29 июля 2009 г.
Кирек мĕнле пушар та - пысăк инкек. Акă июлĕн 20-мĕшĕнче вут-çулăмра харăсах виçĕ ачан пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă. Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Кукашнири синкерĕн сăлтавне тĕпчеççĕ-ха, хальлĕхе вара çакă паллă.
Инкек умĕн кил хуçи патне Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакан ачисем килнĕ. Хăйсен чун тĕпренчĕкĕсене ялта хăварнă та çак кунах каялла таврăннă. 7-8 çулсенчи пиччĕшĕпе шăллĕ патне кĕçех кÿршĕри тантăшĕ те выляма каçнă. Хĕрĕнкĕ ватă аслашшĕ вĕсене питĕрсе илнĕ те таçта тухса утнă. Асламăшĕ Рязань тăрăхне ĕçлеме кайнипе ача-пăчана пăхакан-сăнакан та пулман...
Тепĕр кунне вара каç кÿлĕм Шупашкарти Эгер бульварĕнчи çуртра хĕрлĕ автан авăтма тытăннă. Пушар хуралĕ çийĕнчех çула тухнă, çавăнпа та вутта ытлашши алхасма паман, икĕ минутранах сÿнтернĕ. Пожарнăйсем çитнĕ тĕле çулăмран илсе тухнă хĕр ачапа арçын ачана урамра пĕрремĕш пулăшу панă ĕнтĕ. Кĕçех «васкавлă пулăшу» бригади те ĕçе кÿлĕннĕ-ха, шел те, шăпăрлансен пурнăçне упраса хăварма май килмен.
Тĕпчев мĕн кăтартнă-ха; Кил хуçи Мускавра ĕçлесе пурăннă. Май уйăхĕнченех унăн хваттерĕнче тăванĕ икĕ ачипе тата кил хуçин хĕр ачипе пурăннă. Инкеклĕ кун каç енне 27 çулти хĕрарăм аслă ывăлне илме ача садне кайнă. Кĕçĕннине аппăшĕн ачипе хăварнă. Икĕ çултан иртнĕ ачасем лăпкăн çывăрнăран вĕсене вăратас темен хĕрарăм. Çур сехетрен çаврăнса çитнĕ тĕле хваттертен тĕтĕм йăсăрланса тухнă, шалта нимĕн те курăнман, сывлама та йывăр пулнă. Çывăрмалли пÿлĕмре кравать айĕнче ывăлĕ, залри урайĕнче тăванĕн хĕр ачи выртнă.
Инкексем мĕн кăтартаççĕ-ха; Çул çитмен ачасене хăйсене кăткăс самантра тытма пĕлменни вилĕм патне çитерет. Пушар вăхăтĕнче вĕсем мĕнле те пулин япала çумне йăпшăнма, пытанма тăрăшаççĕ. Час-часах вĕсемшĕн шанчăклă вырăн _ кравать е сĕтел айĕ. Шел, çакă вĕсене вилĕм аллинчен хăтараймасть.
Çул çитмен ачасене килте хăйсем тĕллĕн ан хăварăр. Вĕсемшĕн пурнăç пуçланать кăна-ха, пурте кăсăклă темелле. Ача-пăча аслисен тыткаларăшне тĕпе хурать, ашшĕ-амăшĕ пек пулма хăтланать. Çавăнпа усал тĕслĕх ан кăтартăр, пĕчĕккисем умĕнче чĕлĕм ан туртăр, тĕпне ăçта кирлĕ унта ан пăрахăр. Тĕттĕм вырăна çутатма хут ан чĕртĕр. Шăрпăка, юсавсăр, хăвăр тĕллĕн ăсталанă электроприбора хваттерте, çурт-йĕрте тытма юрамасть. Хăрушсăрлăх ыйтăвне тивĕçтернине çирĕплетекен сертификатлă электроприборсемпе усă курăр. Электричествăна автоматла майпа сÿнтерекен прибор та кирлĕ. Ачана пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркине пĕчĕкренех вĕрентĕр.
Çулталăк пуçланнăранпа республикăра 756 пушар алхаснă, тăкак - 30375,4 пин тенкĕ. Çулăмра 66 çын пурнăçĕ татăлнă, çав шутра 6 ачан.
ЧР гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру ыйтăвĕсемпе ĕçлекен тĕп управленийĕн çыхăнупа пропаганда ушкăнĕ.
О. Нягина, В. Чернова.