05 августа 2009 г.
Вырма вăй илсе, сарăлсах пырать. Типĕ те уяр çанталăкпа усă курса хуçалăхсем пиçсе çитнĕ тырра пуçтарса кĕлете хываççĕ. Августăн 3-мĕшĕ тĕлне республикăра пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 36349 гектар çулнă, ку палăртнин 13,7 проценчĕ. Çак ĕçе Улатăр, Патăрьел, Вăрнар, Йĕпреç, Красноармейски, Муркаш, Вăрмар, Елчĕк тăрăхĕсенче уйрăмах аван йĕркеленĕ. 35164 гектар çинчи тырра, е 13,3 процентне, çапса тĕшĕленĕ. Сĕнтĕрвăрри, Куславкка, Тăвай енче кăтарту пĕчĕкрех. Малтанлăха палăртнă тăрăх, гектар тухăçĕ 25,9 центнер. Патăрьел, Вăрнар, Куславкка, Пăрачкав, Етĕрне, Елчĕк районĕсенче вăл пысăкрах. Эппин, пÿлмене те самай «сарă ылтăн» кĕрĕ.
Паянхи кун республика уй-хирĕнче 622 комбайн ĕçлет. Пĕр техникăна 9 гектар тивет. Патăрьел енче 45 уй-хир карапĕ вырнине пăхмасăр, лаптăксем пысăккипе, ытларах та вăй хума тивет. Çĕмĕрле районĕнче вара ултă комбайн кăна хире тухнă. Куславкка, Сĕнтĕрвăрри енче те хăватлă техника пÿрнепе шутламалăх çеç.
Çĕр улми 30 гектар кăларнă. Гектар тухăçĕ 193,3 центнер. Пахча çимĕç 47 тонна, е гектар пуçне 310 центнер пухса кĕртнĕ. Ку ĕç-хĕл Куславкка тăрăхĕнче хĕрсех пырать.
Кĕрхисем акма 74130 гектар çĕр хатĕрленĕ. Нумай çул ÿсекен курăксене çулса пĕтернĕ ĕнтĕ. Утă палăртнин 132 проценчĕ чухлĕ янтăланă, сенаж - 162, силос 56 процент.