АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕлле шухăшласа çĕнĕлле ĕçлетпĕр

22 июля 2009 г.

 Муркаш районĕнче республикăри чăх-чĕп ĕрчетекенсен канашлăвĕ иртрĕ. Пухăннисем Муркашри чăх-чĕп фабрикин ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕç, çак отраслĕн çур çулхи кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ май умри тĕллевсене палăртрĕç. Канашлăва ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ял хуçалăх министрĕ М.В. Игнатьев хутшăнчĕ.

Муркашсенчен вĕренмелли, ăса хывмалли чылай. Чăн та, республикăри вăйлă аталаннă, çитĕнÿ çулĕпе çирĕппĕн утакан предприяти кризис тапхăрĕнче те çухалса кайманни, малаллах талпăнни савăнтарать. Ĕç вĕресе тăрать кунта. Хăнасене территорири тирпей-илем, ашкăрса ÿсекен чечексем тĕлĕнтерчĕç.

_ Пирĕн яланах çапла, _ терĕ фабрика директорĕ Н. Ванеркин. _ Кашни цехăн хăйĕн лаптăкĕ. Ăна пăхса тăрасси _ вĕсен тивĕçĕ. Тата çакă пирĕн культурăна кăтартать.

Территорире çеç-и, цехсенче те таса, типĕ, сăмсана çуракан шăршă çук. Хутлă-хутлă «çуртсенче» вуншар пин чăх-чĕп пурăнать. Куçакан контейнер самантрах шап-шурă çăмартасемпе тулать. Фабрикăра 17 цех, 7 гектар çинче вырнаçнă вĕсем. Кунтах улма сачĕ те пур. Укçа-тенкĕ йывăрлăхне пăхмасăр çулсерен çĕнĕ оборудовани вырнаçтарса хута ярасси йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. Мускавран, Украинăран, Германирен, Испанирен туяннă хатĕрсем пĕр чăрмавсăр ĕçленипе пĕрлех тăкаксене чылай чакарма пулăшнă. Кашни цехăн хăйĕн котельнăй пулни те газ çунтарассине икĕ хут пĕчĕклетнĕ. Унччен электроэнерги талăкра 13 сехет çуннă пулсан, халĕ _ 6. Шывпа шăварассине те çĕнĕлле йĕркеленĕ. Çавăнпах цехсенче типĕ, нÿрĕклĕх те çук. Каяша та механизм тирпейлесе, пуçтарса тăрать.

_ Ĕçе çĕнĕлле йĕркелени газ, электроэнерги, шыв тăкакĕсене çурри таран чакарчĕ, _ пĕлтерет Николай Григорьевич. _ Выльăх апачĕпе кăна 10 миллион тенкĕ перекетлерĕмĕр. Çакă ăна вырăнта хатĕрленипе тата рациона компьютерпа тунипе çыхăннă.

Çав хушăрах продукци, тупăш илесси палăрмаллах ÿснĕ. Темиçе çул каялла чăх пуçне 245 çăмарта илнĕ пулсан, хальхи вăхăтра хисеп 325-е çитнĕ. Çĕнĕ çул тĕлне каллех çĕнĕ оборудовани вырнаçтарма ĕмĕтленет пуçлăх. Мĕншĕн тесен çăмартасене алăпа сортлани вăхăта чылай илет, тăкаклă та. Эппин, çак ĕçе механизацилемеллех. Чăх-чĕп ĕрчетекенсен ĕмĕт-тĕллевĕ _ çулталăкра 60 миллион çăмарта илме тытăнасси.

_ Пирĕн ÿсĕм продукцие сутнипе тÿрремĕнех çыхăннă. Çу кунĕсенче йывăрлăх пур. Чăваш Ене чăх-чĕп продукцине аякран илни чăрмав кÿрет. Сăмахран, çăмарта Челябинскран, Тутарстанран, Мари Элтен, Чĕмпĕртен... кÿреççĕ. Вырăнти халăха вара республикăри чăх-чĕп фабрикисем те продукципе çителĕклех тивĕçтерме пултараççĕ, _ пĕтĕмлетет Н. Ванеркин.

Канашлăва çитнисем чăх-чĕп отраслĕн кăçалхи çур çул кăтартăвĕсене те пĕтĕмлетрĕç. ЧР ял хуçалăх министрĕн çумĕ С. Павлов пĕлтернĕ тăрăх, республикăри мĕнпур категорири хуçалăхсенче кăçалхи июль уйăхĕ тĕлне 3503,3 пин чăх, пĕлтĕрхин 101,8 проценчĕ, шутланнă. Хальхи вăхăтра Чăваш Енре 10 чăх-чĕп предприятийĕ. Вĕсенче çăмарта тăвакан чăхсен йышĕ 6,8 процент ÿснĕ, пурĕ 652,8 пин пуçа çитнĕ.

Кăçалхи çур çулта мĕнпур категорири хуçалăхсенче 45,6 пин тонна выльăх-чĕрлĕх, чăх-чĕп какайĕ илнĕ. Çав шутран чăх-чĕп организацийĕсем 9,76 пин тонна. «Шупашкарти чăх-чĕп фабрики» пĕрлешÿ аш-какай илессине ÿстернĕ пулсан, «Чăваш бройлерĕ», «Шупашкар бройлерĕ» предприятисем чакарнă. Бройлерсен талăкри ÿт хушаслăхĕ вара лайăхланнă. Çакă ăратлăха çĕнетнипе, энерги перекетлекен технологипе усă курнипе те çыхăннă.

Çак тапхăрта мĕнпур категорири хуçалăхсенче 144,2 миллион çăмарта илнĕ. Шупашкарти, Муркашри, Канашри чăх-чĕп фабрикисен кăтартăвĕсем уйрăмах аван, пĕр чăх пуçне 151-160 çăмарта таран.

«АПК аталанăвĕ» наци проекчĕпе республикăри чăх-чĕп предприятийĕсем 1,14 миллиард тенкĕлĕх кредит илнĕ. Шупашкарти, Муркашри чăх-чĕп фабрикисем, «Чăваш бройлерĕ» çăмăллăх кредичĕпе час-часах усă кураççĕ, апат базине янтăлаççĕ, энерги ресурсне перекетлекен технологие хута яраççĕ. Палăртмалла, кăçал пĕлтĕрхинчен апат тăкакĕсене те 2,5 процент чакарма май килнĕ. Фуражлăх тырă республикăрах туянни, апат хатĕрленĕ, çитернĕ çĕрте ĕçе çĕнĕлле йĕркелени тăкаксене пĕчĕклетме пулăшнă та. Муркашри чăх-чĕп фабрикипе Канашри ăратлă чăх-чĕп заводĕнче çакă уйрăмах сисĕнет.

«АПК аталанăвĕ» наци проектне туллин пурнăçа кĕртме кăçал Чăваш Енри мĕнпур категорири хуçалăхсенче сĕт _ 506,3 пин, аш-какай 124,9 пин тонна, çăмарта 263 миллион туса илмелле. Раççее ытти çĕршывран аш-какай кÿрсе килессине 550 пин тонна чакарнă май, сентресене регионсен вăйпа тултарма тивĕ. Çавăнпа ял хуçалăх продукчĕсене илессине татах ÿстерме лекет. Енчен палăртнине пурнăçлаймасан, кирлĕ чухлĕ выльăх-чĕрлĕх, чăх-чĕп какайĕ илеймесен каллех чикĕсене уçма, ыттисенчен пулăшу ыйтма тивĕ. Эппин, вырăнта туса илекен çимĕçе вырнаçтарма, сутма та йывăрланать. Республикăн кăçал 14,9 пин тонна ытларах аш-какай туса илмелле. Палăртнине пурнăçласси кашни яваплăха туйса ĕçленинчен, пурнăç таппипе тан утма тăрăшнинчен те килет.

Л. АРСЕНТЬЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика