22 июля 2009 г.
Раççейре коррупци патшалăх органĕсене тата муниципалитет тытăмне япăх енчен кăтартакан питех те сиенлĕ йăла пулса тăчĕ. Вăл экономикăна вăйлатма, унăн конкуренци пултарулăхне тата граждансен пурнăç шайне хăпартма питех те чăрмантарать.
«Предпринимательствăн çивĕч ыйтăвĕсене пĕр пĕтĕмĕшлĕн тĕпчекен наци институчĕ» «НИСИПП» регионсен Интернет сетĕнчи официаллă сайчĕсен тата электронлă право базисен кăтартăвĕсемпе усă курса Раççей регионĕсенче коррупципе мĕнле кĕрешнине тишкернĕ.
Коррупцие хирĕçле саккунсен пахалăхĕ енĕпе Чăваш Ен Мурманск облаçĕпе Карели Республики хыççăн виççĕмĕш вырăнта тăрать, унăн рейтингри кăтартăвĕ 44,3 балл. Чăваш Енре коррупцие кăклассипе тата асăрхаттарассипе тĕллевлĕн ĕçлеççĕ. «Коррупципе кĕрешесси çинчен» федераци саккунĕ йышăниччен çулталăк малтан, 2007 çултанпа республикăра çын прависемпе ирĕклĕхне хÿтĕлес, саккунлăхпа, право йĕркелĕхĕпе, общество хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес енĕпе Чăваш Республикин «Коррупципе кĕрешесси çинчен» саккунĕ пурнăçланса пырать.
Виçĕм çул Чăваш Республикинче коррупци тăвассинчен, вăл ЧР патшалăх тата хăй тытăмлăх органĕсен ĕçне витĕм кÿрессинчен, граждансемпе организацисен саккунлă интересĕсемпе прависене хÿтĕлесе 2007-2012 çулсенче пурнăçламалли тĕллевлĕ программа йышăннă, çав çулхинех ЧР право акчĕсемпе вĕсен проекчĕсене коррупцие хирĕçле экспертизăсем ирттермелли йĕркене çирĕплетнĕ.
Тишкерÿ Чăваш Республики коррупцие хирĕç кĕрешессипе яваплăха туйса ĕçленине кăтартать.