22 июля 2009 г.
Çĕршывăн тĕп хулинче Мускавра тĕрĕс çĕр ĕçĕн сăнавлă завочĕ тăвас ĕç вĕçленсе пырать. Унта ял хуçалăх культурисем çитĕнтерекен биоконтейнерсем кăларма тытăнĕç. Предприятие Хула кунĕнче уçма палăртнă. Заводра вăтамран 1,5 млн единица продукци туса хатĕрлĕç. Çак биоконтейнерсенче çĕр улминчен пуçласа ананас таранах çитĕнтерме пулать.
Биоконтейнер _ пресланă удобрени компоненчĕсем тата микроэлементсем тултарнă чăмăр. Шалта диаметрĕпе 2 сантиметрлă пушă вырăн пур, унта вăрлăх хураççĕ. Шăварнă хыççăн нÿрĕ тăпрара биоконтейнерти молекулăсен çыхăнăвĕ улшăнать те капсулăри вăрлăх тавра кăпăшка та сĕтеклĕ биомасса пулса саланать, ÿсен-тăрана çитĕнме лайăх май туса парать, тутлăхлă сийĕ калчасене тĕрлĕ чир-чĕртен сыхласа хăварать.
Ял хуçалăх культурисем çитĕнтермелли çак хăй евĕр технологие Мускав мэрĕ Юрий Лужков шутласа тупнă. Хула пуçлăхĕн меслетне вăрлăхсене пĕчĕк капсулăсене хурса аталантармалли мел «микрокапсулирование» теççĕ, ăна 2004 çулта официаллă патент панă. Ку меслет куккуруспа соя туса илнĕ чухне лайăх кăтартусемпе савăнтарнă. Пĕлтĕр Калуга облаçĕнче биоконтейнерсемпе усă курса ÿстернĕ куккурус тухăçĕ яланхинчен икĕ хут ытларах пулнă. Сăнавсем пĕчĕк çĕр лаптăкĕсенчен те чылай паха çимĕç çитĕнтерме май пуррине кăтартса параççĕ. Унсăр пуçне горючи, техника, ĕçлекенсен вăйĕ перекетленет. Куккуруса яланхи пек ÿстерме 1 гектар çĕр çине 50-60 тонна тислĕк хывмалла, ку хаклă. Биоконтейнерсемпе усă курсан навус 2 тоннăна яхăн çеç кирлĕ.
Юлашки вăхăтра капсулăсене тутлăхлă япаласем çеç мар, çум курăка пĕтерекен тата шăрăхран сыхлакан элементсем те хушнă.
Биоконтейнерсем пулăшнипе çитĕнтернĕ пахча çимĕç ыттисенчен пахарах, начар тăпрана хывса хăварсан та пысăк тухăç парать, мĕншĕн тесен контейнерăн тутлăхлă япалисем вăрлăхсене сиенлĕ хурт-кăпшанкăран та сыхлаççĕ, тăм ÿксен е çĕр типсе ларсан та ÿсен-тăрансем пĕтмеççĕ, малаллах ÿсеççĕ.
Тинтерех кăна Арабсен Пĕрлештернĕ Эмирачĕсен посолĕ пальма çитĕнтерме заказ панă. Анчах та Раççейшĕн пальма мар, çĕр улми малти вырăнта. Биоконтейнерпа усă курни «иккĕмĕш çăкăр» тухăçне икĕ е виçĕ хут та ÿстерет. Капсулăсен пĕлтерĕшĕ медицинăра та пысăк. Биоконтейнерсенче чĕрене лайăх ĕçлеттерекен тата чĕре тымарĕн чирĕсенчен сыхлакан элемент _ селен пур, асăннă меслетпе ÿстернĕ çĕр улми те селенлă пулать.
Çак мелпех аш-какай та туса илесшĕн. Сăмахран, кроликсем ĕрчетсе вĕсен ашĕнчен консервсем хатĕрлесшĕн, мĕншĕн тесен ку чĕрчунсем хăвăрт çитĕнеççĕ.
Биоконтейнерсем тата вĕсемпе усă курса ÿстернĕ пахча çимĕç сутакан магазинсем, тĕрлĕ регионта пасарсем уçасшăн. Ку хăш-пĕр социаллă ыйтусене те татса пама пулăшать, тĕслĕхрен, ĕçсĕрлĕх ыйтăвне. Çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче биоконтейнерсен заводне кирлĕ оборудовани тăвакан предприятисем çĕклĕç. Халăх валли пахчаçă пуххисем - помидор, хăяр, салат, баклажан, пăрăç, купăста, соя, куккурус, фасоль тата ытти культура вăрлăхĕсен биоконтейнерĕсем кăларма тытăнĕç.
Çĕнĕ технологи кăларма тытăнни ял хуçалăхне çĕнĕ тÿпеме çĕклĕ.
В. Тресков.