АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăван енĕм - савнă ял

05 августа 2009 г.

 Вăрмар районĕнчи Мăнçырма ял тăрăхĕ илемлĕ те хăтлă хутлăхра вырнаçнă. Çу кунĕсенче чăн-чăн çăтмах тейĕн кунта. Ахальтен-им çак тапхăрта ял кĕрлесе-шавласа кăна тăрать. Ку тавраран тухнă, аякра ĕçлесе пурăнакансем, вĕренекенсем хаваспах тăван ене таврăнаççĕ.

Мăнçырма ял тăрăхĕнче 562 кил-çурт, вырăнтах тĕпленсе пурăнакансен йышĕ пĕр пин çурра яхăн. Тăватă çул ытла ĕнтĕ ял тăрăхне В.Н. Семенов ертсе пырать. Ăна Вăрмар енче кăна-и, республикăра та аван пĕлеççĕ. Темиçе çул каялла шăпах вăл пуçарнипе районтан Мускава çити велосипедистсен марафонне йĕркеленĕ. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерĕ ял çыннисене те спортпа туслашма хавхалантарать. Мăнçырмара тренажер залĕ, Вăрмар спорт шкулĕн филиалĕ ĕçлеççĕ. Хĕрĕхе яхăн çамрăк çÿрет кунта. Çак тăрăхра сакăр спорт мастерĕ ÿссе çитĕннĕ. Семенов вĕренекенĕ Вера Андреева вара Пекинри олимпиадăна та хутшăннă. Мăнçырма енче тăтăшах спорт турнирĕсем ирттересси йăлана кĕнĕ. Вăхăтсăр пурнăçран уйрăлнă Трофимов спортсмена халалланă ăмăртусене вара çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен те килеççĕ.

_ Çамрăксене, ача-пăчана спорта явăçтарни вĕсен пурнăçне интереслĕ тума, сывлăхне çирĕплетме пулăшать, преступлени çулĕ çине тăрасран упрать, _ тет В. Семенов.

Мĕн тăвас тетĕн, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ вĕсемшĕн те яваплă çав. Ытти çĕклемĕ те çăмăл мар унăн: шыв, çул-йĕр, тирпейлĕх, çĕр... Куллен вуншар ыйту татса пама тивет. Ялсене такăр çул, газ çитнине пăхмасăр пушă ларакан çуртсем хушăнса пыни пăшăрхантарать ăна. Хальхи вăхăтра ун пек çурт-йĕр утмăл ытла. Пĕччен пурăнакан ватăсем те вун çиччĕн. Вĕсен пурнăçне çăмăллатма май пур таран пулăшма тăрăшаççĕ, ырă ĕçе ачасене те хутшăнтараççĕ. Сăмах май, кунта Тимур команди те пур. Ял çыннисем «Ватăсен кунне» те пĕрле уявлаççĕ.

Ачасен йышĕ чакманни, пĕлтĕрхи шайрах тăни аслисене шанчăк парать-ха. Тен, çамрăксем каллех тăван енче тымар яма тытăнĕç; Çапах кунта вăтам шкул, ача сачĕ те пур. Фельдшерпа акушер пункчĕ ĕçлет. Культура çурчĕпе тĕслĕх библиотека та куллен вун-вун çынна пуçтараççĕ. Шел, хĕллехи тапхăрта культура «вучахĕ» сÿнет. Çурт-йĕре газ илсе çитерейменнипе хупма тивет вăхăтлăха. Халĕ проект хатĕр ĕнтĕ, котельнăйне юсаса çĕнетнĕ, газ оборудованийĕ туяннă. Эппин, ăшă çитессе кĕтмелли юлчĕ кăна. Тĕслĕх библиотекăра икĕ компьютер, çынсем интернетпа та усă курма пултараççĕ.

Ялсене тирпей-илем кĕртессипе те нумай ĕçлеççĕ. В. Аверьянов, Ю. Архипов депутатсем ку енĕпе уйрăмах хастар пулнине палăртрĕ Н. Семенов. Урамсене, çырмасене тасатса йĕркене кĕртме нумайăшĕ хутшăнать. Ялсене такăр çул çитнĕ пулсан та пур урамра та çук-ха вăл. Асфальт сарман тăватă урамра юсав ĕçĕсем ирттернĕ, вак чул сарса якатнă. Ĕнтĕ пылчăкра та çăмăллăнах кĕрсе тухма май пур.

Таса шывпа тивĕçтерессипе те чылай ĕç тунă. Пĕлтĕр акă Енкепес, Чиркÿ çăлĕсене юсанă. Кăçал та ырă пуçарăва малалла тăснă. Тăватă çĕнĕ çăл чавнă, виçĕ тараса пурисене çĕнетнĕ. Пысăк ĕç-хĕле ял тăрăхĕн укçи-тенкипе кăна пурнăçлаймăн. Спонсорсем пулăшаççĕ. Вĕсен йышĕнче _ Вячеслав Павлов фермер, А. Белов пайтаçă тата ыттисем те.

Вырăнти хуçалăх арканни вун-вун çынна ĕçсĕр хăварнă. Çавăнпах эрех-сăрапа туслашнисен йышĕ сасартăк ÿснĕ. Халĕ лару-тăру улшăнать ĕнтĕ. Пушă, хуçасăр çĕрсене фермерсем илме тытăнни Мăнçырмасене шанчăк кĕртнĕ. «Слава», «Победа», «Урожай», «Егор» фермер хуçалăхĕсем чылай çынна ĕç вырăнĕпе тивĕçтернĕ ĕнтĕ. Вячеслав Павлов акă 800 гектар çинче тĕш тырă çитĕнтерет. Пĕлтĕр вăл гектар пуçне 47 центнер тырă пухса кĕртсе республикăра та мала тухнă. Фермерăн техника паркĕ те пуян. Энерги ресурсне перекетлекен машина-тракторпа усă курнăран тăкак та сахал. «Пĕлтĕрхи тĕш тырра сутса пĕтереймен-ха, _ терĕ вăл. _ Татах 650-700 тонна выртать кĕлетре». Рынокра тивĕçлĕ хаксем йĕркеленессе кĕтет вăл, пĕлтĕрхи тата кăçалхи тĕш тырра çĕнĕ хакпа сутма ĕмĕтленет.

Фермер виçĕ тĕрлĕ тырă типĕтмелли агрегат та туяннă. Кĕлетсенче пĕр пин тонна тырă упрама май пур. Йывăрлăха пăхмасăр хăй укçипех çĕр ĕçĕсем тума, пурлăхпа техника базине пуянлатма тăрăшать вăл. Арканнă «Мусирма» пĕрлешĕвĕн çурт-йĕрне те хăй укçи-тенкипе туянса çĕнетнĕ. Чăн та, хаклă техника Чувашагролизинг урлах илме тивнине пытармарĕ.

Хĕрÿ ĕççинче фермер хуçалăхĕнче 30-35 çын таран вăй хурать. Халăха укçапа çеç мар, утă-улăмпа та тивĕçтереççĕ. Хушма хуçалăх тытакансемшĕн чăннипех пулăшу.

«Победа» фермер хуçалăхĕ те нумай çул ÿсекен курăк, тĕш тырă, çĕр улми çитĕнтерет. Çапах вĕсем те кашни çынна ĕç тупса параймаççĕ. Хăватлă техникăпа усă курни, уй-хир ĕçĕсене ытларах механизацилени çынсен йышне чакарать. Анчах ĕçсĕр мĕнле ларăн ялта та; Çавна май кашни харпăр хăй çĕрĕпе уйрăлса тухса хушма хуçалăха аталантарасси вăй илнĕ кунта. Пай çĕрĕсемпе ĕçлесе пыракансем 193 çемьене çитнĕ ĕнтĕ. Вĕсем çĕр улми кăна мар, тĕш тырă та çитĕнтереççĕ, тупăш илеççĕ.

Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетсе укçа тăвакан та самай. Пĕлтĕр акă хушма хуçалăхсем аш-какай _ 49, сĕт 240 тонна сутнă.

_ Пирĕн тăрăхра усă курмасăр выртакан çĕр çук, _ палăртрĕ Валерий Николаевич. _ Кашни лаптăкăн хуçи пур, кашниех унпа тухăçлă усă курма тăрăшать.

Ял территорийĕнче пĕчĕк предприятисем те аталанса вăй илни сисĕнет. А. Белов темиçе çул ĕçмелли шыв башнине хута ярса предприяти уçма хатĕрленет. Тутлă сĕткен, минерал шывĕ кăларма пуçăнасшăн вăл. Эппин, ял халăхĕ валли каллех ĕç вырăнĕ хушăнать.

Л. Никитина.

В. Филиппов сăн ÿкерчĕкĕсем.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика