22 июля 2009 г.
Красноармейски районĕнчи Кĕçĕн Шетмĕре пурăнакан Семеновсен кил-çурчĕ чăн-чăн юмах тĕнчине аса илтерет. Юнашарах шăнкăртатса выртакан Кĕçĕн Шетмĕ шывĕ, йывăç тăрăхĕ...
Николай Семеновичпа Зоя Петровна тахçанах тивĕçлĕ канура. Н. Семенов Чăваш ял хуçалăх институтĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн пурнăçне çĕр ĕçĕпе çыхăнтарнă. Ял совет председателĕнче, райкомра тата ытти çĕрте вăй хунă. Вырăнти «Нива» хуçалăха та самай вăхăт ертсе пынă. Вăл пуçарнипе çак тапхăрта хуçалăх халăхран сĕт, аш-какай пухнă. Хăйсен хуçалăхĕнчен те чылай ăсатнă. Мăшăрĕ вара ĕмĕр тăршшĕпех ачасене вĕрентнĕ. Виçĕ ачи пурнăç çулĕ çине тăнă ĕнтĕ.
- Ачамсем аслă пĕлÿ илчĕç. Инга - вĕрентекен, Женя - адвокат, Ангелина - пайтаçă, - кăмăллăн пĕлтерет ашшĕ. - Мăнукăмсем те пур.
Çурт-йĕр çавăрнă, ачасене çитĕнтернĕ, йывăç тăрăхĕ лартса хăварнă - мĕн шутлани-ĕмĕтленни йăлтах пурнăçланнă. Ватлăхра савăнса, канса пурăн çеç темелле. Анчах канлĕ ватлăх Семеновсем валли мар-мĕн. Чĕвĕл-чĕвĕл кайăк сассипе тăрса тухаççĕ вĕсем выльăх-чĕрлĕх патне. Кунта вите-сарай тулли сысна, ĕне, вăкăр. Тĕрĕссипе, пенсиччен выльăх-чĕрлĕх яланах йышлă усранă-ха, халĕ акă кĕтÿ икĕ хут ÿснĕ. Кăçал 23 сысна хĕл каçарнă, çав шутран амисем кăна çирĕме яхăн. Чух-чухсене çăвăрлаттарса та, самăртса та сутаççĕ. Чăн-чăн ферма. Ăна иккĕшех тытса пыраççĕ. Ăратлă выльăх кăна усрама тăрăшать туслă йыш.
Семеновсем 2005 çулта ĕç-хĕле йĕркелесе яма, ăратлă выльăх туянма, вите-сарай юсаса çĕнетме банкран пысăк процентпа 150 пин тенкĕ кредит илнĕ. Çакă çемье бюджетне сисĕнмеллех пушатнă.
- Шел, вăл вăхăтра хушма хуçалăха аталантарма çăмăллăх кредичĕ пама пуçăнманччĕ çав, - ассăн сывлать кил хуçи. - Пĕлтĕр вара Раççей ял хуçалăх банкĕнчен каллех 100 пин тенкĕ илтĕмĕр, анчах хальхинче çăмăллатнă йĕркепе. Кăçал татах 200 пин тенкĕлĕх килĕшÿ тăвас шухăш пурччĕ. Шел, çитмĕле çывхаратăп, пысăк кредитах парасшăн мар.
Укçа-тенкĕ вите-сарай юсама тухса кайса пырать, ăратлăха çĕнетме те чылай тăкакланмалла. Выльăх апачĕ туянма тата;
Николай Семенович тĕплĕ çын. Хушма хуçалăхăн тупăшĕпе тăкакĕсене, мĕн туяннине йăлтах, пусĕ таран кăтартсах, хулăн тетраде çырса пырать. Çулсерен пĕтĕмлетсе умри ĕç-хĕле палăртать. Дневник-тетраде сĕтел çине кăларса хучĕ те ăнлантарма пикенчĕ.
- Пĕлтĕр выльăх апачĕ туянсах 100 пин тенкĕ пĕтрĕ. Çав шутра витаминсемпе эмел хакĕсем те пур унта. Çĕр улми, ешĕл курăк хамăрах янтăлатпăр-ха, фуражлăх тырă туянса ытларах тăкакланатпăр. Улăм та çулсерен 5-6 трактор кирлĕ, çулла йывăç кĕрпипе те усă куратпăр.
- Тăкаксем пысăк, тупăш пур-и? - кăсăкланса ыйтрăм вĕсенчен.
- Паллах, унсăр епле-ха?
Николай Семеновичпа каллех типтерлĕн çырса тултарнă хисепсене тишкерме тытăнатпăр. 2007 çулта 236 пин тенкĕ тупăш илнĕ пулсан, 2008 çулта 165 пин тенкĕ. Кăçал ытларах та пулма пултарать. Мĕншĕн тесен çулталăк вĕçнелле çăвăрланă çурасене сутса пĕтернĕ ĕнтĕ. Кĕçех каллех йыш хушăнмалла. Пилĕк амаран 50 çура сутнă. Килтенех илсе кайнипе-и кашни çури икĕ пине ларнă.
- Ыттисене пасарта хам сутрăм, унта хаклăрах - икĕ пин тенкĕ çурра яхăн, - тет вăл. - Аллă çура сутниех 114 пин тенкĕ тупăш кÿчĕ. Пĕр ама 13 çура çăвăрласан та 25 пин тенкĕ тупăш парать. Çулталăкра вара вăл 4-5 хут çăвăрлать. Паллах, выльăха йĕркеллĕ, лайăх тăрантармалла, пăхмалла. Çавăнпах-и рациона организма кирлĕ япаласемпе пуянлатма тăрăшать вăл. Выльăх-чĕрлĕхе хăех укол тăвать. Амасене çăвăрланă хыççăн кунсерен 3-4 хутчен те укол тума тивет. Хавшанă амана çакă вăй илсе хăвăртрах çирĕпленме пулăшать.
- Сысна хальхи вăхăтра çапах тупăшлă, - палăртать Семенов. - Аш-какай та лайăх туянаççĕ. Эпир выльăха килтех пусса, тирпейлесе паратпăр. Капла хаклăрах, килограмĕ 120-130 тенке ларать. Тĕрĕссипе çакă та йÿнĕрех. Посредник урлă вырнаçтарнипе потребитель патне çитиччен вăл икĕ хут хакланать. Пасарта та посредниксĕр, курттăмăн сутма май çук. Хресченшĕн пасар хупă, çывăха та ямаççĕ. Пирĕн тăрăхра потребитель кооперативĕсем те çук. Хушма хуçалăхра туса илнĕ çимĕçе хамăрăнах вырнаçтармалла. Час-часах йÿнĕ хакпа çырлахмалла.
Н. Семенов вите-сарай тулли тăракан нăрик-нăриксене хаваспах кăтартать. Пысăках мар çурт-йĕрте тап-таса, мăнтăркка çурасем ют çынсенчен те хăрамаççĕ, хăйсен хуçине самантрах сырса илчĕç. Хăмасемпе çапса рубероидпа витсе тунă витерех хĕл каçаççĕ вĕсем.
- Выльăх-чĕрлĕхе чаплă çурт кирлĕ мар. Çуртра витĕр çил кăна ан вĕртĕр, - тет вăл. - Выльăх кунта вуншар çул пурăнмасть вĕт. Хĕлле витене йĕри-тавра улăмпа, юрпа лайăх хуплатпăр, айсарăмне хулăн саратпăр - пулчĕ те. Çулсерен çĕрĕшнĕ хăмасене улăштаратăп. Хакла та лармасть. Кăçал ытларах та юсамалла-ха. Халĕ вите-сарайне кирпĕчпе, блокпа çĕклеççĕ. Мĕн тума? Цемент нÿрĕ туртать. Çурасене вара типĕ, уçă сывлăш кирлĕ.
Сыснасене уçăлтарма çу кунĕсенче куллен юхан шыв хĕрне илсе анаççĕ. Çакна выльăхсем хăнăхнă ĕнтĕ. Хапха уçăласса чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Вĕсен те ешĕл курăк çинче, ирĕкре çÿрес килет мар-им?
Семеновсем çĕр улми те çитĕнтерсе сутаççĕ, 0,60 гектар люцернăпа клевер акнă. Ларса канма та вăхăт çук ĕçченсен.
- Эппин, канлĕ ватлăх сирĕн валли мар?
- Ĕçлемесен эпир вилетпĕр. Ĕçсĕр ларма хăнăхман, пултараймастпăр та. Шел, çулсем каяççĕ, вăй-хал чакни сисĕнме пуçларĕ. Хальхи вăхăтра çамрăксемшĕн майсем туллиех: выльăх-чĕрлĕх усра, çĕр илсе тĕш тырă, çĕр улми çитĕнтер тата ытти те. Патшалăх та çăмăллăх кредичĕ парать, ĕçе пуçăнма ан ÿркен кăна. Аякра ĕç шыраса çÿремесĕрех вырăнта та тупăш илме май пур. Сăмахран, сысна усрани çеç çулталăкра 350-400 пин тупăш кÿрет. Тыррине те хăв çитĕнтерсен таса тупăш ытларах та юлать. Çамрăксем ĕç çук тесе наянланса ларнине ăнланмастăп. Ялта ĕç хăв хыççăн çÿрет, ан ÿркен кăна.
Л. Никитина.