29 июля 2009 г.
Республикăра вырма вăй илсе пырать. Кăнтăр енчи районсем хĕрÿ ĕçе эрне каяллах тытăнчĕç. Халĕ Вăрнар, Куславкка, Красноармейски, Вăрмар, Çĕрпÿ, Шупашкар тăрăхĕсенчи хуçалăхсем те хĕрсех тырă выраççĕ. Июлĕн 27-мĕшĕ тĕлне республикипе 3341 гектар пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене çулнă. Улатăр, Елчĕк енче вара ку кăтарту 790-650 гектарпа танлашать.
Хальхи вăхăтра 6721 тонна «сарă ылтăн» вырса тĕшĕленĕ ĕнтĕ. Малтанлăха палăртнă тăрăх, гектар пуçне 25,9 центнер тухать. Элĕк, Сĕнтĕрвăрри, Хĕрлĕ Чутай, Етĕрне районĕсенче вырмана тухман-ха.
«Иккĕмĕш çăкăр» та кăларма тытăннă. Ир пулакан çĕр улмине 18 гектар çинчен пуçтарса кĕртнĕ. Красноармейски, Куславкка, Комсомольски тăрăхĕсенче ăна сутассине те йĕркеленĕ. Çĕнĕ çимĕç хуçалăхсене пысăк тупăш кÿни паллă.
Кĕрхисем акма çĕр хатĕрлесси малалла пырать. Хальхи вăхăтра 67880 гектар сухаланă. Выльăх-чĕрлĕх апачĕ янтăлассипе те ĕçлеççĕ хуçалăхсенче. Нумай çул ÿсекен курăксене çулса пĕтернĕ. Уяр, типĕ çанталăкпа усă курса кăçал утă пĕлтĕрхинчен чылай ытларах _ 41143 тонна, е 126,2 процент хатĕрленĕ, силос 52, сенаж палăртнинчен 48 процент ытларах хывнă.
Витаминлă курăк çăнăхĕ Вăрмар, Етĕрне, Куславкка районĕсенче 407 тонна янтăланă.