22 июля 2009 г.
Аграрисене сĕт-çу рынокĕнчи лару-тăру хăратать. Юлашки уйăхсенче сĕт туянмалли хак сасартăк чакса кайнипе ялта пурăнакансем пысăк тăкак тÿсеççĕ, хăш-пĕр хуçалăх вара ĕне кĕтĕвĕсен йышне те пĕчĕклетсе пырать.
Сĕтлĕ выльăх-чĕрлĕхе аталанма пулăшас, отраслĕн экономика ыйтăвĕсене татса парас тесен мĕн тумалла? Çакăн пирки сăмах хускатать те Патшалăх Думин бюджет тата налук комитечĕн председателĕн çумĕ Геннадий Кулик.
Юлашки виçĕ уйăхра мĕнпур категорири хуçалăхсенче выльăх-чĕрлĕхрен сĕт илессине, унăн ÿт хушаслăхне ÿстернине, кивĕ фермăсене çĕнетсе юсанине, пурнăç ыйтăвне тивĕçтерекен çĕнĕ фермăсем çĕкленине, кĕтĕве пысăк тухăçлă выльăхпа пуянлатнине пăхмасăр отрасльти лару-тăрăва тĕпрен улăштараймăпăр.
Мĕнпур категорири хуçалăхсенче çулталăкра сĕт суса илесси 32-32,4 миллион тоннăран иртмест. Ют çĕршывран сĕт кÿрсе килесси вара ÿснĕ, 7-7,3 миллион тоннăна çитнĕ. Вырăнта туса илекен çимĕçпе хамăр рынока эпир 75-85 процент çеç тивĕçтеретпĕр.
Халăх сĕтпе усă курасси вара сĕннĕ виçен 64 процент шайĕнчех юлать. Çакна та палăртмалла, кăçал малтанхи уйăхсенче сĕтлĕ выльăх-чĕрлĕх кĕтĕвĕсен хисепĕ чакма тытăнни палăрать, кĕске хушăра 290 пин пуç ĕне сахалланнă.
Хальхи вăхăтра 10 пин çын пуçне Раççейре 156 мăйракаллă шултра выльăх тивет. Бразилире - 968, Канадăра - 408, Великобританире - 186, Францире - 345, Германире 178 пуç. Асăннă çĕршывсенче вара утă çулмалли, кĕтÿ çÿретмелли вырăн пĕр çын пуçне Раççейринчен 2-2,5 хут пĕчĕкрех. Лару-тăрăва улăштарма ансатах мар, мĕншĕн тесен продукци паракан отрасль ĕç-хĕлне йĕркелеме самай вăхăт иртет. Сăмахран, ĕне ÿстерме кăна виçĕ çултан кая мар кирлĕ.
Раççейри Апат-çимĕç хăруш-сăрлăхĕн концепцийĕ çитес 5-6 çулта сĕт суса илессине 7,5-8 миллион тонна таран ÿстерме палăртать. Çулталăкра çын пуçне 280 килограмм сĕт тивĕçмелле. Ют çĕршывран сĕт кÿрсе килессине 3-4 миллион тоннăна çити чакармалла.
Çавăнпа 2010-2015 çулсенче сĕтлĕ выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес енĕпе ятарлă патшалăх программи йышăнмаллах. Унта экономика, технологи енĕпе мĕн-мĕн тумаллине, ĕçе епле йĕркелемеллине палăртса хăвармалла.
Ĕне йышне ÿстермесĕр çитĕнÿ тăваймăн. Палăртнă чикĕсене çĕнсе илме - çулталăкра 40 миллион тонна сĕт сума - тухăçлăха кăна хăпартнипе пирĕн условисенче май çук. Пĕртен-пĕр çул - экономикăн ытти енĕсене те аталантармалла. Чи малтан çакна татса памалла: мĕншĕн ял хуçалăх перепиçне кĕртнĕ 40627 ял хуçалăх организацийĕнчен 22 пинĕшĕн ĕне çук, 7 пин ытларахăшĕн «40,8 процент» вара çĕр пуçран та сахал? Çакă экономика енчен те тăкаклă, ирĕклĕ çĕр лаптăкĕсемпе сĕт тата аш-какай туса илме усă курманни шухăшлаттарать.
Çитес ултă çулта мĕнпур категорири хуçалăхсенче ĕне йышне 700-730 пин пуç ÿстермелле. Вĕсем валли çĕнĕ фермăсем, комплекссем тумалла - 400 пин пуçран кая мар выльăх вырнаçтарма тивет-çке, çав шутран халăхăнне 130 пин пуç. Çак тĕллевпе 100 миллиард тенкĕ инвестици кирлĕ. Унсăр пуçне 1,2 миллион ĕне выльăх фермисене юсаса çĕнетмелле. Каллех 200 миллиард тенкĕрен кая мар кăларса хумалла. Чăн та, кунта выльăх апачĕ хатĕрлемелли техника хакне те кĕртнĕ. Çапах хушма продукци илсе сутни бюджета налук шучĕпе кăна 280 миллиард тенкĕпе пуянлатĕ.
Ĕне йышне ÿстерни 260-280 пин çынна хушма ĕç вырăнĕ тума пулăшĕ. Çав вăхăтра регионсен тата муниципалитетсен бюджечĕсене 66,2 миллиард тенкĕ тупăш налукĕ кĕрĕ. Çакă ялсен экономикине çирĕплетме пулăшĕ.
Ĕне выльăх ĕрчетессине мĕнпур регионта çĕнĕлле йĕркелемелле. Федерацин чылай субъектĕнче çак отрасле аталантарассипе ĕçлемеççĕ, импорт шучĕпе пурăнаççĕ. Сăмахран, Приморье крайĕпе Сахалин облаçĕнче сăвăм, 90-мĕш çулхипе танлаштарсан, 70 процентран ытларах çеç. Ку тăрăхсенче халăха сĕт юр-варĕ нормăпа пăхнинчен 50 процент сахалрах тивет. Вырăнти туса илекен çимĕçрен импорт 1,5 - 2,0 хут нумайрах.
Çав вăхăтрах чылай регионта условисем Инçет Хĕвел тухăçĕнчинчен те япăхрах пулин те халăх вырăнти сĕт юр-варĕ çителĕклĕ илсе тăрать. Акă Пушкăрт Республикинче çулталăкра çын пуçне 364 килограмм сĕт продукцийĕ тивет, Тутарстанра - 345, Карачай-Черкессинче - 344, Мордва, Мари, Чăваш республикисенче, Омск, Пенза, Оренбург облаçĕсенче 300 килограмм. Халăха апат-çимĕçпе тивĕçтерес, вырăнтах базăсем йĕркелес енĕпе регионсен ертÿçисен яваплăхне палăрмаллах ÿстермелле.
Юлашки вăхăтра кивĕрех фермăсене юсаса-çĕнетсе укçа-тенкĕпе вăхăта перекетлес вырăнне пысăк фермăсемпе сĕт-çу комплексĕсем çĕклеме тытăнчĕç. Хушма хуçалăхĕсенче фермăсем тăвасси, ĕçе механизацилесси вара япăх пырать.
Тĕпчев Европăра, Çурçĕр тата Кăнтăр Америкăсенче 30-100 пуç тытакан фермăсем ытларах аталаннине çирĕплетет. Чи кирли - вĕсенче çĕнĕ йышши технологи, ĕçе механизацилени, сĕте сивĕтсе упрамалли оборудовани пулни.
Хальхи вăхăтра сĕтлĕ выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе, çĕнĕ техникăпа, технологипе усă курассипе Европăран юлса пыратпăр. Аталаннă çĕршывсенче ял хуçалăхне патшалăх кулленех пулăшнинчен те килет ку. Акă танлаштарар-ха: ял хуçалăх таварĕ туса илекенсене 100 тенкĕлĕх продукци сутнăшăн патшалăхсем Европăра - 32 тенкĕ, Америкăн Пĕрлешÿллĕ Штатĕсенче - 16 тенкĕ, Канадăра - 29 тенкĕ, Раççейре 7 тенкĕ субсиди параççĕ. Сĕннĕ программăна пурнăçа кĕртме мĕн тумалла?
Патшалăхăн 2010 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен сĕтлĕ выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекенсене пулăшмалли принципсене улăштармалла. Сĕт-çу фермисемпе комплекссем тума, çĕнетсе юсама федераци бюджетĕнчен проект хакĕн 40 процентне, регионсен бюджетĕнчен 10 процентран кая мар уйăрмалла. Ытти укçана ял хуçалăх предприятийĕсен хăйсен шырамалла - хăйсен укçине хывмалла е банкран 5 çуллăха çăмăллăх кредичĕ илмелле.
Сĕтлĕ выльăх ĕрчетмелли программăна кĕртнĕ хуçалăхсене федераци бюджетĕнчен хамăр çĕршывран ăратлă ĕне туяннăшăн субсиди - 1 килограмм чĕрĕ виçе пуçне - 40 тенкĕ памалла. Выльăх-чĕрлĕхе, çав шутра халăхăнне те ветеринари енчен пăхса тăрассине лайăхлатмалла.
Пытармалли çук, отрасль конкурентлăхĕ вăйсăрри япăх техникăпа та, выльăх тухăçсăрлăхĕпе те çыхăннă. Сăвăм, мăйракаллă шултра выльăхăн талăкри ÿт хушаслăхĕ конкурентсенчен икĕ хут пĕчĕкрех пирĕн. Сăлтавĕсенчен пĕри - рационра белоксен шайлашулăхĕ çукки тата тĕш тырра пĕлмесĕр, виçерен нумайрах пани. 2008 çулта Раççейре выльăха çитерме 40,7 миллион тонна тĕш тырă кайнă, çав шутран балансланă комбикорм 18,9 пин тонна, е 46,1 процент çеç, янтăланă. Выльăх апачĕ хатĕрлессине çапла йĕркеленипе инçех каяймăн. Çавăнпа патшалăх программинче комбикорм промышленноçне аталантарассине те çирĕплетсе хăвармалла. Çак тĕллевпе комбикорм предприятийĕсене 2015 çулччен 6-7 миллиард тенкĕ çăмăллăх кредичĕпе тивĕçтерсен те аван. Вĕсене тĕш тырă ÿстерме çĕр арендăна илме хавхалантармалла, çакна çĕр законодательствинче те пăхса хăвармалла.
Сĕт отрасльне аталантарма фермерсенчен, халăхран сĕт пуçтаракан потребкоопераци предприятийĕсем те нумай пулăшма пултарĕччĕç. Капла тавар ресурсне татах 1,0 - 1,5 миллион тенкĕлĕх чĕр тавар явăçтарма май килĕччĕ. Çакна валли мĕн тумалла? Коопераци, тавар хатĕрлесе кăларакан предприятисен тытăмĕнче сĕт пуçтаракан ятарлă пунктсем тумалла. Вĕсене халăхран, фермерсенчен пухнă кашни литр сĕтшĕн федераци бюджетĕнчен 50 пус тÿлемелле. Укçа-тенкĕн çуррине оборудовани туянма çăмăллăх кредичĕсем те памалла, çавăн пекех кооперативăн хатĕрлекен организацийĕсем те.
Сĕт хатĕрлесе кăларакан предприятисемпе потребкооперацин ял хуçалăх организацийĕсемпе сĕт туянасси пирки вăрах вăхăтлăх контрактсем тумалла, туянмалли условисемпе хаксене çулсерен çирĕплетмелле.
Паян çăмăллăх кредичĕпе усă куракансем ял хуçалăх таварĕ туса илекенсене процент ставки шучĕпе компенсаци тÿлес йĕркене улăштарма ыйтаççĕ. Мĕншĕн? Хальхи вăхăтра банкран икĕ çуллăха кредит илнĕ хушма хуçалăхсен те банка кредитпа усă курнăшăн процент ставкине уйăхсерен тÿлеме тивет. Банкăн уйăх иртнĕ хыççăн, заемщик кирлĕ документсем тăратсан, кредитăн компенсацилекен пайне тавăрса памалла.
Çак документсене регионсенче пуçтарса Мускава ярса параççĕ, çиелтен тĕрĕсленĕ хыççăн казначействăна, унтан ирĕк илсен каллех вырăна таврăнаççĕ. Кирлĕ хутсем çаврăнса çитиччен 6-8 уйăх иртет, çак тапхăрта заемщик нимĕнле компенсаци те илмест. Кредит хисепĕ пысăк мар пулсан аптрамасть-ха, анчах капашсăр парăм ура хурать. Ял хуçалăх предприятийĕсем çапла майпа тÿсекен тăкаксем вуншар миллион тенкĕрен те иртнĕ ĕнтĕ.
Сăмахран, хамăр çĕршывра кăларнă машина туянма çăмăллăх кредичĕ илнĕ граждансем валли правительство кредит ставкине компенсацилемелли йĕркене ăнланмалла та тĕрĕс тунă. Çак тытăмах ял хуçалăх таварĕ туса илекенсем валли те кĕртмелле. Ку сĕтлĕ выльăх ĕрчетессине, отраслĕн тухăçлăхне хăпартма кирлĕ.
Тата тепĕр япала. РФ Правительстви ыйтнипе ял хуçалăх министерстви сĕтлĕ выльăх ĕрчетмелли отрасль программи хатĕрлеме тытăннă ĕнтĕ. Сĕт-çу комплексĕсемпе фермисене реконструкцилессипе регионсем панă сĕнÿсене те пăхса тухнă. Ман шутпа, çак ведомство программине патшалăх статусне памалла. Унта çак отрасле тикĕссĕн аталанма йĕркелÿ ĕçĕсем туса ирттермелле, экономика енчен мерăсем палăртмалла.