15 июля 2009 г.
Йĕпреç район прокуратурине Вăрнарта пурăнакан Михайлов «хушаматне улăштарнă» çитнĕ, кунти çул-йĕр патруль службин инспекторне А. Афанасьева саккуна пăснăшăн явап тыттарма ыйтнă. Ĕненме ĕнен те тĕрĕсле тенĕ. Прокуратура ĕçченĕсем çăхава тĕпчеме тытăннă. Мĕн тивĕçтермен-ха Михайлова?
Пĕлтĕр кĕркунне Михайловăн аслă çулпа ĕрĕхтерсе пыракан çăмăл машинне Афанасьев чарнă. Хăвăртлăха ÿстернĕшĕн административлă явап тыттарассине пĕлтернĕ. Унтан вăл штраф панине çирĕплетсе постановлени-квитанци хучĕ çырма пикеннĕ. Чăтăмлăхĕ пĕтнĕ-ши _ Михайлова таса пилĕк бланк çине алă пусма хистенĕ. Инспектор хушнине итлемесен унран часах хăпаймасса ăнланнă йĕркене пăсакан. «Нивушлĕ пилĕк квитанциех кирлĕ;» _ иккĕленнĕ вăл, çапах та каланине тунă. Лешĕ хĕпĕртесех хутсене пуçтарса илнĕ те водителе кайма ирĕк панă. Çакăн хыççăн алă пуснă таса хутсене Афанасьев хăех çырса тултарнă, ĕçе вĕçлеме суд приставĕсен службине ярса панă.
Право органĕ йĕркене пăснă, саккуна пăхăнман инспектор пирки уголовнăй ĕç пуçарнă. Çапла вăл çынна валли шăтăк чавсан, унта хăвах кĕрсе ÿкме пултаратăн.
Сĕтевçĕ-педагогсем
Студентсен шучĕпе пуйма юратакан педагогсене час-часах кукăр аллисенчен ярса тытса саваламан сак çине лартаççĕ-ха. Анчах çакă ыттисене хăратмасть пулас, çав-çавах çамрăксен кĕсйине кĕме хăтланаççĕ. Тинтерех кăна Чăваш патшалăх университечĕн аслă преподавателĕ пирки сĕтев илнĕшĕн каллех РФ УК 290-мĕш статйипе ĕç пуçарнă. «МАДИ» вĕрентÿ учрежденийĕн Атăлçи филиалĕн факультечĕн деканĕ те укçа умĕнче тытăнса тăрайман. Вăл 19 хутчен сĕтев илнине тупса палăртнă ĕнтĕ. Эппин, унăн та суд умне тăма тивĕ.
Л. АЛА.