе сутма тытăнсан кăна тупăш илме май пур.
Кĕр енне каллех «Çурçĕр» пасарта Юнкăсен апат-çимĕçне сутма тытăнасшăн. Тепĕр пысăк ĕмĕт - сĕте вырăнтах пастеризацилесе пакета тултаракан мини-цех хута ярасси. Ăна валли чи йÿнĕ оборудовани те 1,5 миллион тенкĕ тăрать. Паллах, СПОКăн ун чухлĕ укçа çук. Пĕртен-пĕр шанчăк - çăмăллăх кредичĕ. Анчах кунта та чăрмав: салук çуккипе ниепле те илеймеççĕ. Ядыков тата кооператив членĕсем пай çĕрĕсене регистрацилесе салука хывма та хатĕр. Документсене йĕркелесе çитересчĕ кăна. Мини-заводăн çурт-йĕрне Николай Витальевич хăйĕн укçи-тенкипе те çĕклеме хирĕç мар. Цех хута кайни халăхран туянакан чĕр тавар хакне ÿстерме май парать. Халĕ 1 литр сĕте пастеризацилесе тултарма 5-6 тенкĕ тухса каять. Ăна вара Шупашкарта 14-15 тенкĕпе сутма май пур. Тупăш, уйрăмлăх куç умĕнчех. Паян тĕп тупăш сĕт-çу заводне юлать. Суту-илÿпе ĕçлекенсен кĕсйине те хресчен самай хулăнлатать. Хăйне вара чăх кулли чухлĕ те юлмасть. «2010 çулта хута яратпăр цеха. Çур çулта тăкаксене те саплаштарăпăр», - шанчăкне çухатмасть вăл.
Н. Ядыкова ялта выльăх-чĕрлĕх йышĕ сахалланни те пăшăрхантарать. Ара, вĕсен ĕçĕ-хĕлĕ хушма хуçалăх аталанăвĕпе тачă çыхăннă. 2007-2008 çулсенче Юнкă енче 50 сăвакан ĕне чакнă. Çакă ял хуçалăх продукчĕн хакĕсем йÿннипе те, ялта ытларах ватăсем пурăннипе те çыхăннă. Вырăнти хуçалăх арканнипе ĕçсĕр юлнă çамрăксем ялта юласшăн мар. Вĕсене çĕр ĕçĕ, хушма хуçалăх илĕртмест. Мĕн тăвас тетĕн, вĕсенчен пысăк тупăш вĕçĕм илеймĕн. Ялти çамрăк çемьесен виçĕ проценчĕ çеç хушма хуçалăх аталантарать. Пĕрисен картишĕ витĕр курăнса тăнă вăхăтра ĕне выльăх йышлă усракансем те пур-ха. Акă Лаптевсен, Михайловсен, Толстовсен тата хăшĕ-пĕрин картиш тулли выльăх-чĕрлĕх.
- Хушма хуçалăхпа ĕçлекенсене çапах патшалăх вырăна хуниех сисĕнмест. Вĕсем те иртен пуçласа сĕм çĕрлеччен тар тăкаççĕ, апат-çимĕçне патшалăха сутаççĕ. Анчах çакă ĕç кĕнекинче çырăнмасть, палăрмасть. Вĕсен обществăри статусĕ те пĕчĕк, - тет Н. Ядыков. - Кооперативсене те йывăр, мĕншĕн тесен сутнă сĕтшĕн, аш-какайшăн, ытти чĕр таваршăн нимĕнле дотаци çук, çăмăллăх кредичĕ илесси чĕр тамăк.
Тĕрĕс сăмахсем, ял хуçалăх кооперативĕсем ураланса вăй илейменни çакăнпа та çыхăннă-тăр. Акă Муркаш енчи 16 ял хуçалăх кооперативне регистрациленĕ пулсан, вĕсенчен тăваттăшĕ кăна йĕркеллĕ ĕçлесе пырать. Тăваттăшĕнчен иккĕшĕ вара кредит кооперативĕсем. Шухăшламалăх пур.