22 июля 2009 г.
Республикăри хушма хуçалăх тытакансен тата ял хуçалăх предприятийĕсен сасартăк выльăх-чĕрлĕх çухалма тытăнни çынсене шалт! тĕлĕнтернĕ. «Кашкăрсем куç хывнă-ши?» - пăшăрханнă вĕсем. Анчах тискер чĕрчунсен йĕрĕ курăнман. Аптранипе йĕрке хуралĕнчен пулăшу ыйтнă. Право органĕн ĕçченĕсем вăхăта сая яман, çийĕнчех капкăнсем лартса тухнă. Чăн та, кĕçех шаклатса хупăннă вĕсем, сăтăрçăсене тытса та чарнă. Капкăна кашкăрсемех çакланнă, анчах икĕ ураллисем.
2008 çул вĕçĕнче Михаил Ямуткин вăрă-хурах ушкăнĕ йĕркеленĕ. Унта çирĕмрен иртнĕ Александр Уткин, Валерий Иванов, Эдуард Осипов, Дмитрий Тимофеев кĕнĕ. Хайхисем Шупашкар, Çĕрпÿ, Вăрмар, Красноармейски районĕсенчи ял çыннисен тата хуçалăхсен выльăх-чĕрлĕхне вăрлама тытăннă. Куллен сунара тухнă ямăта хапсăнакансем, хура йĕрне тĕплĕн пытарнипе-и асăрхакан тупăнман. Мăйракаллă шултра выльăха куç хывни ахальтен мар _ хаклăрах-çке. Тĕрĕслев 40 выльăх ытла вăрласа 600 пин тăкак кÿнине палăртнă. Чи пуçтах преступниксене суд пуличченех решетке хыçне ăсатма лекнĕ.
Пулă мĕн хак;
Пăрачкав районĕ çут çанталăк ырлăхĕнчен пуян: сарăлса выртакан вăрмансем, кайăк-кĕшĕк, кÿлĕсемпе юхан шывсем, пулăсем... Анчах халăх пурлăхне хапсăнакан та сахал мар. Çак енĕпе тăвакан преступленисен шучĕ çулленех ÿссе пырать. Браконьерсем шыври чĕр чунсене ытларах куç хываççĕ. Уйрăмах пулăсем вăлча сапнă вăхăтра. Акă Григорьев «хушаматне улăштарнă» «Старица» кÿлĕре тетельпе пулă тытма хăтланнă та... çакланнă. Право органĕ саккуна пăсакана тăватă пин тенкĕ штраф панă. Пĕтĕмпе кăçал пилĕк браконьер тĕлĕшпе уголовнăй ĕç пуçарнă.
Таркăн преступник
Шупашкарта пурăнакан Павлов «хушаматне улăштарнă» çирĕмрен кăна иртнĕ-ха, çапах судпа айăпланма та ĕлкĕрнĕ. Шел, çакă та ăна тÿрĕ çул çине кăларайман, вăл каллех преступлени тунă. Качча Шупашкарти, Пăрачкаври шалти ĕçсен пайĕсем хĕрсех шыранă, анчах ниепле те тытса чарайман. Çав хушăра Павлов республикăн тĕп хулинче ирĕклĕнех çÿренĕ. Кăçалхи июнь уйăхĕн вĕçĕнче Шумилов урамĕнчи юлташĕ патне çитнĕ. Лешĕ виçĕ пÿлĕмлĕ хваттерĕн пĕр пÿлĕмĕнче пурăннă, тепринче - вăтăрсенчи хĕр. Ытти çамрăксем те пулнă кунта. Хăна пушă алăпа кĕмен, савăнсах эрех-сăрапа хăналанă. Ĕçкĕ-çикĕ вĕçленсен ушкăн урама тухнă. Анчах Павлов хваттертех ларса юлнă. Хĕр те пĕччен иккенне асăрхасан ун çумне çыпçăнма тытăннă. Пике хирĕçлеме, ÿсĕр çынран хăпма хăтлансан тарăхсах кайнă, хайхине хĕнеме пикеннĕ. Унтан... мăйĕнчен çĕçĕпе чикнĕ. Йывăр сурансене пула хĕр çавăнтах вилсе кайнă. Преступника тытса чарнă ĕнтĕ. Унччен те айăпа кĕнине шута илсен Павлов решетке хыçĕнчен часах тухаймĕ-тĕр.