22 июля 2009 г.
Хĕрлĕ Чутай районĕнчи «Туканаш кайăк-кĕшĕк фабрики «Дар-бройлер» пĕрлешÿ директорĕ Н.И. Лисаев ир-ирех уй-хире кайма кăмăл тунине пĕлсен эпир те хаваспах çула тухрăмăр. Чăн та, ху куçупа курнине мĕн çиттĕр? «Куллен тĕш тырă пуссине пăхса çаврăнмасăр чунăм канмасть», - терĕ Николай Иванович машинине хускатнă май.
Юхăнса çитнĕ, пушанса юлнă фабрика тепĕр хут вăй илессе никам та ĕненмен-тĕр. Анчах инвестор тупăнни, шанăçсăр пĕрлешĕве укçа хывма килĕшни Туканашсене лачакана путма паман. Çурт-йĕре тепĕр хут çĕнетме, цехсене чаплă оборудованисем вырнаçтарма тытăннă. Предприяти çĕкленни районшăн пысăк пулăшу, çăлăнăç. Ара, ку тăрăхра ура çинче çирĕп тăракан коллективсене шутлама хăрах алăри пÿрнесем те ытлашшипех. Çитменнине пĕрлешÿ районта вун-вун çул усă курман лаптăксене акса-лартса хăварма пуçланиех пысăк пулăшу, çитĕнÿ! Продукци хăй хаклăхне чакарма вырăнтах тĕш тырă, выльăх апачĕ ÿстересшĕн ĕçченсем.
Тин çĕкленекен фабрикăра çур çул каяллах пулма тÿр килнĕччĕ. Ун чухне цехсенче хĕрсех строительство ĕçĕсем пыратчĕç. Тĕнчери кризис вĕсене те ура хунине пăшăрханса пĕлтерчĕç, палăртни-ĕмĕтленни вăхăтра пурнăçланаймасть-мĕн, газ кĕртесси те чăхăмлать. Çапах унтанпа лару-тăру чылай улшăннă. Йывăрлăха, укçа хĕсĕккине пăхмасăр фабрикăна газ çитернĕ, хальлĕхе пур цеха та ăшăтаймасть-ха вăл, анчах малтанхи утăм тунă ĕнтĕ. Инкубатор цехĕнче те ĕçсем вĕçленнĕ, тĕрĕслев тапхăрĕ пырать. Кунта харăсах 192 пин çăмарта вырнаçтарма май пур. Чăх-чĕп цехĕ те хута кайнă. Кĕске хушăра 77 тенкĕлле 17 пин чĕпĕ сутнă, çакă 470 пин таса тупăш кÿнĕ. Цехра 76500 чĕпĕ таранах тытма пулать. Çывăх вăхăтра кунта та газ çитмелле. Чĕп пусмалли цех та туса пĕтернĕ ĕнтĕ. Пĕр сехетре 1,5 пин пуç тирпейлеме тытăнĕç кĕçех. Унччен вара çак ĕçе алăпа тунă. Кунне улт çĕр пуçа яхăн пусса тирпейленĕ.
- Пирĕн çăмарта тăвакан чăхсем те усрама тытăнмалла. Мĕншĕн тесен çăмарта аякран туяннипе продукци хăй хаклăхĕ пысăкрах ларать, - палăртать Н. Лисаев. Хатĕр продукцие Хĕрлĕ Чутай районне кăна мар, Çĕмĕрле, Етĕрне тăрăхĕсене те ăсатаççĕ.
«Симĕс тинĕс хумханать»
Предприяти çĕр ĕçне те кÿлĕннĕ. Çум курăкпа хупланнă икĕ пин гектар ытла лаптăка çулталăкрах пусă çаврăнăшне кĕртнĕ. Панкрута тухнă «Искра» хуçалăхăн çĕрĕсене сухаласа-акса хăварнă. Районшăн чăннипех пысăк утăм. Ун чухлĕ ана-çаранпа ĕçлеме çăмăл мар. Тÿре-шарана çÿлтисем умĕнче питне хĕретме паман пĕрлешÿ, çĕре пусă çаврăнăшне кĕртмелли плана пурнăçлама пулăшнă. Çавна май предприятин çирĕм миллиона яхăн укçа тухса кайнă. Акă районĕпе пĕлтĕр 3800 гектар кĕрхисем акса хăварнă, çак шутран «Дар-Бройлер» - 1216 гектар. Чăннипех пысăк кăтарту. Техника паркĕ те пуян предприятин. Çĕр ĕçне çĕнĕ технологипе туса пыма машина-трактор çителĕклех, хăватлă комбайнсем те пур.
Пĕр-ик çул каялла хыт-хура вăрман пек ашкăрса ларнă лаптăксенче варкăш çилпе хумханакан тырă пуссисене пăхма та кăмăллă.
- Удобренипе те апатлантартăмăр, - савăнса сăнать «симĕс тинĕсе» Николай Иванович. Чăн та, тап-таса та пилĕк таран хăпарма ĕлкĕрнĕ тĕш тырă чун-чĕрене çĕклет. Эппин, тухăç та самай тухĕ.
Юхăннă çĕре пусă çаврăнăшне кĕртме тытăнсан пăтăрмах та сиксе тухнă. 12 киллĕ Лоба ялĕнчи ватăсем сасартăк хирĕç пулнă. Трактор ял патне пыракан пĕртен-пĕр çула пăсса хăварни пăшăрхантарнă вĕсене. Ку тăрăха газ кăна мар, асфальт çул та çитеймен çав. Çула тикĕслесе пама тивнĕ пĕрлешĕвĕн. «Ĕлĕкхи пек тырă ÿснине тинех куртăмăр, çум курăкран хăтăласса шанманччĕ», - теççĕ ветерансем халĕ. Çитменнине предприяти кинемейсемпе мучисене тĕш тырăпа, выльăх апачĕпе тивĕçтерет. Чăн-чăн пулăшу-çке ку.
Кашнин хăйĕн çулĕ
Туканашсемшĕн инвестор тупăнни пĕлĕтрен персе аннă «телей кайăкĕ» евĕрех. Дмитрий Николаевич Ивановăн йăх тымарĕсем ку тăрăхранах темелле. Ашшĕ-амăшĕ Урикассинчен унăн. Тăван енĕпе çыхăнусем çирĕп темелле. Тен, çакă та фабрикăна ура çине тăма хавхалантарнă. Хальхи вăхăтра пĕрлешĕве аталантарма 63 миллион тенкĕ хывнă та. Тăкакăн вĕçĕ-хĕрри пăхса та курăнмасть.
- Кризисчен çапах чылай пысăк ĕçсем туса ĕлкĕртĕмĕр. Палăртнин 90 процентне пурнăçа кĕртрĕмĕр, - пĕлтерчĕ инвестор. - Чăн та, хăш-пĕр ĕç-хĕл юларах та кайрĕ. Çапах укçа хĕсĕкки систерет. Темле йывăр пулсан та кĕр енне тăкаксен 30 процентне саплаштарас шанчăк пур. Хальлĕхе тупăш предприятие çĕклемех кайса пырать.
- Мĕншĕн укçа-тенкĕре ял хуçалăхне, юхăнчăк фабрикăна хывас терĕр?
- Ку тăрăхра ман тăвансем, тымар. Ĕçлеме интереслĕ, пĕлекен вырăнсем, çынсем. Тата лайăх продукци туса илме тытăнсан тупăш та кĕме пуçлĕ. Çĕнĕ ĕç яланах кăсăклă, хăй патне туртать. Тепĕр тесен кашни çын хăйĕн çулне хăй суйласа илет. Йывăрлăха, кризиса пăхмасăр малаллах ĕçлес килет, - терĕ Дмитрий Николаевич.
«Çĕмĕрме юрать, усă курма - çук»
Уйсене пăхса çаврăннă май куç тĕлне лекнĕ юхăнчăк фермăсене асăрхасан Н. Лисаевăн сăнĕ тĕксĕмленчĕ.
- Эх, мĕнле лайăх комплекссене аркатрĕç, - чун ыратăвне пытараймарĕ вăл.
Социализмла Ĕç Геройĕ Александр Смалайкин вăтăр çула яхăн ертсе пынă «Искра» хуçалăх панкрута тухасса кам шутланă-ха? Хăй вăхăтĕнче Николай Лисаев та сахал мар тар тăкнă кунта. Тăватă çул каялла вара хуçалăх панкрут çулĕ çине тăнă. Конкурс управляющийĕ кĕртни лару-тăрăва япăхлатнă кăна, пур-çук пурлăх çиçĕмле хăвăртлăхпа арканма-саланма тытăннă. «Авангард» хуçалăх йĕркеленнĕ-ха, анчах вăл 100 гектар çĕре кăна шуратса хăварма вăй çитерейнĕ. Выльăх-чĕрлĕхĕ те сахал. Халĕ те асаттесен мелĕпе ĕçлекен ферма пуласлăхĕ иккĕленÿллĕ.
Производство объекчĕсем тĕпрен пĕтиччен «Дар-Бройлер» вĕсене илсе юсаса çĕнетме шутлани те пăчланнă. Конкурс управляющийĕ яхăнне те яман. Район ертÿçисем ыйтăва татса пама пулăшайман. Аркана пуçланă çурт-йĕре çапах 4 миллионпа туянма килĕшсе татăлнă-ха, анчах кĕтмен çĕртен хуçа-управляющи хака тепĕр миллион хăпартнă. Тин ура çине çĕкленекен предприятишĕн ытлашши пысăк хисеп. Тата çурт-йĕре йĕркене кĕртме те чылай тăкаклама тивĕ.
Юхăнчăкшăн ун чухлĕ укçа пама килĕшмен ертÿçĕсем. Халĕ куç умĕнчех арканаççĕ производство объекчĕсем. Çивиттине, чÿрече-алăкĕсене тахçанах хăйпăтса пĕтернĕ ĕнтĕ. Арендăна илме сĕнеççĕ-ха, анчах çакă тивĕçтермест, çĕнетнĕ, укçа хывнă хыççăн тухса кайма тивсен? Паллах, çак фермăсем выльăх-чĕрлĕх, çăмарта тăвакан чăхсем усрама май парĕччĕç. Чи кирли - çакă ялти вуншар çынна ĕç вырăнĕпе, шалупа тивĕçтерме май парать. Анчах пуçлăхсене ĕçсĕр юлнă ял çыннин нуши-терчĕ пăшăрхантармасть пулас.
Предприяти ертÿçисене тырă типĕтсе аламалли вырăн, механизациленĕ йĕтем хăратать.
- Пулăшма шантарса тырă актарчĕç-ха, мĕнле пухса кĕртмелле ăна? - пăшăрханаççĕ кунта. Нивушлĕ укçа тăкни, тăрăшни харама кайĕ? «Искра» хуçалăхăн шутланнă йĕтемĕ те юхăнать паян, кукăр алăллă çынсемсĕр пуçне никама та кирлĕ мар тейĕн вăл. «Дар-Бройлер» туянассине пĕлсен каллех конкурс управляющийĕ хирĕç пулнă. Мĕншĕн? Тĕлĕнмелли кăна юлать. «Аркатма юрать, усă курма вара - çук», - тет Николай Иванович.
Хыç сĂмах вырĂнне
Хĕрлĕ Чутай район пуçлăхĕпе А.И.Криковпа тĕл пулса калаçма тÿр килчĕ. Хама канăç мана ыйтăва хускатмасăр чăтаймарăм. Акă мĕн хуравларĕ вăл:
- «Искра» хуçалăх пурлăхĕ муниципалитетăн шутланмасть. Çитменнине конкурс управляющийĕ кĕртнĕ май район администрацийĕ пурлăха «механизациленĕ йĕтеме, витесене...» кама парассине татса параймасть. Халĕ конкурс управляющийĕн вăхăчĕ тухрĕ ĕнтĕ. Территорири производство объекчĕсем «Авангард» хуçалăха куçнă. «Дар-Бройлер» пĕрлешÿпе «Авангард» хуçалăх ертÿçисем çак ыйтăва çĕкленĕ. Механизациленĕ йĕтеме тата Хирлукассинчи фермăна пĕрлешĕве пама килĕшнĕ. Уншăн предприяти 300 гектар çĕр уйăрĕ.
Александр Ивановичăн хуравĕ чăннипех савăнтарчĕ. Ара, темиçе çула яхăн тăсăлнă ыйтăва тинех татса панă. Сăмах çилпе кăна ан вĕçтĕрччĕ. Мĕнех, пурăнăпăр - курăпăр.