05 августа 2009 г.
Хальхи йывăр та кăткăс тапхăрта ертÿçĕре ĕçлеме çăмăл мар. Хĕрарăма пушшех те. Унăн тĕп тивĕçĕсем - ача-пăча çитĕнтересси, килти ĕç-хĕле йĕркелесе тăрасси-çке.
- Кирек мĕнле ĕç те çăмăл мар, уйрăмах яваплăха туйса, чуна парса вăй хурсан, - терĕ Красноармейски районĕнчи Кĕçĕн Шетмĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ О.В. Андреева. - Паянхи яла ĕлĕкхипе танлаштараймăн. Халăхăн пурнăç шайĕ те, шухăшлавĕ те чылай улшăнчĕ. Эпир акă совхозра тăрăшса ÿсрĕмĕр. Каникул пирĕншĕн ĕççи пуçланнине пĕлтернĕ. Паян çамрăксем çеç-и, пенси çулне çитейменнисем те хуçалăхра пилĕк авасшăн мар.
Вырăнти хăй тытăмлăх пирки саккун вăя кĕнĕ май ĕç калăпăшĕ те, яваплăх та палăрмаллах ÿснĕ. Такăр çул сарасси, таса шыв кĕртесси... Тăван ене тирпей-илем кÿртесси çивĕч ыйтусенчен пĕри. Çÿп-çапа ĕлĕкрен çырма-çатрана тултарма хăнăхнă çынсене сиенлĕ йăларан сивĕтме çăмăл-им?!
- Урамсем тăрăх тĕрĕслеве тухатпăр, обществăлла вырăна варалакансене çирĕп асăрхаттаратпăр, тÿрленмесен штраф та пама тивет, - тет Ольга Валерияновна.
Çÿп-çап контейнерĕсем те лартса панă-ха, анчах çителĕксĕртерех. Ăптăр-каптăр валли полигон тума укçа уйăрнă ĕнтĕ. Ăна хута яни тавралăха, çырма-çатрана çÿп-çапран тасатма май парасса шанса тăраççĕ кунта.
Кĕçĕн Шетмĕ тăрăхĕ вунă яла пĕрлештерет. 869 хуçалăхра - икĕ пине яхăн çын. Йыш пысăк. Халăх сурать - кÿлĕ пулать тенĕ. Çавăнпа обществăлла ĕç-хĕле ял çыннисене те явăçтарма тăрăшаççĕ. Кашни ялтах старостăсем суйланă. Вĕсем çапах та вырăнта пурăнакансен шухăш-кăмăлне, пурнăçне лайăхрах пĕлсе тăраççĕ. Мероприятисем йĕркелеме пулăшаççĕ, çивĕч ыйтусене татса параççĕ. Ял канашĕ те аван ĕçлет. Юрий Ильин, Андрей Лаврентьев тата ытти староста хастар. Пĕлтĕр акă А. Лаврентьев ялĕ - Очкасси - «Чи лайăх ял» ята тивĕçнĕ. Пурĕ те 15 хушма хуçалăхран çеç тăрать вăл. Пĕчĕк йыш тăван ене таса та типтерлĕ тытать. Илемлĕ те чуна çĕклекен вырăнтан тухас та килмест.
Юлашки вăхăтра Яманак та палăрмаллах тасалса илемленнĕ. Юбилей умĕн çынсем яла çине тăрсах хăтлăх кÿртнĕ. Вĕсене кура ыттисем те туртăнни сисĕнет.
Территорири «Нива», «Красное Сормово» хуçалăхсем ура çинче çирĕп тăни вырăнти халăха ĕçпе тивĕçтерме пулăшать. Фермер, хресчен хуçалăхĕсем те аталанса пыраççĕ. Виçĕ çулта çĕр ытла çăмăллăх кредичĕ илнĕ вĕсем. Пурнăç лайăхланни, çĕкленни куç умĕнчех: кашни ялах газ, такăр çул çитнĕ. Çывăх вăхăтра Кĕçĕн Шетмĕ, Яманак урамĕсенчи çула та йĕркене кĕртесшĕн. «Таса шыв» программа та пурнăçланса пырать. Очкассипе Кăмакалта кăна шыв пăрăхĕ çук. Вĕсенче çăлсене юсаса, пăхса тăраççĕ. Пурнăç шайĕ çĕкленни çамрăксен шухăш-кăмăлне те те улăштарать. Яш-кĕрĕм Кĕçĕн Шетмĕ тăрăхĕнчех тымар яма тăрăшать, çурт-йĕр çавăрать. Юлашки вăхăтра темиçе çĕнĕ урам ÿссе ларнă. Капмар çуртсен хуçисем - çамрăк çемьесем. Халĕ татах 21 кил-йыш çурт-йĕр лайăхлатма черетре тăрать. Эппин, ял çамрăкланать.
- Çĕр ыйтăвне мĕнле татса паратăр? - кăсăкланатăп вĕсенчен.
- Пирĕн усă курман лаптăксем юлман ĕнтĕ. Пай çĕрĕсен хуçисене палăртса регистраци палати урлă çирĕплететпĕр. Вĕсем фермерсене, хуçалăхсене арендăна параççĕ. Малтанах пире çĕр кирлĕ мар текелетчĕç, халĕ вăл пирĕн пурлăх пулнине ăнланса çитрĕç курăнать, илеççĕ...
Кĕçĕн Шетмĕ тăрăхĕ сумлă та хисеплĕ çынсенчен пуян. Сăмахран, шăпах çакăнта çуралса ÿснĕ те ЧР гербĕпе ялавĕн авторĕ Элли Юрьев. Халĕ кунта унăн музейне тăваççĕ. Çак ĕçе Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Валентина Петрова ертсе пырать. Вăлах вырăнти культурăпа кану центрĕн пуçлăхĕ, ял халăхĕн пурнăçне, пушă вăхăтне интереслĕ те тулли тăвасшăн яваплă. Центрти тĕрлĕ кружок, тĕслĕх библиотека куллен вун-вун çынна пуçтарать. Ытти культура «вучахĕсем» те ялкăшса çунаççĕ-ха. Ял тăрăхĕ бюджет хĕсĕккине пăхмасăр вĕсене сÿнме памасть. Паллах, хуçалăхсем те çурт-йĕре тытса тăма, мероприятисем йĕркелеме укçа-тенкĕ уйăраççĕ, ытти енĕпе пулăшаççĕ.
Ку тăрăхри Хайбуллинсен çемйине те асăнмасăр иртеймĕн. Йышлă кил-йышра вунă ача. Эдуардпа Оксана хăвăрт утассипе тĕнче шайĕнчи ăмăртусене хутшăннă. Кил хуçипе мăшăрне, Аглеметдинпа Надеждăна «Ашшĕ-амăшĕн мухтавĕ» орден пама документсем те тăратнă ĕнтĕ. Ял тăрăхĕ ĕçчен те пысăк çемьене çурт-йĕр ыйтăвне татса пама пулăшать. Ытти пĕччен ватăсемпе нумай ачаллă йывăр çемьесене те пулăшатпăр.
- Укçа-тенкĕ енчен мĕнле саплаштарса пыратăр?
- Ял тăрăхĕн бюджечĕ пĕчĕк. Урамсене çутатма та чылай кирлĕ, çулталăка 170 пин тенкĕ. Тирпей-илем кĕртессине хамăрăн, ял халăхĕн укçипе ытларах тума лекет. Кăçал акă Очкасси пĕвине тасатасшăн. Ытти ялсенче те ĕç пайтах, анчах çынсем ăнланни, пулăшма тăрăшни палăртнине вăхăтра пурнăçлама май парать те, - тет О. Андреева.