15 июля 2009 г.
Раççей Правительствин президиумĕн ларăвĕнче 2010-2012 çулсенчи социаллă-экономика аталанăвĕн тĕп енĕсене палăртнă. Правительство 2010 çултах экономика кăтартăвĕсем ÿсме тытăнасса шанать. Кăçалхи йывăрлăха пăхмасăр «пĕтĕмĕшле тавар калăпăшĕ «ВВП» 8,5 процент чакма пултарать» çĕршыв ертÿçисем малашлăха ĕненеççĕ. РФ финанс министрĕ Алексей Кудрин палăртнă тăрăх, 2010 çулта ВВП 1 процент ÿсмелле, экономикăна кризисченхи тапхăра тавăрма 3-5 çул кирлĕ. Эппин, çулталăк вĕçлениччен правительство Раççей кризисран тухасса шанса тăрать.
Лару умĕн правительство президиумĕ социаллă пурнăçпа экономика мĕнле аталанса пырассине палăртнă хăш-пĕр положенисемпе паллашма та ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ. Вĕсем 2009 çулхи кăтартусене те пырса тивеççĕ. Çывăх уйăхсенче экономикăри кризис вăйсăрланма тытăнмалла. Чиновниксем çакна иккĕмĕш çур çулта фискаллă тата укçа политики вăйсăрланнипе, патшалăх кризис политикине хирĕç тĕп мерăсем йышăннипе те çыхăнтараççĕ. Çаксем иккĕмĕш çур çулта çĕршывăн пĕтĕмĕшле тавар калăпăшĕ чакнине пĕчĕклетмелле.
Экономика аталанăвĕн министерстви халăхăн тупăш шайĕ 4,1 процент, шалăвĕ 4,6 процент чакма пултарасса пĕлтерет.
Александр Осин экономист пĕлтернĕ тăрăх, чухăнрах пурăнакансемшĕн çывăх вăхăтра лару-тăру улшăнмĕ, тупăш илесси лайăхланĕ çеç. «2010 çулта бюджет тăкакĕсен çурри ытла социаллă пурнăçа йĕркелеме кайĕ, патшалăх хаксем хăпарнине, чи малтанах пурăнма кирлĕ таварсемпе эмелсене кризисченхинчен те çирĕпрех тĕрĕслесе тăрĕ», - тет эксперт.
Политика тата экономика коммуникацийĕн агентствин директорĕ Дмитрий Орлов шучĕпе, халăхăн пурнăç шайĕ япăхланни ВВП чакнипе тÿрремĕнех çыхăннă. «Патшалăх пулăшса тăнăран çакă ытлашшиех сисĕнмĕ», - тет вăл. Кризисченхи пурнăç шайне тавăрма темиçе çул кирлĕ.